Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ УРОК

Чӑн христиансене мӗнле пӗлме пулать?

Чӑн христиансене мӗнле пӗлме пулать?

Икӗ миллиард ытла ҫын хӑйсем пирки христиансем теҫҫӗ. Анчах вӗсем тӗрлӗрен ӗненеҫҫӗ тата тӗрлӗ нравственность нормисене тытса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чӑн христиансене мӗнле пӗлме пулать?

1. Кам вӑл христианин?

Христиансем вӗсем — Иисус Христосӑн вӗренекенӗсем, е ун хыҫҫӑн пыракансем. Библире ҫапла каланӑ: «Унта, Антиохире, вӗренекенсене Турӑ ирӗкӗпе пӗрремӗш хут христиансем теме пуҫланӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 11:26, ҪТ). Вӗсем Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? Иисус ҫапла каланӑ: «Эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр» (Иоанн 8:31). Ҫакӑ чӑн христиансен Иисус вӗрентнӗ пек пурӑнмаллине пӗлтерет. Иисус яланах Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине вӗрентнӗ. Чӑн христиансем те хӑйсем мӗне ӗненнине Библи тӑрӑх ҫирӗплетсе параҫҫӗ. (Лука 24:27 вулӑр.)

2. Чӑн христиансем юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене ҫакна тума хушнӑ: «Эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр» (Иоанн 15:12). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратнине мӗнле кӑтартнӑ? Вӑл вӑхӑта вӗсемпе пӗрле ирттернӗ, вӗсене хавхалантарнӑ тата пулӑшнӑ. Вӑл вӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне те панӑ (1 Иоанн 3:16). Иисус пекех, чӑн христиансем юратмалла теҫҫӗ кӑна мар, вӗсем пӗр-пӗрне юратнине ӗҫпе те кӑтартаҫҫӗ.

3. Чӑн христиансемшӗн мӗнле ӗҫ — чи кирлӗ ӗҫ?

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак ӗҫе шанса панӑ: вӑл «вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе... ҫӳреме янӑ» (Лука 9:2). Пӗрремӗш христиансем хӑйсен тӗлпулӑвӗсем иртекен вырӑнсенче ҫеҫ вӗрентмен. Вӗсем ырӑ хыпара халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче тата килрен киле сарнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 5:42; 17:17 вулӑр.) Хальхи вӑхӑтра та чӑн христиансем Библири чӑнлӑха ӑҫта ҫынсем пур, ҫавӑнта пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем ҫынсене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа та Библири шанчӑк паракан тата йӑпатакан хыпара пӗлтерес тесе вӑйне те, вӑхӑтне те шеллесе тӑмаҫҫӗ (Марк 12:31).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Нумайӑшӗ хӑйсем пирки христиансем теҫҫӗ, анчах та вӗсем Иисус Христосӑн вӗрентӗвӗсене тытса тӑмаҫҫӗ тата унран тӗслӗх илмеҫҫӗ. Вӗсенчен чӑн христиансене мӗнле уйӑрса илмеллине пӗлӗр.

4. Вӗсем Библири чӑнлӑха шыраҫҫӗ

Пӗрремӗш христиансем Турӑ Сӑмахне хакланӑ

Хӑйсене христиансем теекенсем пирки пурин пирки те Библири чӑнлӑха хаклаҫҫӗ теме май ҫук. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Хӑш-пӗр чиркӳсем ҫынсене Иисус мӗне вӗрентнине пӗлме мӗнле чӑрмантарнӑ?

Иисус Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса хунӑ чӑнлӑха вӗрентнӗ. Иоанн 18:37 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иисус каланӑ тӑрӑх, чӑнлӑх майлӑ тӑракансене, урӑхла каласан, чӑн христиансене, мӗнле пӗлме пулать?

5. Вӗсем Библири чӑнлӑха вӗрентеҫҫӗ

Пӗрремӗш христиансем ыттисене ырӑ хыпар каласа пӗлтернӗ

Тӳпене хӑпарас умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кирлӗ ӗҫ шанса парса хӑварнӑ, ҫак ӗҫ вара паянхи кунчченех пырать. Матфей 28:19, 20 тата Апостолсен ӗҫӗсем 1:8 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хӑҫанччен тумалла тата ҫав ӗҫӗн мӗн таран анлӑ сарӑлмалла?

6. Вӗсем хӑйсем мӗне вӗрентнипе килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ

Том ятлӑ арҫын чӑн христиансене тупнине мӗнле ӑнланса илнӗ? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн Том тӗнсене шанма пӑрахнӑ?

  • Чӑнлӑха тупнине вӑл мӗнле ӑнланса илнӗ?

Кам та пулин Христос хыҫҫӑн пыратӑп тет пулсан, унӑн ҫакна ӗҫсемпе кӑтартмалла. Матфей 7:21 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иисусшӑн мӗн кирлӗрех: эпир ӑна ӗненетпӗр тени-и е мӗне ӗненнипе килӗшӳллӗн пурӑнни-и?

7. Вӗсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ

Пӗрремӗш христиансем пӗр-пӗрне юратнӑ

Чӑн христиансем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемшӗн пурнӑҫне те пама хатӗр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн Ллойд тӑван Йоханссон тӑваншӑн вилме хатӗр пулнӑ?

  • Сирӗн шутпа, Ллойд хӑйне чӑн христианин пек тытнӑ-и?

Иоанн 13:34, 35 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иисусӑн вӗренекенӗсем (чӑн христиансем) хӑйсене урӑх раса е урӑх халӑх ҫыннисемпе мӗнле тытаҫҫӗ?

  • Иисус каланӑ ӳкӗте, «пӗр-пӗрне юратӑр» текен ӳкӗте, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тытса тӑма пӑрахмалла-и?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Христиансем пурте, вӗсем кирек мӗнле чиркӗве ҫӳреҫҫӗ пулсан та, пӗр Турра ӗненеҫҫӗ».

  • Ҫавӑн пек ҫынсене чӑн христиансем камсем пулнине пӗлме пулӑшас тесе эсир Библирен мӗнле сӑвӑ йӗркине вуласа панӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Чӑн христиансем Библи тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратаҫҫӗ тата Библири чӑнлӑха вӗрентеҫҫӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Чӑн христиансем хӑйсем мӗне ӗненнине мӗн тӑрӑх ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

  • Чӑн христиансене мӗнле лайӑх ен урлӑ уйӑрса илме пулать?

  • Чӑн христиансемшӗн мӗнле ӗҫ — чи кирлӗ ӗҫ?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иисус Христосран тӗслӗх илме тата вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнма тӑрӑшакан ҫынсем ҫинчен нумайрах пӗлӗр.

«Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем» (1:13)

Унччен монахиня пулнӑ хӗрарӑм «чӑн-чӑн ҫемье» мӗнле тупни ҫинчен вулӑр.

«На все вопросы они отвечали по Библии!» («Сторожевая башня», 2014 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ)

Ҫутҫанталӑк инкекӗсем сиксе тухсан, чӑн христиансем хайсемпе пӗр пек ӗненекенсене мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.

«Помощь нашим братьям во время бедствий» (видеороликӑн пайӗ) (3:57)

Хальхи вӑхӑтри христиансем хӑш енчен пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пек пулни ҫинчен вулӑр.

«Как узнать истинных христиан?» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗ)