Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

53-МӖШ УРОК

Иеговӑна юрӑхлӑ вӑйӑ-кулӑ суйласа илӗр

Иеговӑна юрӑхлӑ вӑйӑ-кулӑ суйласа илӗр

Иегова — «телейлӗ Турӑ» (1 Тимофей 1:11, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару). Вӑл пире савӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Эпир ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн канма вӑхӑт уйӑрни Иеговӑна килӗшет. Ҫак урокран эпир лайӑх канас тесен тата ҫав вӑхӑтрах эпир мӗнле канни Иеговӑна юрӑхлӑ пултӑр тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

1. Вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне пирӗн мӗн шута илмелле?

Сире мӗнле канма килӗшет? Хӑш-пӗрисем килте канма юратаҫҫӗ. Вӗсене кӗнеке вулама, юрӑ-кӗвӗ итлеме е интернетра мӗн те пулин шырама килӗшет. Теприсене каннӑ чухне туссемпе пӗрле пулни, пӗр вырӑнта ларманни килӗшет. Вӗсем похода ҫӳреҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ е вӑйӑ выляҫҫӗ. Пире кирек мӗн килӗшсен те, пирӗн хамӑр суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пулнипе пулманнине пӗлмелле (Эфес 5:10). Ҫакӑ питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен хальхи вӑхӑтра ҫынсем суйласа илекен вӑйӑ-кулӑра Иегова мӗн курайманни: усал ӗҫсем, аскӑнлӑх тата демонизм — питӗ нумай. (Псалом 10:5 вулӑр.) Вӑйӑ-кулла тӗрӗс суйласа илме пире мӗн пулӑшӗ?

Эпир Иеговӑна юратакан ҫынсемпе туслашатпӑр пулсан, вӗсем пирӗн ҫине лайӑх витӗм кӳрӗҫ тата пире вӑйӑ-кулӑ тӗрӗс суйласа илме пулӑшӗҫ. Унчченхи уроксенчен пӗринчен эпир «ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать» тенине пӗлтӗмӗр (Ытарӑшсем 13:21). Тепӗр енчен илес пулсан, эпир Иеговӑн нормисене юратман ҫынсемпе час-часах хутшӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ пире сиен кӳрӗ.

2. Мӗншӗн пирӗн канма мӗн чухлӗ вӑхӑт кайни ҫинчен шухӑшламалла?

Эпир суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑра ним япӑххи пулмасан та, пирӗн ун валли мӗн чухлӗ вӑхӑт кайни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Ҫакна тумасан, пирӗн кирлӗ ӗҫсем валли вӑхӑт юлмасан та пултарать. Библи пире «вӑхӑтпа тӗрӗс» усӑ курма хавхалантарать. (Эфес 5:15, 16 вулӑр.)

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Вӑйӑ-кулла тӗрӗс мӗнле суйласа илмеллине пӗлӗр.

3. Япӑх вӑйӑ-кулла сирсе ярӑр

Мӗншӗн вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Авалхи Римри гладиаторсен ҫапӑҫӑвӗпе хальхи хӑш-пӗр вӑйӑ-кулӑ хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

  • Дэнни вӑйӑ-кулӑ тӗлӗшӗнчен мӗн ӑнланнӑ?

Рим 12:9 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗрки пире вӑйӑ-кулла тӗрӗс суйласа илме мӗнле пулӑшӗ?

Иегова мӗне кураймасть? Ытарӑшсем 6:16, 17 тата Галати 5:19—21 вулӑр. Кашни сӑвӑ йӗркине вуланӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ хӑш ӗҫсене хальхи вӑйӑ-кулӑра час-часах курма пулать?

 Вӑйӑ-кулла тӗрӗс мӗнле суйласа илмелле?

Хӑвӑртан ыйтӑр:

  • Мӗн? Иегова мӗн кураймасть, ҫавсем унта пур-и?

  • Хӑҫан? Вӑйӑ-кулӑ кирлӗрех ӗҫсене тума чӑрмантарать-и?

  • Кампа? Манӑн Иеговӑна юратман ҫынсемпе ҫывӑх тата час-часах хутшӑнма тивет-и?

Хӑрушлӑхран май ҫитнӗ таран аякра пулмалла. Ҫавӑнпа вӑйӑ-кулӑ пирӗн ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать пулсан, урӑххине суйласа илмелле

4. Вӑхӑта сая ан ярӑр

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Арҫын тӑван ним япӑххине те пӑхман пулин те, вӑл пуш вӑхӑтпа мӗнле усӑ курни ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

Филиппӑ 1:10 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркинчи принцип мӗн чухлӗ канмаллине пӗлме мӗнле пулӑшать?

5. Хӑвӑра усӑ паракан вӑйӑ-кулӑ суйласа илӗр

Хӑш-пӗр вӑйӑ-кулӑ Иеговӑна килӗшмест пулин те, ҫав-ҫавах пире усӑ паракан тата кӑмӑла ҫӗклекен ӗҫсем нумай. Екклесиаст 8:15 тата Филиппӑ 4:8 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Усӑллӑ вӑйӑ-кулӑран хӑшӗ сире килӗшет?

Вӑхӑта усӑллӑн та савӑнӑҫлӑн ирттермелли майсем нумай

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Вӑйӑ-кулӑра усал ӗҫсем, аскӑнлӑх тата демонизм пурринче ним япӑххи те ҫук. Эпӗ вӗсене тумастӑп вӗт».

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова пире усӑ тата савӑнӑҫ паракан вӑйӑ-кулӑ суйлӑр тет.

Вӗреннине аса илни

  • Христиансем мӗнле вӑйӑ-кулла сирсе яраҫҫӗ?

  • Мӗншӗн пирӗн вӑйӑ-кулӑ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт кайни ҫинчен шухӑшламалла?

  • Мӗншӗн эсир Иеговӑна юрӑхлӑ вӑйӑ-кулӑ суйласа илесшӗн?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Сире канас тӗлӗшрен тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшма пултарать?

«Санӑн кану пирки усӑллӑ теме пулать-и?» («Хурал башни», 2011 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗ)

«Я преодолел свою ненависть к белым» статьяна вулӑр та пӗр арҫын вӑйӑ-кулӑ суйласа илес тӗлӗшрен мӗншӗн улшӑнусем тунине пӗлӗр.

«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2010 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗ)

Пӗр хӗрарӑм демонизмпа ҫыхӑннӑ фильм пӑхнине ӑнланса илсен мӗн тунине пӑхӑр.

«Демонизмпа ҫыхӑннӑ вӑйӑ-кулла сирсе ярӑр» (2:02)