40-МӖШ УРОК
Турӑ умӗнче таса пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
Амӑшӗ хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне шкула кайма хатӗрлет. Вӑл ывӑлӗ ҫӑвӑннипе ҫӑвӑнманнине тата унӑн тумтирӗ таса та тирпейлӗ пулнипе пулманнине тӗрӗслет. Ҫакӑ ывӑлӗн сывлӑхне усӑ парать тата ыттисене ашшӗпе амӑшӗ уншӑн тӑрӑшнине кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех пирӗн Атте Иегова та пирӗн пурте таса пултӑр тет — ҫав шутрах, пирӗн шухӑшсем те, сӑмахсем те, ӗҫсем те. Эпир таса пулсан, ҫакӑ пире хамӑрах усӑ парать тата пирӗн Турра мухтава кӑларать.
1. Таса пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
Иегова пире ҫапла калать: «Таса пулӑр» (1 Петр 1:16). Таса пулас тесен пирӗн хамӑр кӗлеткепе япаласене таса тытмалла, ҫавӑн пекех пирӗн нравственность енчен те таса пулмалла. Тасалӑха упрас тесен пирӗн ҫӑвӑнсах тӑмалла, ҫавӑн пекех пирӗн тумтир, ҫурт тата машина таса та тирпейлӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне, Патшалӑх залӗнче пирӗн тирпей тытса тӑма пулӑшмалла. Хамӑра тата хамӑр япаласене таса тытнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр (2 Коринф 6:3, 4).
2. Таса пулас тесен мӗнле йӑласенчен хӑтӑлмалла?
Библи пире ҫапла тума ӳкӗтлет: «Ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар» (2 Коринф 7:1). Ҫавӑнпа та эпир хамӑрӑн кӗлеткепе ӑстӑна мӗн ирсӗрлетме пултарать, ҫавсенчен пуринчен те тасалма тӑрӑшатпӑр. Эпир хамӑр шухӑшсем Иеговӑна савӑнтарччӑр тетпӗр, ҫавӑнпа тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӗрешес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр (Псалом 18:15). Ҫавӑн пекех эпир ирсӗр, усал сӑмахсем те каламастпӑр. (Колоссӑ 3:8 вулӑр.)
Пире тата мӗн таса мар тума пултарать? Пирӗн кӗлеткене сиен кӳме пултаракан япаласем. Ҫавӑнпа эпир табак туртмастпӑр, ӑна шӑршламастпӑр тата наркотиксемпе иртӗхместпӗр. Ҫав япаласене сирсе янипе эпир хамӑр сывлӑха упратпӑр тата Турӑ панӑ парнене — пурнӑҫа — хисепленине кӑтартатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир нравственность енчен таса пулас тесе таса мар йӑласенчен сыхланатпӑр, калӑпӑр, эпир мастурбаци тумастпӑр тата порнографи пӑхмастпӑр (Псалом 118:37; Эфес 5:5). Ҫавнашкал япӑх йӑласене ҫӗнтерме ҫӑмӑл мар, анчах та Иегова пулӑшнипе эпир ҫавна тума пултаратпӑр. (Исаия 41:13 вулӑр.)
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Эпир хамӑр та, пирӗн япаласем те таса пулни Иеговӑна мухтава мӗнле кӑларнине тата таса мар йӑласенчен мӗнле хӑтӑлмаллине пӗлӗр.
3. Эпир хамӑр тата пирӗн япаласем таса пулни Иеговӑна мухтава кӑларать
Иегова тасалӑх ҫине мӗнле пӑхнине вӑл авалхи Израиль халӑхне панӑ законсенчен пӗлме пулать. Тухни 19:10 тата 30:17—19 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Ҫак сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова тасалӑх ҫине мӗнле пӑхать?
-
Мӗнле лайӑх йӑласем сире тасалӑха тытса тӑма пулӑшӗҫ?
Тасалӑха тытса тӑма вӑхӑт та кирлӗ тата ҫакна тума вӑй та хумалла. Анчах та эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, пирӗн кирек мӗн чухлӗ укҫа пулсан та, эпир тасалӑха тытса тӑма пултаратпӑр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.
-
Мӗншӗн ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн ҫи-пуҫпа япаласем таса та тирпейлӗ пулнине курса ҫынсем Иеговӑна ытларах хисеплеме пуҫлӗҫ?
4. Япӑх йӑласене мӗнле ҫӗнтермелле?
Эсир чӗлӗм туртатӑр пулсан е наркотиксемпе иртӗхетӗр пулсан, ҫак йӑларан хӑтӑлма ҫӑмӑлах мар пулнине пӗлетӗр паллах. Сире мӗн пулӑшма пултарать? Ҫак сиенлӗ йӑласенчен хӑтӑлма сире мӗн пулӑшма пултарнине пӗлӗр. Матфей 22:37—39 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Чӗлӗм туртни тата наркотиксемпе иртӗхни ҫынпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
-
Чӗлӗм туртни тата наркотиксемпе иртӗхни ҫынпа унӑн ҫемйи тата унпа ыттисем хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
Япӑх йӑлана пӗтерес тесе мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хурӑр a. ВИДЕО пӑхӑр.
2 Коринф 4:7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Яланах кӗлтума, Библи вӗренме тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тӑрӑшни япӑх йӑлана ҫӗнтерме вӑй мӗнле параҫҫӗ?
5. Таса мар шухӑшсемпе тата ӗҫсемпе кӗрешӗр
Колоссӑ 3:5 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Порнографи пӑхнине, секстинга тата мастурбацие Иегова таса мар тесе шутланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
-
Иегова пире нравственность енчен таса пулма ыйтнине эсир вырӑнлӑ тесе шутлатӑр-и? Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек шутлатӑр?
Таса мар шухӑшсемпе мӗнле кӗрешмеллине пӗлӗр. ВИДЕО пӑхӑр.
Нравственность енчен таса пулас тесен пирӗн ҫине тӑрсах вӑй хумалла. Ҫакна Иисус илсе панӑ тӗслӗх кӑтартса парать. Матфей 5:29, 30 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Иисусӑн сӑмахӗсем пирӗн хамӑр кӗлеткене сиен кӳмелле тенине пӗлтермеҫҫӗ. Иисус пирӗн вӑй хумалла тенӗ. Таса мар шухӑшсене сирсе ярас тесен мӗн тумалла? b
Эсир таса мар шухӑшсемпе кӗрешетӗр пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова эсир вӑй хунине хаклать. Псалом 102:13, 14 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Эсир таса мар йӑлапа кӗрешетӗр пулсан, ҫак сӑвӑ йӗркисем сире малалла та кӗрешме мӗнле хавхалантараҫҫӗ?
Ан парӑнӑр!
Ҫӑмӑллӑнах ҫакӑн пек шухӑшлама пуҫлама пулать: «Манран пулмарӗ. Малалла вӑй хума кирлех-ши?» Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: марафон чупакан такӑнса ӳкрӗ пулсан, ҫакӑ вӑл выляса янине пӗлтерет-и? Унӑн вара веҫех ҫӗнӗрен пуҫламалла-и? Ҫук паллах. Ҫавӑн пекех сирӗн ку хутӗнче пулмарӗ пулсан, ҫакӑ эсир сиенлӗ йӑлана хирӗҫ пыракан кӗрешӳре выляса янине пӗлтермест. Пӗр хут ӗҫ ӑнманни вӑл эсир ку таранччен тунӑ ҫитӗнӳсене пӗтерме пултараймасть. Сиенлӗ йӑлапа кӗрешнӗ чухне ҫав йӑла пӗрре анчах мар ҫӗнтерӗ. Сиенлӗ йӑларан хӑтӑласси кун пеккисӗр пулмасть. Ҫавӑнпа та ан парӑнӑр! Иегова пулӑшнипе эсир сиенлӗ йӑлана ҫӗнтерме пултаратӑр.
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Эпӗ ҫавна питӗ хӑнӑхнӑ. Эпӗ ӑна пӑрахма пултараймастӑп».
-
Эсир ҫынна Иегова пулӑшнипе япӑх йӑларан хӑтӑлма пултарнине кӑтартса парас тесе Библири хӑш сӑвӑ йӗркине кӑтартнӑ пулӑттӑр?
ТӖП ШУХӐШ
Пирӗн кӗлетке тата пирӗн ӗҫсем таса пулсан, эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр.
Вӗреннине аса илни
-
Мӗншӗн таса пулни питӗ кирлӗ?
-
Хӑвӑра тата хӑвӑрӑн япалусене таса тытас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?
-
Сирӗн шухӑшсемпе ӗҫсем таса пулччӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Сирӗн укҫа сахал пулсан та, мӗнле майсем сире таса пулма пулӑшӗҫ?
Чӗлӗм туртма пӑрахма пулӑшакан канашсем.
Порнографи пӑхни ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӗлӗр.
«Порнография: безобидное развлечение или отрава?» («Сторожевая башня», 2013 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗ)
Пӗр арҫын порнографи пӑхас йӑлана мӗнле ҫӗнтерни ҫинчен вулӑр.
«Я много раз терпел неудачу, прежде чем смог победить себя» («Сторожевая башня», 2016 ҫулхи 4 №)
a Ҫак урокри «Тӗпчемелли» рамкӑна пӑхӑр. Унта «Как бросить курить» ятлӑ статьясен ярӑмӗнче чӗлӗм туртма пӑрахма пулӑшакан канашсене илсе панӑ.
b Мастурбаци тӑвас йӑларан хӑтӑлас тесе ҫак статьяна пӑхӑр: «Как побороть привычку мастурбировать?» («Ответы на твои вопросы», 1-мӗш том, 25-мӗш сыпӑк).