БИБЛИ ВӖРЕНТӖВӖСЕМ

Библи вӗренмелли пособисем

чӑвашла
Библи вӗренмелли пособисем
https://cms-imgp.jw-cdn.org/img/p/1011539/univ/art/1011539_univ_sqr_xl.jpg

Библи вӗренмелли пособисем

Пирӗн библиотекӑри Библи вӗренмелли пособисемпе тӳлевсӗр усӑ курӑр. Вӗсемпе усӑ курсан Библи вӗренме интереслӗрех пулӗ тата эсир Турӑ Сӑмахне лайӑхрах ӑнланӑр. Пирӗн тӳлевсӗр онлайн библиотекӑра Библие тӗпчеме питӗ меллӗ. Унсӑр пуҫне, сире видеороликсем тата ытти материалсем питӗ килӗшӗҫ пулӗ.

Библие онлайн вулӑр

«Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару — Библин тӗп-тӗрӗс те вулама ҫӑмӑл куҫарӑвӗ. Унӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен пӗлӗр.

Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗн историйӗ

Чуна пырса тивекен нумай сериллӗ ҫак видеопостановкӑран эсир Туррӑн Ывӑлӗ тата этемлӗхе Ҫӑлаканӗ ҫинчен — Иисус Христос ҫинчен — ытларах пӗлме пултаратӑр.

Библи вӗренме пулӑшакан видеороликсем

Библири кӗнекесемпе паллаштарни

Библири кашни кӗнекене кам, хӑҫан ҫырнине тата унта мӗн ҫинчен ҫырнине кӗскен каласа пани.

Библи тӑрӑх хатӗрленӗ видеороликсем. Тӗп вӗрентӳсем

Ҫак кӗске видеороликсенче Библи тӑрӑх ҫакӑн йышши ыйтусем ҫине хурав панӑ: Турӑ ҫӗре мӗнле тӗллевпе тунӑ? Ҫын вилсен унпа мӗн пулать? Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма парать?

Библи вӗренмелли пособисем тата хушма материал

Библири кулленхи сӑвӑ йӗрки

«Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни» брошюрӑра кашни кун вуламалли сӑвӑ йӗркине тата ӑна ӑнлантарса паракан комментарие тупма пулать.

Библи: ыйтусем тата хуравсем

Турӑпа, Иисуспа, ҫемьепе, хӗн-асаппа тата ытти япаласемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине Библи мӗнле хуравланине пӗлӗр.

Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани

Ҫынсем час-часах илтекен Библири сӑвӑ йӗркисемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем чӑннипех мӗне пӗлтернине пӗлӗр.

«Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗн историйӗ». Видеосене тупмалли

Ҫак публикаци сире Библири сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх тунӑ «Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗн историйӗ» видеопостановкӑн пӗчӗк пайӗсене тупма пулӑшӗ.

Онлайн-библиотека (открывается в новом окне)

Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ публикацисемпе усӑ курса Библие онлайн тӗпчӗр.

Библие вӗрентекенпе вӗренӗр

Иегова Свидетелӗсен Библи вӗренмелли курсӗ мӗн вӑл?

Иегова Свидетелӗсен Библире мӗн каланине пӗлме пулӑшакан курс пур. Вӗреннӗ чухне эсир хӑвӑр Библипе усӑ курма пултаратӑр тата хӑвӑр ҫемйӳне тата тусусене чӗнме пултаратӑр.

Хӑвӑр пата пырса кайма ыйтӑр

Хӑвӑра хумхантаракан ыйтусем ҫине Библире хуравӗсене тупӑр е Иегова Свидетелӗсем ҫинчен ытларах пӗлӗр.