Пирӗн ҫинчен
Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?
Иегова Свидетелӗсем — пӗтӗм тӗнчери тӗн организацийӗ. Эпир Иеговӑна — Пурнӑҫ Паракана тата Пурне те Тума Пултаракан Турра — пуҫҫапатпӑр (Псалом 83:18, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару; Ӳлӗмхи 4:11). Эпир христиансем. Эпир Иисус Христос Туррӑн Ывӑлӗ пулнине тата вӑл пирӗн Ҫӑлакан пулнине ӗненетпӗр (Иоанн 3:16; Апостолсен ӗҫӗсем 4:10—12). Эпир мӗне ӗненни пӗтӗмпех Библипе килӗшсе тӑрать (2 Тимофей 3:16). Эпир сире ҫак сайтпа тата хӑвӑр Библипе усӑ курса эпир мӗне ӗненни ҫинчен ытларах пӗлме чӗнетпӗр.
Пирӗн ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?» видеоролика пӑхӑр.
Статистика
-
Пӗтӗм тӗнчипех Иегова Свидетелӗсен шучӗ: 9 043 460
-
Пухусен шучӗ: 118 767
-
Ҫӗршывсемпе территорисен шучӗ: 240
-
Кашни уйӑхра тӳлевсӗр ирттерекен Библи вӗренӗвӗсен шучӗ: 7 480 146
-
2024 ҫулта Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче пулнӑ ҫынсен шучӗ: 21 119 442
Ҫынсем час-часах паракан ыйтусем
Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненеҫҫӗ?
Ҫак статьяри 15 пунктра эпир мӗне ӗненни ҫинчен каласа панӑ.
Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ҫуралнӑ куна паллӑ тумаҫҫӗ?
Ҫуралнӑ кунӑн тӑватӑ уйрӑмлӑхне пӑхса тухӑр та мӗншӗн ҫав уяв Турра юрӑхлӑ мар пулнине пӗлӗр.
Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн юн ямаҫҫӗ?
Иегова Свидетелӗсем юн ярасси ҫине мӗнле пӑхни пирки тӗрлӗрен сас-хура ҫӳрет. Ҫак тӗлӗшрен эпир чӑннипе мӗне ӗненнине пӗлӗр.
Иегова Свидетелӗсем христиансем-и?
Хӑйсем пирки христиансем текен ытти ушкӑнсенчен эпир мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлӗр.
Библи вӗренмелли тӳлевсӗр курс
Пирӗн истори
Пирӗнпе ҫыхӑнӑр
Хӑвӑр пата пырса кайма ыйтӑр
Хӑвӑра хумхантаракан ыйтусем ҫине Библире хуравӗсене тупӑр е Иегова Свидетелӗсем ҫинчен ытларах пӗлӗр.
Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем
Пирӗн тӗлпулусем ӑҫта тата мӗнле иртнине пӗлӗр.