Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем

Пирӗн тӗлпулусем ҫинчен пӗлӗр. Хӑвӑртан инҫех мар ҫавӑн пек тӗлпулусем ӑҫта иртнине тупӑр.

Ҫывӑхри тӗлпулӑва тупӑр (открывается в новом окне)

Пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ?

Иегова Свидетелӗсем эрнере икӗ хут Турра пуҫҫапмалли тӗлпулусем ирттереҫҫӗ (Еврейсем 10:24, 25). Ҫак тӗлпулусене кирек кам та килме пултарать. Эпир унта Библи тӗпчетпӗр тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма вӗренетпӗр.

Шкулта урок вӑхӑтӗнче темӑна сӳтсе явнӑ чухнехи пекех, тӗлпулӑва килнисем, кӑмӑл пур пулсан, комментари парса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗлпулу пуҫламӑшӗнче те, вӗҫӗнче те юрӑ юрлаҫҫӗ тата кӗлтӑваҫҫӗ.

Пирӗн тӗлпулусене Иегова Свидетелӗ пулманнисен те ҫӳреме юрать. Эпир пурне те пырса курма чӗнетпӗр. Тӗлпулусем тӳлевсӗр. Унта укҫа-тенкӗ пуҫтармаҫҫӗ.