Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ УРОК

Кам вӑл Иисус Христос?

Кам вӑл Иисус Христос?

Иисус Христос вӑл — историре пулнӑ чи паллӑ ҫынсенчен пӗри. Анчах та нумайӑшӗ, унӑн ячӗсӗр пуҫне, ун ҫинчен урӑх нимӗн те пӗлмест. Иисус кам пулни пирки ҫынсем тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. Библире вара ун ҫинчен мӗн каланӑ?

1. Кам вӑл Иисус Христос?

Иисус вӑл — пӗлӗтре пурӑнакан хӑватлӑ ангел. Ӑна Иегова Турӑ пуринчен малтан тунӑ. Ҫавӑнпа Библире ун пирки «мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ» тенӗ (Колоссӑ 1:15). Ҫавӑн пекех Иисус пирки Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ тенӗ, мӗншӗн тесен Иисуса ҫеҫ Иегова хӑй тӗллӗн тунӑ (Иоанн 3:16). Иисус хӑйӗн Ашшӗпе, Иеговӑпа, тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ те ӑна ыттисене пурне те тума пулӑшнӑ. (Ытарӑшсем 8:30 вулӑр.) Иисусӑн халӗ те хӑйӗнпе Иегова хушшинче ӑшӑ та ҫывӑх хутшӑнусем. Вӑл Туррӑн представителӗ, унӑн «Сӑмахӗ», пулса ӗҫлет, урӑхла каласан, вӑл Туррӑн хыпарӗсене тата хушӑвӗсене ыттисене пӗлтерсе тӑрать (Иоанн 1:14).

2. Мӗншӗн Иисус ҫӗр ҫине килнӗ?

Иегова 2 000 ҫула яхӑн каялла, хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса, Иисусӑн пурнӑҫне тӗлӗнмелле майпа Мария ятлӑ ҫамрӑк хӗрӗн варӗ ӑшне куҫарнӑ. Ҫавна пула Иисус ҫын пулса ҫуралнӑ. (Лука 1:34, 35 вулӑр.) Иисус ҫӗр ҫине этемлӗхе ҫӑлма тата Библире малтанах каласа хунӑ Мессия, е Христос, пулса тӑма килнӗ a. Библире Мессия ҫинчен пророкла каланисем пурте Иисус ҫинче пурнӑҫланнӑ. Ҫакӑ ҫынсене Иисус чӑннипе «Христос, Чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ», пулнине пӗлме пулӑшнӑ (Матфей 16:16).

3. Иисус халӗ ӑҫта?

Иисус вилсен, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ та вара вӑл Турӑ патне тӳпене таврӑннӑ. Унта «Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ» та чи пысӑк вырӑн панӑ (Филиппӑ 2:9). Халӗ Иисус — питӗ хӑватлӑ ангел. Иегова ҫеҫ унран аслӑрах.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иисус кам иккенне тата мӗншӗн ун ҫинчен пӗлни питӗ кирлӗ пулнине пӗлӗр.

4. Иисус — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ мар

Библире Иисус пирки тӳпери хӑватлӑ ангел тенӗ пулин те, вӑл хӑйӗн Туррине тата Ашшӗне, Иеговӑна, пӑхӑнса тӑрать. Мӗншӗн эпир ҫапла калама пултаратпӑр? ВИДЕО пӑхӑр та Библире Иисус Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулманнине мӗнле кӑтартса панине пӗлӗр.

Аяларах илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем Иисуспа Иегова хушшинчи уйрӑмлӑха ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫав сӑвӑ йӗркисене вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

Лука 1:30—32 вулӑр.

  • Ангел каланӑ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑшӑн, Иеговӑшӑн, Иисус кам пулать?

Матфей 3:16, 17 вулӑр.

  • Иисус шыва кӗнӗ чухне тӳперен сасӑ мӗн тесе каланӑ?

  • Сирӗн шутпа, ҫавӑ камӑн сасси пулнӑ?

Иоанн 14:28 вулӑр.

  • Кам аслӑрах тата камӑн власть нумайрах: ашшӗн-и е ывӑлӗн-и?

  • Иисус Иегова пирки хӑйӗн Ашшӗ тенӗ. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

Иоанн 12:49 вулӑр.

  • Иисус хӑйӗн пирки Ашшӗпе пур енчен те пӗр тан тесе шутланӑ-и? Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр?

5. Иисус Мессия пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем

Мессия вӑл — Турӑ кама этемлӗхе ҫӑлма суйласа илнӗ, ҫавӑ. Библире Мессия ҫинчен нумай пророкла каланӑ. Ҫав пророкла каланисем ҫынсене Мессия кам пулнине пӗлме пулӑшнӑ. ВИДЕО пӑхӑр та Иисус ҫӗр ҫине килсен, ун ҫинче мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнине пӗлӗр.

Библире каланӑ ҫак пророкла сӑмахсене вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

Мессийӑн ӑҫта ҫуралмалла пулнине пӗлес тесе Михей 5:2 вулӑр b.

  • Ҫак пророкла калани Иисус ҫинче пурнӑҫланнӑ-и? (Матфей 2:1).

Мессийӑн мӗнле вилмелле пулни ҫинчен Библире малтанах мӗн каласа хунине пӗлес тесе Псалом 33:21 тата Захария 12:10 вулӑр.

  • Ҫак пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ-и? (Иоанн 19:33—37).

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, Иисус ҫак пророкла каланисем пурнӑҫланччӑр тесе мӗн те пулин тума пултарнӑ-и?

  • Сирӗн шутпа, ҫакӑ Иисус Мессия пулнине ҫирӗплетсе парать-и?

6. Иисус ҫинчен пӗлсе пыни пире усӑ парать

Иисуса тата Турӑ ун урлӑ мӗн тӑвасшӑн пулнине пӗлсе пыни питӗ кирлӗ тесе палӑртнӑ Библире. Иоанн 14:6 тата 17:3 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Иисус ҫинчен пӗлсе пымалла?

Иисус Иегова Турӑпа туслӑ пулмалли ҫула уҫса панӑ. Вӑл Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентнӗ тата ӑна пула эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултаратпӑр

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Иегова Свидетелӗсем Иисуса ӗненмеҫҫӗ».

  • Эсир ҫакӑн пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иисус — хӑватлӑ ангел. Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ тата Мессия.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн Иисус пирки «мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ» тенӗ?

  • Ҫӗр ҫине киличчен Иисус мӗн туса пурӑннӑ?

  • Иисус Мессия пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Турӑ хӑш тӗлӗшрен Иисусӑн Ашшӗ пулни пирки Библире мӗн каланине пӗлӗр.

«Мӗншӗн Иисус Христос пирки Турӑ Ывӑлӗ тенӗ?» (интернет-статья)

Библире Троица ҫинчен калакан вӗрентӳ ҫуккине пӗлӗр.

«Иисус Христос. Бог ли он?» («Сторожевая башня», 2009 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ)

Пӗр хӗрарӑм Библире Иисус ҫинчен мӗн каланине вулама пуҫласан, унӑн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑннине пӗлӗр.

«Еврейская женщина рассказывает, почему она пересмотрела свою веру» («Пробудитесь!», 2013 ҫулхи май)

a Мӗншӗн ҫынсене ҫӑлма кирлине тата Иисус пире мӗнле ҫӑлнине 26-мӗшпе 27-мӗш уроксенче ӑнлантарса панӑ.

b Мессия ҫӗр ҫине хӑҫан килмелле пулни ҫинчен пӗлес тесе 2-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.