5-МӖШ УРОК
Библи вӑл — Туррӑн хыпарӗ
Иегова пире Библи панӑ. Ҫак чаплӑ парне 66 пӗчӗк кӗнекерен тӑрать. Тен, сирӗн ҫакӑн пек ыйтусем пур: «Кам ҫынсене Библи панӑ? Кам унӑн авторӗ?» Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесе айтӑр Библире ҫырса панӑ Туррӑн хыпарӗ ку таранччен мӗнле упранса юлнине пӑхса тухар.
1. Библие ҫынсем ҫырнӑ пулсан, мӗншӗн унӑн Авторӗ Турӑ теме пулать?
Библие 40-е яхӑн ҫын пӗр 1 600 ҫул хушши ҫырнӑ. Ӑна пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта ҫырма пуҫланӑ та пирӗн эрӑри 98 ҫул тӗлнелле ҫырса пӗтернӗ. Библие ҫыракансем тӗрлӗ ҫынсем пулнӑ. Вӗсем хушшинче кӗтӳҫсем, пулӑҫсем тата патшасем пулнӑ. Ҫав-ҫавах Библин кашни пайӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑрать. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Сӑлтавӗ ҫакӑ: Библин Авторӗ — Турӑ. (1 Фессалоника 2:13 вулӑр.) Библи ҫыракансем хӑйсен шухӑшӗсене ҫырман, ун вырӑнне вӗсем «Святой Сывлӑш a хавхалантарнипе» ҫырнӑ (2 Петр 1:21, ҪХ). Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсене ҫырса хума хавхалантарнӑ (2 Тимофей 3:16).
2. Кам Библирен усӑ илме пултарать?
«Пур йӑх та, пур ӑру та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем те, пур халӑхсем те» Библире ҫырса панӑ ырӑ хыпартан усӑ илме пултараҫҫӗ. (Ӳлӗмхи 14:6 вулӑр.) Турӑ тӑрӑшнине пула Библие халӗ, ытти кӗнекесемпе танлаштарсан, чи нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Библие кашни ҫын тенӗ пекех — вӑл кирек ӑҫта пурӑнсан та, кирек мӗнле чӗлхепе калаҫсан та — вулама пултарать.
3. Иегова Библие мӗнле упраса хӑварнӑ?
Библие вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗрсе пӗтекен материалсем ҫине, сӑмахран, тир тата папирус ҫине, ҫырса хунӑ пулнӑ. Анчах та Библие юратакан ҫынсем ӑна тӗплӗн ҫырса илсе унӑн копийӗсене тунӑ. Хӑватлӑ ертӳҫӗсемпе тӗн пуҫлӑхӗсем Библие пӗтерме тӑрӑшнӑ, анчах та теприсем ӑна упраса хӑварас тесе хӑйсен пурнӑҫне те пама хатӗр пулнӑ. Иегова хӑйне пирӗнпе хутшӑнма никама та, ниме те чӑрмантарма паман. Библире ҫапла каланӑ: «Туррӑмӑр сӑмахӗ... ӗмӗрех тӑрать» (Исаия 40:8).
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Турӑ ҫынсене Библие ҫырма мӗнле хавхалантарнине, вӑл ӑна мӗнле упраса хӑварнине тата ӑна пур ҫын та вулама пултартӑр тесе мӗн тунине пӗлӗр.
4. Библи хӑйӗн Авторӗ ҫинчен каласа парать
ВИДЕО пӑхӑр. Унтан 2 Тимофей 3:16 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Библие ҫынсем ҫырнӑ пулсан, мӗншӗн ӑна Турӑ Сӑмахӗ теҫҫӗ?
-
Турӑ хӑйӗн шухӑшӗсене Библие ҫыракан ҫынсене пӗлтерме пултарнине эсир ӗненетӗр-и?
5. Библие пӗтерме пултарайман
Библи Турӑран пулсан, эпир вӑл ӑна упраса хӑварасса шанма пултаратпӑр. Ӗмӗрсем хушши хӑватлӑ пуҫлӑхсем Библие пӗтерме тӑрӑшнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна ҫынсене вулаттарасшӑн пулман. Анчах нумайӑшӗ, хирӗҫ тӑнине тата вӗлерме пултарнине пӑхмасӑрах, Библие упраса хӑварас тесе хӑйсен пурнӑҫне те шеллемен. Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗрин ҫинчен пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр та унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Библие упраса хӑварас тесе мӗн тери нумай тунине пӗлни сире ӑна вулама хавхалантармасть-и? Мӗншӗн?
Псалом 118:97 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Ҫынсенчен нумайӑшне хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр Библие куҫарма тата салатма мӗн хавхалантарнӑ?
6. Пур ҫын валли те ҫырнӑ кӗнеке
Ытти кӗнекесемпе танлаштарсан, Библие чи нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ тата вӑл чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке. Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Мӗншӗн Турӑ хӑйӗн Сӑмахне нумай чӗлхе ҫине куҫарччӑр тет тата вӑл пӗтӗм тӗнчипе анлӑ сарӑлтӑр тет?
-
Эсир Библи ҫинчен мӗн пӗлтӗр, ҫавсенчен хӑшӗ сире килӗшрӗ?
Ҫӗр ҫинче
пурте
тенӗ пекех
Библие хӑйсем ӑнланакан чӗлхепе вулама пултараҫҫӗ
Пӗтӗм Библие е унӑн пайӗсене
3 000
чӗлхе ҫине
куҫарнӑ
5 000 000 000
яхӑн Библи пичетлесе кӑларнӑ,
ҫакӑ пичетлесе кӑларнӑ ытти кӗнекесен шутӗнчен чылай нумайрах
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Библи вӑл — ҫынсем ҫырнӑ авалхи кӗнеке ҫеҫ».
-
Эсир мӗн шутлатӑр?
-
Библи вӑл Турӑ Сӑмахӗ пулнине мӗн ҫирӗплетсе парать?
ТӖП ШУХӐШ
Библи вӑл — Турӑ Сӑмахӗ. Турӑ ӑна пурте вулама пултарччӑр тесе тӑрӑшнӑ.
Вӗреннине аса илни
-
Турӑ ҫынсене Библие ҫырма хавхалантарнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?
-
Ҫак урокра Библи ҫинчен мӗн пӗлнинчен хӑшӗ сирӗн чӗрене хускатрӗ?
-
Турӑ сирӗнпе хутшӑнас тесе мӗн тери нумай тунине пӗлни сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Библи пирӗн вӑхӑта ҫитиччен мӗнле упранса юлни ҫинчен вулӑр.
«Как до нас дошла Библия» («Пробудитесь!», 2007 ҫулхи ноябрь)
Библи виҫӗ пысӑк хӑрушлӑха пӑхмасӑрах мӗнле упранса юлнине пӗлӗр.
Библие куҫарас тесе ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне пама хатӗр пулнине курӑр.
Библие нумай хутчен ҫырса илнӗ тата куҫарнӑ. Апла пулсан, мӗншӗн эпир Туррӑн хыпарӗ пирӗн вӑхӑта ҫитичченех пӗр улшӑнмасӑр сыхланса юлнӑ теме пултаратпӑр?
«Библие улшӑнусем е тӗрӗс маррине кӗртнӗ-и?» (интернет-статья)
a 7-мӗш урока пӑхса тухнӑ чухне святой сывлӑш вӑл Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ пулнине пӗлӗпӗр.