Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

54-МӖШ УРОК

«Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура»

«Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура»

Иисус Христос — христиансен пухӑвӗн пуҫӗ (Эфес 5:23). Халӗ вӑл тӳпере. Ҫӗр ҫинче хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӑл «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» урлӑ ертсе пырать. (Матфей 24:45 вулӑр.) Иисус хӑй ҫав «чурана» суйласа лартнӑ. Ҫав чура Христоса пӑхӑнса тӑрать тата Христосӑн тӑванӗсемшӗн ӗҫлесе тӑрать. Кам вӑл ҫав чура тата вӑл пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшать?

1. Кам вӑл «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура»?

Иегова яланах хӑйӗн халӑхне мӗн-мӗн тумаллине уйрӑм ҫынсем урлӑ е ҫынсен пӗчӗк ушкӑнӗ урлӑ каласа тӑнӑ (Малахия 2:7; Еврейсем 1:1). Иисус вилнӗ хыҫҫӑн Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем христиансен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пыма пуҫланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:2). Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра старейшинӑсен пӗчӗк ушкӑнӗ — Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ — Туррӑн халӑхне сӑнарлӑ апат парса тӑрать тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелесе пырать. Ҫав ушкӑн вӑл — Иисус суйласа лартнӑ «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» (Матфей 24:45). Ертсе пыракан советра ӗҫлекенсем пурте — святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем. Вӗсен ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленсен, вӗсем Христоспа пӗрле унӑн тӳпери Патшалӑхӗнче ертсе пырӗҫ.

2. Шанчӑклӑ чура мӗнле апат парса тӑрать?

Иисус каланӑ тӑрӑх, шанчӑклӑ чура христиансене «вӑхӑтра апат парса» тӑрӗ (Матфей 24:45). Ахаль апат пире вӑй парса тӑнӑ пекех тата сывлӑха упрама пулӑшнӑ пекех, сӑнарлӑ апат — Библи вӗрентӗвӗсем — пире Иеговӑна шанчӑклӑ пулма тата Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫе тума пулӑшать (1 Тимофей 4:6). Эпир ҫав сӑнарлӑ апата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем, конгрессем тата Библие ӑнлантарса паракан публикацисемпе видеосем урлӑ илсе тӑратпӑр. Ҫавсем пурте пире Туррӑн ирӗкне лайӑхрах ӑнланма тата унпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Мӗншӗн пире «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» — Ертсе пыракан совет — кирлине пӗлӗр.

Ертсе пыракан совет пӗтӗм тӗнчипе Иегова Свидетелӗсене сӑнарлӑ апат, пулӑшу парса тӑрать тата мӗн-мӗн тумаллине калать

3. Иеговӑн халӑхӗ хушшинче йӗрке пулмалла

Иисус ертсе пынипе Ертсе пыракан совет Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе тӑрать. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем хушшинче те ҫавӑн пек йӗрке пулнӑ. ВИДЕО пӑхӑр.

1 Коринф 14:33, 40 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова хӑйӗн халӑхӗ хушшинче йӗрке пултӑр тет. Ҫак сӑвӑ йӗркисем ҫавна мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

4. Шанчӑклӑ чура ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелесе тӑрать

Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансемшӗн чи кирлӗ ӗҫ пулнӑ. Апостолсен ӗҫӗсем 8:14, 25 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпар сарас ӗҫе кам йӗркелесе тӑнӑ?

  • Ытти апостолсем мӗн тумаллине каласан, Петрпа Иоанн хӑйсене мӗнле тытнӑ?

Ертсе пыракан совет йӗркелесе тӑракан чи кирлӗ ӗҫ вӑл — ырӑ хыпар сарас ӗҫ. ВИДЕО пӑхӑр.

Иисус ырӑ хыпар сарасси питӗ кирлӗ ӗҫ тесе каланӑ. Марк 13:10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Ертсе пыракан советшӑн ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ ӗҫ?

  • Мӗншӗн ҫак ӗҫе пӗтӗм тӗнчипе йӗркелесе тӑма шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура кирлӗ?

5. Шанчӑклӑ чура мӗн тумаллине каласа тӑрать

Ертсе пыракан совет христиансен ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗм тӗнчипе йӗркелесе тӑрать. Пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет йышӑнусем мӗнле тунине пӑхса тухӑр. Апостолсен ӗҫӗсем 15:1, 2 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Малтанхи христиансем хушшинче мӗнле ыйту пирки тавлашу сиксе тухнӑ пулнӑ?

  • Ҫак ыйтӑва татса парас тесе Павел, Варнава тата ыттисем камран пулӑшу ыйтнӑ?

Апостолсен ӗҫӗсем 15:12—18, 23—29 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

Апостолсен ӗҫӗсем 15:30, 31 тата 16:4, 5 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Малтанхи христиансем ертсе пыракан советӑн канашне мӗнле йышӑннӑ?

  • Иегова ҫав христиансене итленӗшӗн мӗнле пилленӗ?

2 Тимофей 3:16 тата Иаков 1:5 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Хальхи вӑхӑтра Ертсе пыракан совет йышӑнусем мӗнле тӑвать?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Ертсе пыракан совета итлетӗр пулсан, эсир ҫынсем хыҫҫӑн каятӑр».

  • Мӗншӗн эсир Ертсе пыракан совета Иисус ертсе пырать тесе шутлатӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Ертсе пыракан совет вӑл — Христос суйласа лартнӑ «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура». Вӑл христиансене пӗтӗм тӗнчипе мӗн-мӗн тумаллине каласа тӑрать тата вӗсене сӑнарлӑ апат парса тӑрать.

Вӗреннине аса илни

  • Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чурана кам суйласа лартнӑ?

  • Ертсе пыракан совет пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшать?

  • Ертсе пыракан совет «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» пулнине эсир ӗненетӗр-и?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ертсе пыракан совет мӗнле ӗҫлесе тӑнине пӗлӗр.

«Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ мӗн вӑл?» (интернет-статья)

Ертсе пыракан совет пире паракан сӑнарлӑ апатӑн пахалӑхӗ лайӑх пултӑр тесе мӗн тунине пӗлӗр.

«Предоставляем достоверную информацию» (17:18)

Ертсе пыракан советра ӗҫлекенсем хӑйсене Иисус шанса панӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

«Нам оказана большая честь» (7:04)

Пирӗн тӗлпулусемпе конгрессем Иегова пире мӗн тумаллине Ертсе пыракан совет урлӑ каласа тӑнине мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

«Иегова обучает свой народ» (9:39)