Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ УРОК

Библи шанчӑк парать

Библи шанчӑк парать

Ҫынсем пӗтӗм тӗнчипе йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Ҫав йывӑрлӑхсем вара вӗсене пӑшӑрхантараҫҫӗ, хуйха ӳкереҫҫӗ тата вӗсен чунне те ыраттараҫҫӗ. Сирӗн хӑҫан та пулин ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ-и? Тен, эсир йывӑр чирпе чирлетӗр е юратнӑ ҫын вилнӗ пирки хуйхӑратӑр. Тен, эсир: «Пурнӑҫ хӑҫан та пулин лайӑхланӗ-ши?» — тесе шутлатӑр. Библире мӗн калани шанчӑк парать.

1. Библи пире мӗнле шанчӑк парать?

Библи пире ҫак тӗнчере мӗншӗн йывӑрлӑхсем питӗ нумай пулнине ӑнлантарса парать. Ҫавӑн пекех унта Турӑ кӗҫех пур йывӑрлӑха та пӗтерӗ тесе те каланӑ. Библире мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем сире «малашлӑхпа шанчӑк» пама пултараҫҫӗ. (Иеремия 29:11, 12 вулӑр.) Ҫав шанчӑк пире хамӑр йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата халех телейлӗ пулма пулӑшать. Ҫавӑн пекех ҫав шанчӑк пире эпир ӗмӗр-ӗмӗрӗпе телейлӗ пулма пултаратпӑр тесе шантарать.

2. Библи пуласлӑх пирки мӗн калать?

Библире каланӑ тӑрӑх, пуласлӑхра «вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук». (Ӳлӗмхи 21:4 вулӑр.) Ҫынсене асаплантаракан йывӑрлӑхсем пулмӗҫ, сӑмахран, чухӑнлӑх, тӗрӗсмарлӑх, чир-чӗр тата вилӗм урӑх пулмӗ. Библи ҫынсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ тесе сӑмах парать.

3. Библире мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене шанма вӗренес тесе мӗн тума пулать?

Ҫынсенчен нумайӑшӗ пурнӑҫ лайӑхланасса шанаҫҫӗ пулин те, вӗсем хӑйсен шанчӑкӗ пурнӑҫланассине ӗненсех каймаҫҫӗ. Анчах Библире мӗн калани пурнӑҫланатех. «Ҫырури сӑмахсене... тишкерсе» эпир Библире мӗн каланине шанма вӗренсе пыратпӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 17:11). Библие вӗреннӗ май эсир унта пуласлӑх пирки мӗн каланине ӗненме кирлипе кирлӗ маррине хӑвӑр шутласа хума пултаратӑр.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Пуласлӑхра ҫынсем мӗнле пурнӑҫпа пурӑнасси пирки Библире мӗн каланине пӑхса тухӑр. Ҫавӑн пекех Библи паракан шанчӑк ҫынсене халӗ мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.

4. Библире сӑмах панӑ тӑрӑх, эпир ӗмӗр-ӗмӗр, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑнӑпӑр

Библире мӗн-мӗн тума сӑмах пани ҫинчен каланисене пӑхса тухӑр. Вӗсене аяларах илсе панӑ. Вӗсенчен хӑшӗ сире ытларах килӗшет? Мӗншӗн?

Библире мӗн-мӗн тума сӑмах пани ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисене вулӑр та ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшлӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркисем сире шанчӑк параҫҫӗ-и? Вӗсем сирӗн ҫемьепе туссене шанчӑк пама пултараҫҫӗ-и?

Куҫ умне тӗнчери ҫакӑн пек пурнӑҫа кӑларса тӑратӑр-ха, унта

НИКАМ ТА...

ПУРТЕ...

  • чун ыратнипе асапланмӗ, ватӑлмӗ тата вилмӗ (Исаия 25:8).

  • хӑйсен вилнӗ юратнӑ ҫыннисене ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнине курӗҫ (Иоанн 5:28, 29).

  • чирлемӗ е уксах-чӑлах пулмӗ (Исаия 33:24; 35:5, 6).

  • сып-сывӑ та вӑйпитти пулӗҫ (Иов 33:25).

  • тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулмӗ (Исаия 32:16, 17).

  • тутлӑ апат ҫисе, хӑтлӑ ҫуртсенче тата кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫе туса пурӑнӗҫ (Псалом 71:16; Исаия 65:21, 22).

  • вӑрҫӑсене пула хӗн курмӗ (Псалом 45:10).

  • мирлӗ пурӑнӗҫ (Псалом 36:11).

  • йывӑр шухӑшсене е асаилӳсене пула асапланмӗ (Исаия 65:17).

  • питӗ лайӑх пурнӑҫпа ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӗҫ (Псалом 36:29).

5. Библири шанчӑк пурнӑҫа лайӑхлатма пултарать

Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан, ҫакӑ нумайӑшне хуйха ӳкерме е тарӑхтарса яма та пултарать. Хӑш-пӗрисем пурнӑҫа лайӑхрах тӑвас тесе калама ҫук нумай вӑй хураҫҫӗ. Библире мӗн-мӗн тума сӑмах пани ҫынсене халех мӗнле пулӑшнине курӑр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Рафикӑна мӗнле тӗрӗсмарлӑх кулянтарнӑ?

  • Вӑл курса тӑракан тӗрӗсмарлӑх пӗтмен пулин те, Библи ӑна мӗнле пулӑшнӑ?

Библире пуласлӑх пирки мӗн каланине ӗненни пире хуйха пусарма тата хамӑр йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах телейлӗ пулма пулӑшать. Ытарӑшсем 17:22 тата Рим 12:12 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Библире пуласлӑх пирки мӗн калани сирӗн пурнӑҫа лайӑхлатма пултарать-и? Мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Библире пуласлӑх пирки мӗн калани ытла та чаплӑ, кун пекки пулма пултараймасть».

  • Мӗншӗн сирӗн ҫакна хӑвӑрӑн тӗпчесе пӑхмалла?

ТӖП ШУХӐШ

Библире телейлӗ пуласлӑх пулать тесе сӑмах панӑ. Ҫакӑ пире шанчӑк парать тата пирӗн пурнӑҫа халех лайӑхрах тӑвать.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн ҫынсене шанчӑк кирлӗ?

  • Библире пуласлӑх пирки мӗн каланӑ?

  • Пуласлӑхра пурнӑҫ лайӑх пулассине шанни сире халех мӗнле пулӑшма пултарать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Йывӑр килнӗ чухне шанчӑк мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен нумайрах пӗлӗр.

«Чӑн-чӑн шанчӑк. Ӑна ӑҫта тупма пулать?» («Вӑранӑр!», 2004 ҫулхи апрелӗн 22-мӗшӗ)

Пуласлӑхра пурнӑҫ лайӑх пулассине шанни вӑраха кайнӑ чирпе чирлекенсене мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен вулӑр.

«Вӑраха кайнӑ чирпе чирленӗ чухне Библи пулӑшма пултарать-и?» (интернет-статья)

Ҫак юрӑ-кӗвӗллӗ видеона пӑхнӑ чухне куҫ умне ҫакна кӑларса тӑратӑр: Библире сӑмах панӑ пек, эсир хӑвӑр ҫемьепе пӗрле ҫӗр ҫинчи райра пурӑнатӑр.

«Ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат» (3:37)

Пӗр активист Библире пуласлӑх пирки калакан шанчӑк ҫинчен пӗлсен, унӑн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑнни ҫинчен вулӑр.

«Сейчас я уже не считаю, что должен изменить мир» («Сторожевая башня», 2013 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗ)