17-МӖШ УРОК
Иисус Христосӑн мӗнле лайӑх енсем пур?
Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне мӗн каланипе мӗн тунине тӗпченӗ май эпир унӑн лайӑх енӗсене пӗлсе пыратпӑр. Ҫав лайӑх енсем вара пире унпа тата унӑн Ашшӗпе, Иеговӑпа, ҫывӑхланса пыма пулӑшаҫҫӗ. Иисус мӗнле лайӑх енсем кӑтартнӑ? Иисус пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
1. Хӑш енчен Иисус хӑйӗн Ашшӗ евӗрлӗ?
Тӳпере пулнӑ чухне Иисус миллиард-миллиард ҫул хушши хӑйӗн Ашшӗнчен вӗренме тата вӑл юрату мӗнле кӑтартнине курма пултарнӑ. Ҫавна пула Иисус хӑйне Ашшӗ пек тытма тата ун пек шухӑшлама, туйма вӗреннӗ. (Иоанн 5:19 вулӑр.) Иисус хӑйӗн Ашшӗн лайӑх енӗсене питӗ лайӑх кӑтартма пултарнӑран «Мана куракан Аттене те курнӑ» теме пултарнӑ (Иоанн 14:9). Эсир Иисус ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иеговӑна пӗлме пуҫлатӑр. Сӑмахран, Иисус ҫынсемшӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен вуланӑ май эсир Иегова сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшнине ӑнланса илме пултаратӑр.
2. Иисус Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартнӑ?
Иисус ҫапла каланӑ: «Тӗнчен ҫакна пӗлмелле: Эпӗ Аттеме юрататӑп, ҫавӑнпа пурне те Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп» (Иоанн 14:31). Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус хӑйӗн Ашшӗне итлеме йывӑр пулнӑ чухне те итленипе ӑна питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ. Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен каласа пама юратнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна ҫынсене Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумаллине вӗрентме килӗшнӗ (Иоанн 14:23).
3. Иисус ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартнӑ?
Библире Иисус ҫынсене питӗ хытӑ юратать тесе каланӑ. Иисус ҫынсене пулӑшас тесе хӑйӗн вӑйне те шеллесе тӑман. Ҫынсем вара хӑйсене унпа пӗрле канлӗ туйнӑ. Вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ, ҫав ӗҫсем вара унӑн ҫавна тума вӑй пуррине ҫеҫ мар, вӑл ҫынсене хӗрхеннине те кӑтартса панӑ (Марк 1:40—42). Вӑл ҫынсемпе ырӑ пулнӑ тата ҫынна камне кура уйӑрман. Унӑн сӑмахӗсем хӑйне итлекен ҫынсене йӑпатнӑ тата шанчӑк панӑ. Иисус ҫынсене питӗ хытӑ юратнӑран вӗсемшӗн асапланма тата вилме те хатӗр пулнӑ. Уйрӑмах вӑл хӑйӗн вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пурӑнакансене юратать. (Иоанн 15:13, 14 вулӑр.)
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Иисусӑн мӗнле лайӑх енсем пуррине нумайрах пӗлӗр. Эсир юратас тата уҫӑ кӑмӑлпа парас тӗлӗшрен хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
4. Иисус хӑйӗн Ашшӗне юратать
Иисусӑн тӗслӗхӗ пире Турра мӗнле юратмаллине вӗрентет. Лука 6:12 тата Иоанн 15:10; 17:26 вулӑр. Кашни сӑвӑ йӗркине вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Иисусран тӗслӗх илсе эпир Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
5. Иисус ҫынсене юратать
Иисус хӑйӗнчен ытларах ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ. Питӗ ывӑнсан та, вӑл ҫынсене пулӑшас тесе хӑйӗн вӑхӑчӗпе вӑйне шеллесе тӑман. Марк 6:30—44 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Ҫакӑнта каласа панинче Иисус ҫынсемшӗн тӑрӑшни мӗнрен курӑннӑ? (31, 34, 41 тата 42-мӗш сӑвӑ йӗркисене пӑхӑр.)
-
Иисуса ҫынсене пулӑшма мӗн хавхалантарнӑ? (34-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)
-
Иисус Иеговӑн лайӑх енӗсене питӗ лайӑх кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та ҫакӑнта мӗн калани сире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?
-
Иисусран тӗслӗх илсе эпир ыттисемшӗн мӗнле тӑрӑшма пултаратпӑр?
6. Иисус уҫӑ кӑмӑлпа парать
Иисусӑн япаласем нумаях мар пулнӑ пулин те, вӑл хыткукар пулман. Вӑл пире те уҫӑ кӑмӑлпа парса тӑма хавхалантарать. Апостолсен ӗҫӗсем 20:35 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Иисус каланӑ тӑрӑх, телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?
ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Эпир пуян мар пулсан та, парас тӗлӗшрен пирӗн мӗнле майсем пур?
Эсир пӗлетӗр-и?
Библи пире Иеговӑна Иисус ячӗпе кӗлтума ыйтать. (Иоанн 16:23, 24 вулӑр.) Иисус ячӗпе кӗлтунӑ чухне эпир ҫакна йышӑнатпӑр: Иисуссӑр эпир нихӑҫан та Иеговӑн тусӗсем пулса тӑма пултарайман пулӑттӑмӑр.
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Турӑ наказани панӑран ҫынсем асапланаҫҫӗ».
-
Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тунӑ ӗҫсем Иегова пире питӗ хытӑ юратнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?
ТӖП ШУХӐШ
Иисус Иеговӑна юратать тата ҫынсене юратать. Иисус хӑйӗн Ашшӗ евӗрлӗ, ҫавӑнпа эпир Иисус ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иегова ҫинчен пӗлсе ҫитӗпӗр.
Вӗреннине аса илни
-
Иисус пекех, эпир Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
-
Иисусран тӗслӗх илсе эпир ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
-
Сире Иисусра ытларах мӗн килӗшет?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Иисусран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑр.
«Иисусран тӗслӗх илсе...» («Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ», 317 с.)
Мӗншӗн Иисус ячӗпе кӗлтумаллине пӗлӗр.
«Почему нужно молиться во имя Иисуса?» («Сторожевая башня», 2008 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗ)
Библире Иисус мӗнле сӑн-питлӗ пулни ҫинчен мӗн те пулин каланӑ-и?
«Иисус мӗнле сӑн-питлӗ тата мӗнле кӗлеткеллӗ пулнӑ?» (интернет-статья)
Иисус хӑйне хӗрарӑмсемпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
«Уважение и почет — выражение Божьей заботы» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ)