26-МӖШ УРОК
Мӗншӗн усал ӗҫсем пулаҫҫӗ тата мӗншӗн ҫынсем асапланаҫҫӗ?
Пӗр-пӗр инкек сиксе тухсан, ҫынсем ялан тенӗ пекех: «Мӗншӗн ҫакӑн пекки пулса тухрӗ-ха?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Библи ҫак ыйту ҫине уҫҫӑн хуравлать. Ҫакна пӗлме эпир питӗ хавас!
1. Шуйттан ҫак тӗнчере усал ӗҫсем пулччӑр тесе мӗн тунӑ?
Шуйттан Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Шуйттан ыттисемпе хуҫаланасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, Турра хирӗҫ кайма хӗтӗртнӗ. Ҫавна тӑвас тесе Шуйттан Евӑна суйнӑ (Пултарни 3:1—5). Вӑл Евӑна Иегова санран темскер лайӑххине пытарса усрать тенӗ. Вӑл ҫынсем Турра итлеме пӑрахсан телейлӗрех пулӗҫ тесе те каланӑ. Шуйттан Евӑна эсӗ вилместӗн тенӗ — ҫакӑ пӗрремӗш суя пулнӑ. Ҫавӑнпа Библире Шуйттан пирки «ултавҫӑ, ултав ашшӗ» тенӗ (Иоанн 8:44).
2. Адампа Ева мӗн суйласа илнӗ?
Иегова Адампа та, Евӑпа та питӗ ырӑ пулнӑ. Вӑл вӗсене Эдем садӗнчи пӗр йывӑҫӑн ҫимӗҫӗсӗр пуҫне пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫиме ирӗк панӑ (Пултарни 2:15—17). Анчах та вӗсем ҫиме юраман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫиес тенӗ. Ева «унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ». Каярахпа ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне Адам та ҫинӗ (Пултарни 3:6). Вӗсем иккӗшӗ те Турра итлес мар тенӗ. Адампа Ева пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем пулнӑран вӗсен тӗрӗссине тӑвас кӑмӑл пулнӑ. Анчах вӗсем пӗлсе тӑрсах Турра хирӗҫ кайнӑ. Ҫапла вӗсем ҫылӑха кӗнӗ те Турра итлесшӗн пулманнине кӑтартнӑ. Ҫавӑн пек туни вӗсен пӗтӗм пурнӑҫне аркатнӑ (Пултарни 3:16—19).
3. Адампа Ева мӗн суйласа илни пире мӗнле пырса тивнӗ?
Адампа Ева ҫылӑха кӗрсен, вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ, ҫапла вара вӗсен ҫитменлӗхӗсем вӗсенчен пулса кайнӑ пур ҫын ҫине те куҫнӑ. Библире Адам пирки ҫапла каланӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын [Адам] урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12).
Ҫынсем тӗрлӗ сӑлтавсене пула асапланаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑр йӑнӑшсене пула, тепӗр чухне вара ыттисен япӑх ӗҫӗсене пула асапланатпӑр. Хӑш-пӗр чухне вара эпир кирлӗ мар вӑхӑтра тата кирлӗ мар вырӑнта пулнӑран хӗн куратпӑр. (Екклесиаст 9:11 вулӑр.)
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Ҫак тӗнчери усал ӗҫсемшӗн тата хӗн-асапшӑн мӗншӗн Турра айӑплама кирлӗ маррине тата эпир асапланнӑ чухне Турӑ мӗн туйнине пӗлӗр.
4. Ҫынсем асапланнӑшӑн кам айӑплӑ?
Ҫынсем нумайӑшӗ пӗтӗм тӗнче Турӑ аллинче тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ку чӑнах та ҫапла-ши? ВИДЕО пӑхӑр.
Иаков 1:13 тата 1 Иоанн 5:19 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Ҫынсем асапланнӑшӑн Турӑ айӑплӑ-и?
5. Шуйттанӑн влаҫӗ мӗн патне илсе ҫитернине пӑхса тухӑр
Пултарни 3:1—6 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Шуйттан мӗн тесе суйнӑ? (4-мӗшпе 5-мӗш сӑвӑ йӗркисене пӑхӑр.)
-
Шуйттан Иеговӑна вӑл ҫынсенчен лайӑххине пытарса усрать тесе айӑпланӑ чухне мӗн каланӑ?
-
Шуйттан ҫынсем Иеговӑсӑрах телейлӗ пулма пултараҫҫӗ тесе каласшӑн пулнӑ. Ҫакна палӑртас тесе вӑл мӗн каланӑ?
Екклесиаст 8:9 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Иегова ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ пулма пӑрахнӑранпа тӗнчери лару-тӑру мӗнле улшӑннӑ?
-
А. Адампа Ева пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем пулнӑ тата райра пурӑннӑ. Анчах вӗсем Шуйттана итленӗ те Иеговӑна хирӗҫ кайнӑ
-
Ӑ. Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленине пула ҫак тӗнчере пур ҫӗртре те ҫылӑх, хӗн-асап тата вилӗм
-
Б. Иегова ҫылӑха, хӗн-асапа тата вилӗме пӗтерӗ. Вара ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ те каллех райра пурӑнма пуҫлӗҫ
6. Эпир асапланни Иеговӑна питӗ хурлантарать
Эпир асапланни Турӑшӑн пурпӗрех-ши? Давид патша тата Петр апостол мӗн каланине пӑхӑр-ха. Псалом 30:8 тата 1 Петр 5:7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Иегова эсир мӗнле хӗн-хур тӳснине пӗлет тата вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать. Ҫакна пӗлни сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?
7. Турӑ ҫынсем куракан хӗн-асапа пӗтерӗ
Исаия 65:17 тата Ӳлӗмхи 21:3, 4 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Мӗншӗн Иегова ҫынсемпе пулакан япӑх та усал ӗҫсене пурне те пӗтерме сӑмах панине пӗлни чуна йӑпатать?
Эсир пӗлетӗр-и?
Шуйттан каланӑ пӗрремӗш суя Иегова пирки суйса-элеклесе калани пулнӑ. Вӑл Иегова пирки тӗрӗслӗхе юратман тата ҫынсене юратман пуҫлӑх тенӗ, ҫапла Иеговӑн ятне чыссӑрлатнӑ. Кӗҫех Иегова пур хӗн-хура та пӗтерӗ, ҫапла вара хӑйӗн ырӑ ятне элекрен тасатӗ. Урӑхла каласан, вӑл хӑйӗн влаҫӗ чи лайӑх власть пулнине кӑтартса парӗ. Иеговӑн ятне элекрен тасатасси вӑл — чи кирли (Матфей 6:9, 10).
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Ҫынсем асапланаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл Туррӑн ирӗкӗ».
-
Эсир ҫакӑн пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?
ТӖП ШУХӐШ
Ҫӗр ҫинчи усал ӗҫсемшӗн пуринчен ытла Шуйттан тата Адампа Ева айӑплӑ. Эпир асапланни Иеговӑна питӗ хурлантарать. Кӗҫех вӑл пур хӗн-асапа та пӗтерӗ.
Вӗреннине аса илни
-
Шуйттан Евӑна мӗн тесе суйнӑ?
-
Адампа Ева Турра хирӗҫ кайни пире пурне те мӗнле пырса тивнӗ?
-
Эпир асапланнӑ чухне Иегова питӗ хурланнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Библире ҫылӑх пирки мӗн каланине пӗлӗр.
Шуйттан Эдем садӗнче мӗнле ыйтусем ҫӗклени ҫинчен вулӑр.
«Почему Бог допускает страдания?» («Сторожевая башня», 2014 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ)
Ҫак йывӑр ыйту ҫине мӗнле хуравлани сире йӑпатма пултарать.
«Почему произошел холокост? Почему Бог не предотвратил его?» (интернет-статья)
Пӗр арҫын ҫынсем мӗншӗн асапланнине мӗнле пӗлнине пӑхӑр.