23-МӖШ УРОК
Шыва кӗрсен эсир нумай пиллӗх илетӗр!
Иисус христиансен шыва кӗмелле тесе вӗрентнӗ. (Матфей 28:19, 20 вулӑр.) Анчах мӗн вӑл шыва кӗни? Шыва кӗрес тесен ҫыннӑн мӗн тумалла?
1. Мӗн вӑл шыва кӗни?
«Шыва кӗрт» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «шыва чиксе кӑлар» тенине пӗлтерет. Иисус шыва кӗнӗ чухне ӑна Иордан юханшывне чиксе кӑларнӑ, вара вӑл «шывран тухнӑ» (Марк 1:9, 10). Иисус пекех, чӑн христиансем шыва кӗнӗ чухне вӗсене пӗтӗмпех шыва чиксе кӑлараҫҫӗ.
2. Ҫын шыва кӗнипе мӗн кӑтартса парать?
Шыва кӗнипе ҫын хӑйӗн пурнӑҫне Иегова Турра халалланине кӑтартса парать. Вӑл хӑйне Турра мӗнле халаллать? Шыва кӗрес умӗн ҫын ятарлӑ кӗлӗре Иеговӑна эпӗ саншӑн ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ӗҫлесе пурӑнасшӑн тесе калать. Ҫавӑн пекех вӑл ҫав кӗлӗре Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапса пурӑнма тата Туррӑн ирӗкне туса тӑрасси хӑйӗн пурнӑҫӗнче чи кирли пулать тесе сӑмах парать. Вӑл «хӑй ирӗкне» пӑрахма тата Иисус Христосран тӗслӗх илме, унӑн вӗрентӗвӗсене тытса тӑма шут тытать (Матфей 16:24). Ҫын хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалласа шыва кӗрсен, ҫакӑ ӑна Иеговӑн тата унӑн ӗҫлекенӗсен тусӗ пулса тӑма май парать.
3. Шыва кӗрес тесен мӗн тумалла?
Сирӗн шыва кӗрес умӗн Иегова ҫинчен пӗлсе пымалла тата ӑна хытӑ ӗненме вӗренмелле. (Еврейсем 11:6 вулӑр.) Эсир мӗн чухлӗ нумайрах пӗлӳ илетӗр тата мӗн чухлӗ хытӑрах ӗненме пуҫлатӑр, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах Иеговӑна юратма тытӑнатӑр. Унтан эсир ун ҫинчен ыттисене каласа парас тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнас тейӗр (2 Тимофей 4:2; 1 Иоанн 5:3). Ҫын «пур тӗлӗшрен те Турра юраса» пурӑнать пулсан, унӑн хӑйӗн пурнӑҫне Турра халаллас тата шыва кӗрес кӑмӑл ҫуралма пултарать a (Колоссӑ 1:9, 10).
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Иисус шыва мӗнле кӗнинчен эпир мӗне вӗренме пултарнине тата ҫын шыва кӗме мӗнле хатӗрленме пултарнине пӗлӗр.
4. Иисус шыва мӗнле кӗнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
Матфей 3:13—17 вулӑр та Иисус шыва мӗнле кӗни ҫинчен пӗлӗр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Иисус пӗчӗк ача пулнӑ чухне шыва кӗнӗ-и?
-
Вӑл шыва мӗнле кӗнӗ? Ун ҫине шыв сапнӑ кӑна-и е ӑна урӑх майлӑ шыва кӗртнӗ?
Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хӑйне Турӑ шанса панӑ ятарлӑ ӗҫе тума пуҫланӑ. Лука 3:21—23 тата Иоанн 6:38 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисусшӑн мӗнле ӗҫ унӑн пурнӑҫӗнче чи кирлӗ ӗҫ пулса тӑнӑ?
5. Шыва кӗресси — эсир пурнӑҫлама пултаракан тӗллев
Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллас тата шыва кӗрес шухӑш чи малтан хӑратма пултарать. Анчах та эсир Иегова ҫинчен пӗлӳ илсе пырса ӑна лайӑхрах та лайӑхрах пӗлме пуҫларӑр пулсан, ҫакӑ сире ҫав кирлӗ утӑма тума хӑюлӑх парӗ. Хӑш-пӗр ҫынсем ҫав тӗлӗшрен мӗн тунине пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр.
Иоанн 17:3 тата Иаков 1:5 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Ҫынна шыва кӗме хатӗрленме мӗн пулӑшӗ?
-
А. Ҫын хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалланӑ чухне кӗлӗре Иеговӑна эпӗ саншӑн ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ӗҫлесе пурӑнасшӑн тесе калать
-
Ӑ. Шыва кӗнипе ҫын ыттисене хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалланине кӑтартса парать
6. Шыва кӗнипе эпир Иеговӑн ҫемйинчи ҫын пулса тӑнине кӑтартса паратпӑр
Ҫын шыва кӗрсен, вӑл пӗтӗм тӗнчери туслӑ ҫемьен пайӗ пулса тӑрать. Шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗсем — вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, кирек мӗнле халӑхран пулсан та — пӗр пек ӗненеҫҫӗ тата пӗр пек нравственность нормисене тытса тӑраҫҫӗ. Иаков 2:23 тата 1 Петр 2:17 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Ҫак сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, шыва кӗме шут тытни ҫынна мӗнле усӑ парать?
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Эпӗ шыва кӗме хатӗр мар».
-
Эсир те ҫавӑн пек шутлатӑр пулсан, мӗншӗн, сирӗн шутпа, пурпӗр шыва кӗме тӑрӑшмалла?
ТӖП ШУХӐШ
Иисус кашни христианинӑн шыва кӗмелле тесе вӗрентнӗ. Шыва кӗрес умӗн ҫыннӑн Иеговӑна хытӑ ӗненме вӗренмелле, унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнмалла тата хӑйӗн пурнӑҫне ӑна халалламалла.
Вӗреннине аса илни
-
Мӗн вӑл шыва кӗни тата мӗншӗн шыва кӗмелле?
-
Шыва кӗнипе ҫын мӗн кӑтартса парать?
-
Ҫыннӑн хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллас тата шыва кӗрес тесен мӗн тумалла?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Мӗне шыва кӗни теҫҫӗ, мӗне ҫук — ҫавна пӗлӗр.
Шыва кӗме мӗнле хатӗрленмеллине пӑхса тухӑр.
«Иеговӑна юратни сире шыва кӗме хавхалантартӑр» («Хурал башни», 2020 ҫулхи март)
Пӗр арҫынна шыва кӗме мӗн хавхалантарни ҫинчен вулӑр.
«Они хотели, чтобы я сам удостоверился в истине» («Сторожевая башня», 2013 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗ)
Мӗншӗн шыва кӗресси пурнӑҫа кӗртмелли питӗ кирлӗ тӗллев пулнине тата шыва кӗме мӗнле хатӗрленмеллине пӗлӗр.
«Следует ли мне креститься?» («Ответы на твои вопросы», 2-мӗш том, 37-мӗш сыпӑк)
a Ҫын урӑх тӗнре шыва кӗнӗ пулсан, унӑн ҫӗнӗрен шыва кӗмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав тӗнре ӑна Библири чӑнлӑха вӗрентмен. (Апостолсен ӗҫӗсем 19:1—5 тата 13-мӗш урока пӑхӑр.)