Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ УРОК

Библи сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?

Библи сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?

Ҫынсен пурин те тенӗ пекех пурнӑҫ пирки, хӗн-асап пирки, вилӗм пирки тата пуласлӑх пирки ыйтусем пур. Ҫавӑн пекех пире кулленхи ыйтусем те пӑшӑрхантараҫҫӗ. Сӑмахран, эпир пурӑнмалӑх укҫа мӗнле ӗҫлесе илмелли ҫинчен тата хамӑр ҫемьене мӗнле телейлӗ тумалли ҫинчен шухӑшлатпӑр. Библире нумайӑшӗ кӑткӑс та пӗлтерӗшлӗ ыйтусен хуравӗсене ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан канашсем те тупнӑ. Эсир мӗнле шутлатӑр: Библи ҫынсене пулӑшма пултарать-и?

1. Библи мӗнле ыйтусем ҫине хурав парать?

Библире эсир ҫак кирлӗ ыйтусен хуравӗсене тупма пултаратӑр: пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайнӑ? Мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр? Мӗншӗн лайӑх ҫынсем асапланаҫҫӗ? Ҫын вилсен, унпа мӗн пулать? Пур ҫын та мирлӗ пурӑнасшӑн, апла пулсан, мӗншӗн-ха ҫӗр ҫинче ҫав тери нумай вӑрҫӑ пырать? Пуласлӑхра ҫӗрпе мӗн пулӗ? Библи пире ҫавнашкал ыйтусен хуравӗсене шырама хавхалантарать. Миллион-миллион ҫын вара хӑйсене хумхантаракан ыйтусен хуравӗсене ҫав кӗнекере тупнӑ.

2. Библи пире кулленхи пурнӑҫра мӗнле пулӑшма пултарать?

Библи пире усӑллӑ канашсем парать. Сӑмахран, унта ҫемьене телейлӗ тӑвас тесен мӗн тумалли ҫинчен каланӑ. Унта стреспа кӗрешме тата хамӑр ӗҫе юратма пулӑшакан канашсем пур. Ҫакӑнти материала сӳтсе явнӑ май эсир Библи ҫаксемсӗр пуҫне ытти япаласем ҫинчен те вӗрентнине пӗлме пултаратӑр. Ҫапла вара эсир «Турӑ Ҫырӑвӗ пӗтӗмпех [Библире мӗн ҫырни пурте]... усӑллӑ» пулнине курма пултаратӑр (2 Тимофей 3:16).

Ҫак публикаци Библи вырӑнне мар. Пачах урӑхла, вӑл пире Библие тӗпчеме хавхалантарать. Ҫавӑнпа та эпир сире кашни урокра Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене вуласа тухма, унтан вара вӗсене хӑвӑр мӗн пӗлнипе танлаштарса пӑхма сӗнетпӗр.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Библи ҫынсене мӗнле пулӑшнине, ӑна вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумаллине тата ӑна ӑнланас тесен мӗншӗн ыттисем пулӑшни кирлӗ пулнине пӑхса тухӑр.

3. Библи пире мӗн тумаллине кӑтартса пама пултарать

Библие вӑйлӑ ҫутӑ парса тӑракан япалапа танлаштарма пулать. Вӑл пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать тата пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен каласа парать.

Псалом 118:105 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫак псалома ҫыракан Библи ҫинчен мӗн шутланӑ?

  • Эсир Библи ҫинчен мӗн шутлатӑр?

4. Библи пирӗн ыйтусем ҫине хурав пама пултарать

Пӗр хӗрарӑм хӑйне нумай ҫул хушши хумхантарнӑ ыйтусен хуравӗсене Библире тупнӑ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Видеора кӑтартнӑ хӗрарӑмӑн мӗнле ыйтусем пулнӑ?

  • Библи вӗренни ӑна мӗнле пулӑшнӑ?

Библи пире ыйтусем пама хавхалантарать. Матфей 7:7 вулӑр та ҫакна сӳтсе явӑр:

  • Сирӗн ыйтусенчен хӑшӗн ҫине Библи хурав пама пултарнӑ пулӗччӗ?

5. Библи вулама интереслӗ пулма пултарать

Ҫынсем нумайӑшӗ Библие хаваспах вулаҫҫӗ те ҫакӑнтан сахал мар усӑ илеҫҫӗ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫак видеора ҫамрӑксем вуласси пирки мӗн калаҫҫӗ?

  • Вӗсене вулама килӗшсех каймасть пулин те, мӗншӗн вӗсем Библи вулама юратаҫҫӗ?

Библире панӑ канашсем пире лӑплантараҫҫӗ, йӑпатаҫҫӗ тата шанчӑк параҫҫӗ. Рим 15:4 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библи сире мӗнле лӑплантарма, йӑпатма тата шанчӑк мӗнле пама пултарнине сирӗн пӗлес килет-и?

6. Библие ӑнланас тесен ыттисем пулӑшни кирлӗ

Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, Библие хамӑр тӗллӗн вулани ҫеҫ мар, ӑна ыттисемпе сӳтсе явни те усӑ парать. Апостолсен ӗҫӗсем 8:26—31 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

Эфиопи ҫыннине Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнланмашкӑн пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та нумайӑшӗ Библие ыттисемпе сӳтсе явни усӑллӑ пулнине кураҫҫӗ

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Библи вӗренни вӑл — вӑхӑта сая яни ҫеҫ».

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр? Мӗншӗн эсир ҫапла калатӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Библире кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан канашсем пур, унта кирлӗ ыйтусен хуравӗсене тупма пулать, унсӑр пуҫне вӑл ҫынсене йӑпатать тата шанчӑк парать.

Вӗреннине аса илни

  • Библи пире пурнӑҫра хӑш-хӑш енчен пулӑшма пултарать?

  • Библи мӗнле ыйтусем ҫине хурав парать?

  • Эсир Библирен мӗн пӗлесшӗн пулнӑ пулӑттӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Библири канашсем халӗ те усӑллӑ пулни ҫинчен вулӑр.

«Нихӑҫан кивелми канашсем» («Хурал башни», 2018 ҫулхи 1 №)

Йывӑр туйӑмсемпе кӗрешекен арҫынна Библи мӗнле пулӑшни ҫинчен видео пӑхӑр.

«Ҫапла манӑн ҫӗнӗ, телейлӗ пурнӑҫ пуҫланчӗ» (2:53)

Библи ҫемьесене мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.

«12 секретов счастливых семей» («Пробудитесь!», 2018 ҫулхи 2 №)

Тӗнче чӑннипе кам аллинче пулни пирки ҫынсем тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. Анчах та Библи тӗнче пуҫлӑхӗ кам пулни ҫинчен мӗн каланине пӗлӗр.

«Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» (тулли видео) (3:13)