Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ УРОК

Иегова Свидетелӗсем — чӑн христиансем-и?

Иегова Свидетелӗсем — чӑн христиансем-и?

Эпир, Иегова Свидетелӗсем, хамӑр пирки чӑн христиансем тесе шутлатпӑр. Эпир хамӑр мӗне ӗненнине мӗнпе ҫирӗплетсе панине, мӗншӗн пире ҫавӑн пек ят панине тата эпир пӗр-пӗрне юратнине мӗнле кӑтартнине пӗлӗр.

1. Иегова Свидетелӗсем хӑйсем мӗне ӗненнине мӗнпе ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

Иисус Турӑ Сӑмахӗ чӑнлӑх тенӗ (Иоанн 17:17). Иисус пекех, Иегова Свидетелӗсем те хӑйсем мӗне ӗненнине Турӑ Сӑмахӗпе ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Акӑ пирӗн историнчи пӗр тӗслӗх. XIX ӗмӗр вӗҫнелле тӳркӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗр ушкӑнӗ Библие тӗплӗн тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсем Библире мӗн каланине, ҫакӑ чиркӳсенче мӗн каланипе килӗшсе тӑман пулин те, тытса тӑма ҫирӗп шут тытнӑ. Кайран вара вӗсем Библире мӗн каланине ыттисене каласа пама пуҫланӑ a.

2. Мӗншӗн эпир хамӑра Иегова Свидетелӗсем тетпӗр?

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пирки свидетельсем тет, мӗншӗн тесен вӗсем ун пирки тӗрӗссине каласа параҫҫӗ (Еврейсем 11:4—12:2). Сӑмахран, ӗлӗк Иегова хӑйӗн халӑхӗ пирки ҫапла каланӑ: «Эсир — манӑн свидетельсем». (Исаия 43:10, ҪТ вулӑр.) Иисус пирки те «Шанчӑклӑ Свидетель» тенӗ (Ӳлӗмхи 1:5, ҪТ). Ҫавӑнпа эпир 1931 ҫулта Иегова Свидетелӗсем ята илтӗмӗр. Ҫавӑн пек ятлӑ пулма эпир питӗ хавас.

3. Иисус пекех, Иегова Свидетелӗсем юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ хытӑ юратнӑ. Вӗсем уншӑн ҫемье пекех пулнӑ. (Марк 3:35 вулӑр.) Ҫавӑн пекех Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе хӑйсене пӗр ҫемьери ҫынсем пек туяҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем пӗр-пӗрне тӑвансем теҫҫӗ (1 Петр 5:9). Эпир «Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр» текен ӳкӗте те тытса тӑратпӑр (1 Иоанн 4:21). Иегова Свидетелӗсем ҫакӑн пек юратӑва тӗрлӗ майпа кӑтартса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен тӑвансене, ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн куракансене, пулӑшаҫҫӗ.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иегова Свидетелӗсен историйӗ ҫинчен нумайрах пӗлӗр тата эпир чӑн христиансем пулнине мӗн-мӗн ҫирӗплетсе панине пӑхса тухӑр.

Чӑн христиансем хӑйсем мӗне ӗненнине Библи тӑрӑх ҫирӗплетсе параҫҫӗ тата ҫавна ыттисене каласа параҫҫӗ

4. Эпир хамӑр мӗне ӗненнине Библи тӑрӑх ҫирӗплетсе паратпӑр

Библири чӑнлӑха юлашки кунсенче лайӑхрах ӑнланма пуҫлӗҫ тесе Иегова малтанах каласа хунӑ. Даниил 12:4 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библие тӗплӗн тӗпченине пула Туррӑн халӑхӗ хушшинче мӗн ӳсмелле пулнӑ?

Библи Тӗпчекенсен ушкӑнӗ, вӗсенчен пӗри Чарлз Расселл ятлӑ пулнӑ, Библие мӗнле тӗпчени ҫинчен пӗлӗр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Чарлз Расселл тата унӑн юлташӗсем Библие мӗнле тӗпченӗ?

Эсир пӗлетӗр-и?

Эпир вӑхӑтран вӑхӑта хамӑр мӗне ӗненнисенчен хӑш-пӗрисене улӑштаратпӑр. Мӗншӗн? Ҫакна тӗслӗхпе ӑнлантарса пама пулать. Ирхи хӗвел тӳпенелле хӑпарнӑ май тавралӑх лайӑхрах та лайӑхрах курӑнма пуҫланӑ пек, Иегова та хӑйӗн Сӑмахне уҫса панине пула эпир ӑна лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланма пуҫлатпӑр. (Ытарӑшсем 4:18 вулӑр.) Библи улшӑнмасть, анчах та эпир ӑна лайӑхрах ӑнланнине пула хамӑр мӗне ӗненнине улӑштаратпӑр.

5. Эпир хамӑр ятпа килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр

Мӗншӗн эпир Иегова Свидетелӗсем ята илтӗмӗр? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн пире Иегова Свидетелӗсем тесе чӗнни вырӑнлӑ теме пулать?

Мӗншӗн Иегова ҫынсене хӑйӗн свидетелӗсем пулма суйласа илнӗ? Вӗсем чӑн Турӑ ҫинчен тӗрӗссине каласа параҫҫӗ, мӗншӗн тесен ун ҫинчен суя нумай сараҫҫӗ. Ҫав суясенчен иккӗшне ҫеҫ пӑхса тухар.

Хӑш-пӗр тӗнсенче турӑшсемпе тата йӗрӗхсемпе усӑ курса пуҫҫапни Турра килӗшет тесе вӗрентеҫҫӗ. Левит 26:1 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, Иегова хӑйне турӑшсемпе тата йӗрӗхсемпе усӑ курса пуҫҫапнине ырлать-и?

Хӑш-пӗр тӗнсем Иисус вӑл Турӑ тесе вӗрентеҫҫӗ. Иоанн 20:17 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, Иисус вӑл Турӑ-и?

  • Иегова хӑйӗн Свидетелӗсене хӑйӗн ҫинчен тата хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтерме яни ҫинчен эсир мӗн шутлатӑр тата ҫакна хаклатӑр-и?

6. Эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр

Библире христиансене ҫын кӗлеткин тӗрлӗ пайӗсемпе танлаштарнӑ. 1 Коринф 12:25, 26 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Чӑн христиансем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсем инкеке лекнине курсан мӗн тӑваҫҫӗ?

  • Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗрне ҫавӑн пек юратаҫҫӗ-и? Тӗслӗх илсе парӑр.

Пӗр вырӑнта пурӑнакан Иегова Свидетелӗсем инкеке лексен, тепӗр вырӑнти Свидетельсем тӳрех вӗсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ пӗр тӗслӗх. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Иегова Свидетелӗсем ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн куракансене пулӑшни вӗсем ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартса парать?

Чӑн христиансем инкеке лекнисене юратнине кӑтартаҫҫӗ

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Иегова Свидетелӗсен тӗнӗ вӑл — ҫӗнӗ тӗн».

  • Хӑҫантанпа Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене свидетельсем тесе чӗнет?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова Свидетелӗсем — чӑн христиансем. Эпир пӗтӗм тӗнчипе хамӑра пӗр ҫемьери ҫынсем пек туятпӑр. Эпир хамӑр мӗне ӗненнине Библи тӑрӑх ҫирӗплетсе паратпӑр тата ыттисене Иегова ҫинчен каласа паратпӑр.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн эпир хамӑра Иегова Свидетелӗсем теме пуҫланӑ?

  • Эпир хамӑра пӗр-пӗринпе мӗнле тытатпӑр?

  • Сирӗн шутпа, Иегова Свидетелӗсем чӑн христиансем-и?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иегова Свидетелӗсем суя вӗрентӳсене тӑрӑ шыв ҫине мӗнле кӑларнине кӑтартакан пӗр тӗслӗхе пӑхӑр.

«Турӑ халӑхӗ Туррӑн ятне мухтава кӑларать» (7:08)

Иегова Свидетелӗсем ҫинчен час-часах паракан ыйтусем ҫине мӗнле хуравланине пӗлӗр.

«Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем» (сайтри рубрика)

Стивен урӑх расӑри ҫынсене курайманнине пула усал ӗҫсем тунӑ. Иегова Свидетелӗсен тӗслӗхӗ ӑна улшӑнма мӗнле пулӑшни ҫинчен пӗлӗр.

«Эпӗ усаллансах пытӑм» («Хурал башни», 2015 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗ)

a Библири чӑнлӑха ӑнлантарса паракан пирӗн тӗп журнал, «Хурал башни», 1879 ҫултанпа пӗр вӗҫӗмсӗр тухса тӑрать.