Рим 12:1—21

  • Хӑвӑр кӗлеткене чӗрӗ парне пек парӑр (1, 2)

  • Тӗрлӗ пултарулӑх пур, анчах кӗлетке пӗрре (3—8)

  • Христиансен мӗнле пурӑнмалли пирки панӑ канашсем (9—21)

12  Ҫавӑнпа та, тӑвансем, Турӑ сире хӗрхеннӗрен эпӗ сире тархасласа калатӑп: хӑвӑр кӗлеткене сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ, чӗрӗ парне пек парӑр, сӑваплӑ ӗҫе ӑспа туса тӑрӑр.  Ҫак тӗнчене хӑвӑр ҫине тек витӗм кӳме* ан парӑр. Ун вырӑнне хӑвӑрӑн ӑса ҫӗнетсе улшӑнса пырӑр, вара эсир Туррӑн ирӗкне — уншӑн мӗн ырӑ, мӗн юрӑхлӑ, мӗн тӗрӗс* пулнине — пӗлсе ҫитетӗр.  Турӑ мана виҫесӗр ырӑлӑх кӑтартнине пула эпӗ сире пурне те калатӑп: хӑвӑр ҫинчен кирлинчен ытлашши ан шухӑшлӑр, виҫеллӗ шухӑшлӑр, Турӑ кама мӗн чухлӗ ӗненмелӗх панӑ, ҫавӑнпа килӗшӳллӗн хӑвӑра хак парӑр.  Пирӗн кӗлеткен пайӗсем нумай, вӗсем вара пурте пӗр ӗҫех тумаҫҫӗ.  Ҫавӑн пекех эпир те, нумаййӑн пулсан та, Христоспа пӗрлӗхре тӑракан пӗр кӗлетке пулатпӑр. Кӗлеткен пайӗсем пулнӑ май эпир пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑратпӑр.  Хамӑра кӑтартнӑ виҫесӗр ырӑлӑха пула пирӗн тӗрлӗ пултарулӑх* пур. Пире пророкла калаҫас пултарулӑх панӑ пулсан, хамӑр ӗненнӗ таран пророкла калаҫар,  ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрас пултарулӑх панӑ пулсан — ӗҫлесе тӑрар, кама вӗрентес пултарулӑх панӑ — вӗренттӗр,  кама ыттисене хавхалантарас* пултарулӑх панӑ — хавхалантартӑр*, кам валеҫет — хаваспах валеҫтӗр, кам ертсе пырать — тӑрӑшса ертсе пытӑр, кам хӗрхенет — чунтан хӗрхентӗр.  Сирӗн юрату икӗпитлӗ ан пултӑр. Усала курайми пулӑр, ырри ҫумне ҫыпҫӑнӑр. 10  Пӗр-пӗрне тӑванла, чун-чӗререн юратӑр. Пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшрен хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тӑвӑр. 11  Ӗҫчен пулӑр, ан кахалланӑр. Святой сывлӑш сире хастарлӑ пулма хавхалантарса тӑтӑр. Иеговӑшӑн* пӗтӗм чӗререн* ӗҫлесе тӑрӑр. 12  Шанчӑк сире савӑнӑҫ парса тӑтӑр. Хуйхӑ тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр. Пӗрмай кӗлтӑвӑр. 13  Сӑваплӑ ҫынсене мӗн кирлине парса пулӑшӑр. Ыттисене яланах хапӑл туса йышӑнӑр*. 14  Хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр*; ырӑ сунӑр, ан ылханӑр. 15  Савӑнакансемпе савӑнӑр, йӗрекенсемпе йӗрӗр. 16  Ыттисем ҫинчен хӑвӑр ҫинчен шухӑшланӑ пекех шухӑшлӑр. Хӑвӑра мӑнна ан хурӑр, хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. Хӑвӑр пирки ыттисенчен ӑслӑрах тесе ан шутлӑр. 17  Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр. Пур ҫын та мӗне ырӑ тесе шутлать, ҫавна шута илӗр. 18  Май ҫитнӗ таран пуринпе те килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшӑр. 19  Юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, ун вырӑнне Турра хӑйӗн ҫиллине кӑтартма парӑр. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: «„Тавӑрасси манӑн ӗҫ, эпӗ тавӑрӑп“, — тет Иегова*». 20  Анчах «Санӑн тӑшману выҫӑ пулсан, ҫитер ӑна, унӑн ӗҫес килет пулсан, ӗҫтер ӑна. Ҫапла тунипе эсӗ унӑн чӗрине ҫемҫетӗн*». 21  Усала хӑвна ҫӗнтерме ан пар, усала ырӑпа ҫӗнтер.

Сноскӑсем

Е «хӑвӑра калӑплама».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр ҫитменлӗхсӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «парне».
Е «ӳкӗтлес».
Е «ӳкӗтлетӗр».
Е «чура пек».
Е «хӑналама юратӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пиллӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн».