Апостолсен ӗҫӗсем 11:1—30

  • Пётр мӗн пулса иртни ҫинчен апостолсене каласа парать (1—18)

  • Варнавӑпа Савл Сирири Антиохире (19—26)

    • Вӗренекенсене христиансем тесе чӗнме пуҫлаҫҫӗ (26)

  • Агав выҫлӑх пулать тесе малтанах каласа хурать (27—30)

11  Урӑх халӑх ҫыннисем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем илтнӗ.  Пётр Иерусалима таврӑнсан, ӳт кастармалла текеннисем ӑна ӳпкелеме пуҫланӑ:  «Эсӗ ӳт кастарманнисен килне кӗтӗн, вӗсемпе пӗрле апат ҫирӗн».  Вара Пётр вӗсене мӗн пулса иртнине йӗркипе ӑнлантарса пама пуҫланӑ:  «Эпӗ Ио́ппи хулинче кӗлтунӑ чухне мана курӑну пулчӗ: эпӗ сарлака йӗтӗн пир пеккине* тӑватӑ кӗтессинчен тытса ҫӗрелле антарнине куртӑм, вӑл ман тӗлех анчӗ.  Эпӗ ун ӑшне пӑхрӑм та унта тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсене, тискер чӗрчунсене, ҫӗлен-калтана тата вӗҫен кайӑксене куртӑм.  Тата хама: „Пётр, тӑр та пусса ҫи!“ — текен сасӑ илтрӗм.  Анчах эпӗ каларӑм: „Ҫук, хуҫам, эпӗ ҫакна тумастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ирсӗррине е таса маррине нихӑҫан та ҫимен“.  Иккӗмӗш хутӗнче тӳпери сасӑ мана каларӗ: „Турӑ тасатнине ирсӗр тесе урӑх ан кала“. 10  Ҫав сасӑ мана виҫҫӗмӗш хут та илтӗнчӗ, вара пӗтӗмпех каялла тӳпенелле ҫӗкленсе кайрӗ. 11  Ҫав вӑхӑтрах хамӑр чарӑннӑ пӳрт патне Кесарирен ман пата янӑ виҫӗ ҫын пырса тӑчӗ. 12  Вара сывлӑш мана вӗсемпе пӗрле пӗр иккӗленмесӗр кай терӗ. Манпа пӗрле ҫак ултӑ арҫын тӑван та пычӗ, эпир ҫав ҫыннӑн килне кӗтӗмӗр. 13  Вӑл хӑйӗн килӗнче ангела курни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫав ангел ӑна ҫапла каланӑ: „Иоппие ҫынсене яр та Пётр текен Симона чӗнтерсе кил. 14  Вӑл сана эсӗ хӑв та, хӑвӑн пӗтӗм кил-йышу та мӗнле ҫӑлӑнма пултарнине калӗ“. 15  Эпӗ калаҫа пуҫласан, святой сывлӑш, унччен хамӑр ҫине аннӑ пекех, вӗсем ҫине те анчӗ. 16  Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине аса илтӗм, вӑл: „Иоанн шыва кӗртнӗ, сире вара святой сывлӑшпа шыва кӗртӗҫ*“, — тетчӗ. 17  Турӑ пире, Иисус Христос Ҫӳлхуҫана ӗненекенсене, панӑ парненех вӗсене те пачӗ пулсан, Турра чӑрмав кӳме камах вара эпӗ?» 18  Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ* та Турра мухтаса ҫапла каланӑ: «Эппин, Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене те ӳкӗнме тата пурнӑҫ илме май панӑ». 19  Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн хӗсӗрлеме пуҫланине пула саланса пӗтнӗ вӗренекенсем Финикийӑнах, Кипрпа Антиохиех ҫитнӗ. Вӗсем ырӑ хыпара еврейсене ҫеҫ каланӑ. 20  Анчах та вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем, Кипрпа Кире́на ҫыннисем, Антиохие пынӑ та Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен калакан ырӑ хыпара грекла калаҫакан ҫынсене пӗлтерме пуҫланӑ. 21  Иегова* вӗсемпе пӗрле пулнӑран питӗ нумай ҫын ӗненме пуҫласа Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ. 22  Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри пухӑва та хыпар ҫитнӗ, вара Антиохие Варнавӑна янӑ. 23  Унта ҫитсен тата Турӑ вӗренекенсене хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнине курсан, вӑл питӗ савӑннӑ. Вӑл вӗсене Ҫӳлхуҫана малалла та пӗтӗм чӗререн пӑхӑнса пурӑнма хавхалантарнӑ. 24  Варна́ва ырӑ, хытӑ ӗненекен, святой сывлӑшпа тулнӑ ҫын пулнӑ. Ҫапла вара, нумай ҫын Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ. 25  Унтан Варна́ва Савла шырама Тарс хулине кайнӑ. 26  Шыраса тупсан ӑна Антиохие илсе пынӑ. Ҫулталӑк хушши вӗсем пухупа пӗрле пулнӑ тата нумай ҫынна вӗрентнӗ. Чи малтан унта, Антиохире, вӗренекенсене Турӑ ирӗкӗпе христиансем тесе чӗнме пуҫланӑ. 27  Ҫав кунсенче Антиохие Иерусалимран пророксем пынӑ. 28  Вӗсенчен пӗри, Ага́в ятли, святой сывлӑш пӗлтернипе, кӗҫех пӗтӗм ҫӗр ҫинче хаяр выҫлӑх пулӗ тесе малтанах каласа хунӑ. Кла́вдий цезарь* вӑхӑтӗнче ҫапла пулнӑ та. 29  Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран, Иудейӑри тӑвансене пулӑшма* шут тытнӑ. 30  Вӗсем ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савлран старейшинӑсене парса янӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «темӗнле савӑта».
Ҫакӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илессине пӗлтерет.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑпланнӑ».
Е «император».
Е «тӑвансемшӗн ӗҫлеме».