Марк 12:1—44
12 Унтан Иисус вӗсене тӗслӗхсем каласа пама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын виноград пахчи лартнӑ, ун тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта виноград ҫырлин сӗткенне пусса кӑлармалли вырӑн касса тунӑ тата башня лартнӑ. Унтан вӑл пахчине пахчаҫӑсене тара панӑ та урӑх ҫӗршыва тухса кайнӑ.
2 Виноград пуҫтарма вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑйӗн пайне илме пахчаҫӑсем патне чурине янӑ.
3 Анчах вӗсем ӑна ярса тытнӑ та хӗнесе пӗтерсе пушӑ алӑпах янӑ.
4 Вӑл вӗсем патне тепӗр чурине янӑ. Вӗсем ӑна та, пуҫне ҫапса амантса, мӑшкӑл кӑтартнӑ.
5 Вӑл ӗнтӗ тата теприне янӑ, ӑна вӗсем вӗлернӗ. Вӑл ыттисене те нумайӑшне янӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене хӗненӗ, теприсене вӗлернӗ.
6 Унӑн тата юратнӑ ывӑлӗ пулнӑ. „Манӑн ывӑла вӗсем хисеплӗҫ ӗнтӗ“, — тесе вӑл юлашкинчен ӑна янӑ.
7 Анчах пахчаҫӑсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Пахча ӑна юлмалла. Айтӑр ӑна вӗлерер, вара пахчи хамӑра юлӗ“.
8 Вара вӗсем ӑна ярса тытнӑ та вӗлернӗ, унтан виноград пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ.
9 Пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Вӑл килӗ те пахчаҫӑсене вӗлерӗ, пахчине вара урӑххисене парӗ.
10 Эсир Ҫырура нихӑҫан та вуламан-им ҫакна: „Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ.
11 Ҫакӑ — Иеговӑран*, пирӗн куҫ умӗнче вӑл тӗлӗнмелле япала“».
12 Иисуса хирӗҫ тӑракансем вӑл ҫак тӗслӗхе хӑйсем ҫинчен каласа панине ӑнланса илнӗ те ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах вӗсем халӑхран хӑранӑ, ҫавӑнпа ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.
13 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем, Иисуса айӑпламалли сӑмах калаттарас тесе, ун патне хӑш-пӗр фарисейсемпе И́род майлисене янӑ.
14 Лешӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: «Вӗрентекен, эпир пӗлетпӗр: эсӗ тӗрӗссине калатӑн тата никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен эсӗ ҫын кам пулнине пӑхмастӑн. Эсӗ Турӑ ҫулӗ ҫинчен чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн вӗрентетӗн. Кала-ха, цезаре* налог тӳлени тӗрӗс-и е тӗрӗс мар?
15 Пирӗн тӳлемелле-и е тӳлемелле мар?» Вӗсен икӗпитлӗхне курса вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир мана тӗрӗслетӗр? Мана дина́ри* илсе килсе кӑтартӑр-ха».
16 Лешӗсем илсе пынӑ. Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: «Кунта камӑн сӑнӗ, камӑн ячӗ?» — «Цезарӗн», — тенӗ вӗсем.
17 Вара Иисус каланӑ: «Цезарӗнне цезаре парӑр, Туррӑнне Турра парӑр». Унӑн сӑмахӗсене илтсен вӗсем тӗлӗннӗ.
18 Унтан ун патне саддукейсем, вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ текенсем, пынӑ та каланӑ:
19 «Вӗрентекен, Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Авланнӑ арҫын ача-пӑчасӑр вилсен, пӗртӑванӗн унӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмне качча илмелле те ҫав вилнӗ пӗртӑванӗн йӑхне малалла тӑсмалла“.
20 Ҫичӗ пӗртӑван пулнӑ. Пӗрремӗшӗ авланнӑ, анчах ача-пӑчасӑрах вилнӗ.
21 Вара иккӗмӗшӗ ҫав тӑлӑх арӑма качча илнӗ, анчах вӑл та ача-пӑчасӑр вилнӗ. Виҫҫӗмӗшӗпе те ҫаплах пулнӑ.
22 Ҫапла ҫиччӗшӗ те ача-пӑчасӑрах вилнӗ. Юлашкинчен вара ҫав хӗрарӑм та вилнӗ.
23 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Вӑл ҫиччӗшӗн те арӑмӗ пулнӑ вӗт».
24 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир йӑнӑшатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырӑва та, Турӑ мӗн тери хӑватлӑ пулнине те пӗлместӗр.
25 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ.
26 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки калас пулсан, эсир Моисей кӗнекинче, йӗплӗ тӗм ҫинчен каласа панӑ тӗлте, Турӑ Моисее мӗн каланине вуламан-им? Вӑл ӑна: „Эпӗ Авраа́м Турри, Исаа́к Турри, Иаков Турри“, — тенӗ.
27 Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Эсир питӗ йӑнӑшатӑр».
28 Вӗсем тавлашнине закон вӗрентӳҫисенчен пӗри илтнӗ. Иисус вӗсене лайӑх хуравланине курсан, вӑл ӑна каланӑ: «Заповедьсенчен чи асли хӑшӗ?»
29 Иисус ҫапла хуравланӑ: «Чи асли ҫакӑ: „Израиль, итле: Иегова* — пирӗн Турӑ, вӑл пӗртен-пӗр Иегова*.
30 Хӑвӑн Иегова* Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат“.
31 Иккӗмӗшӗ вара ҫакӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“. Ҫаксенчен аслӑрах заповедь ҫук».
32 Закон вӗрентӳҫи ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эсӗ лайӑх каларӑн, чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн: „Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, унсӑр пуҫне урӑххи ҫук“.
33 Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑс-тӑнпа*, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хамӑра хамӑр юратнӑ пек юратни пур парнерен те — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисенчен те, ыттисенчен те — чылай пахарах».
34 Вӑл пӗлсе хуравланине курсан Иисус ӑна: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех мар», — тенӗ. Урӑх никам та Иисуса ыйтусем пама хӑяйман.
35 Иисус храмра малалла вӗрентсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн закон вӗрентӳҫисем Христос пирки Давид ывӑлӗ теҫҫӗ?
36 Давид хӑй святой сывлӑш витӗм кӳнипе ҫапла каланӑ: „Иегова* манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: ‚Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар‘“.
37 Давид хӑй ун пирки Ҫӳлхуҫа тет. Эппин, мӗнле-ха вӑл Давид ывӑлӗ пулма пултарать?»
Темӗн чухлӗ халӑх ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан итлесе тӑнӑ.
38 Иисус малалла вӗрентсе каланӑ: «Закон вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтир тӑхӑнса ҫӳреме юратаҫҫӗ, пасарта хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ.
39 Синагогӑсенче вӗсем малта* ларма, каҫхи апатра чи хисеплӗ вырӑнсенче ларма юратаҫҫӗ.
40 Вӗсем тӑлӑх арӑмсен пурлӑхне* туртса илеҫҫӗ тата хӑйсене кӑтартас тесе нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен хаяртарах наказани парӗҫ».
41 Иисус укҫа ямалли савӑтсене хирӗҫ ларса халӑх унта укҫа янине сӑнама пуҫланӑ. Пуян ҫынсенчен чылайӑшӗ нумай янӑ.
42 Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм пынӑ та икӗ вак укҫа* янӑ.
43 Вара вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илсе каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм укҫа ямалли савӑта ыттисенчен пуринчен те нумайрах ячӗ.
44 Мӗншӗн тесен вӗсем пурте хӑйсен ытлашши пулнӑран укҫа ячӗҫ, ку вара, чухӑн пулсан та, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйӗн пурӑнмалӑх пӗтӗм укҫине ячӗ».
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «императора».
^ Рим кӗмӗл укҫи. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «ӑнланас пултарулӑхпа».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «чи лайӑх вырӑнсенче».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫурчӗсене».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр кодра́нт чухлӗ икӗ ле́пта». Ле́пта — иудейсен чи пӗчӗк пӑхӑр е бронза укҫи. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.