Апостолсен ӗҫӗсем 17:1—34

  • Павелпа Сила Фессалоникӑра (1—9)

  • Павелпа Сила Верире (10—15)

  • Павел Афинӑра (16—22а)

  • Павел Ареопагра сӑмах тухса калать (22ӑ—34)

17  Вӗсем Амфипольпе Аполло́ни урлӑ кайса Фессалоникӑна ҫитнӗ, унта еврейсен синагоги пулнӑ.  Яланхи пекех Павел синагогӑна кайнӑ, унта вӑл виҫӗ шӑматкун вӗрентсе ҫынсене Ҫырура мӗн ҫырнине ӑнланма пулӑшнӑ.  Павел Христосӑн асапланмалла тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе ҫирӗплетсе, ӑнлантарса панӑ. Вӑл вӗсене: «Ҫав Христос — эпӗ сире пӗлтерекен Иисус», — тенӗ.  Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗненнӗ те Павелпа Си́ла майлӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Турра пуҫҫапакан нумай грек та, чылай ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑм та ӗненнӗ.  Анчах та еврейсем, кӗвӗҫсе ҫитнипе, халӑх пуҫтарӑнакан вырӑнтан* ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫынсене хӑйсемпе пӗрле илсе ушкӑн пуҫтарнӑ та хулана пӑлхатса янӑ. Вӗсем Ясо́н килне вирхӗнсе кӗрсе Павелпа Силӑна шыранӑ, вӗсене халӑх умне илсе тухасшӑн пулнӑ.  Анчах та вӗсем Павелпа Силӑна тупайман. Вара Ясонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, вӗсем ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Ҫак ҫынсем пӗтӗм тӗнчипе халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ! Халӗ акӑ кунта та ҫитрӗҫ.  Ясо́н вара вӗсене хӑй патне кӗртнӗ. Вӗсем пурте цезарӗн* законӗсене хирӗҫ пыраҫҫӗ тата Иисус текен урӑх патша пур теҫҫӗ».  Ҫак сӑмахсем халӑха та, хула пуҫлӑхӗсене те пӑлхантарса янӑ.  Вара Ясонпа тӑвансене залог тӳлеттернӗ те ҫавӑн хыҫҫӑн тин ирӗке кӑларнӑ. 10  Тӑвансем вара ҫав каҫах Павелпа Силӑна Верие ӑсатнӑ. Унта ҫитсенех вӗсем еврейсен синагогине кайнӑ. 11  Фессало́ника ҫыннисемпе танлаштарсан, унти ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ лайӑхрах пулнӑ: вӗсем Туррӑн сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ тата хӑйсене мӗн калани тӗрӗс пулнипе пулманнине тӗрӗслес тесе кашни кун Ҫырӑва тӗпченӗ. 12  Ҫавӑнпа та вӗсенчен нумайӑшӗ ӗненнӗ, вӗсем хушшинче чылай ятлӑ-сумлӑ грек хӗрарӑмӗ тата хӑш-пӗр грек арҫыннисем те пулнӑ. 13  Анчах Фессалоникӑри еврейсем, Павел Верире те Туррӑн сӑмахне пӗлтернине пӗлсен, халӑха вӗсене хирӗҫ тӑратас тесе унта пынӑ. 14  Ҫавӑнпа та тӑвансем Павела тӳрех тинӗс хӗррине ӑсатса янӑ, Силӑпа Тимофей вара юлнӑ. 15  Павела ӑсатма кайнисем ӑна Афинӑна ҫитиех ӑсатнӑ, унтан каялла таврӑннӑ. Павел вӗсем урлӑ Силӑпа Тимофея хӑвӑртрах хӑй патне килме хушнӑ. 16  Павел вӗсене Афинӑра кӗтсе пурӑннӑ. Хулара ҫав тери нумай йӗрӗх пулнине курсан вӑл тарӑхнӑ. 17  Вӑл синагогӑра еврейсене тата Турра пуҫҫапакан ҫынсене вӗрентсе вӗсене Ҫырура мӗн ҫырнине ӑнланма пулӑшнӑ, халӑх пуҫтарӑнакан вырӑнта* тӗл пулакан ҫынсемпе те кашни кун калаҫнӑ. 18  Анчах хӑш-пӗр философсем — эпикуреецсемпе стоиксем — унпа тавлашма пуҫланӑ. Пӗрисем: «Ку сӳпӗлти пире мӗн каласшӑн-ши?» — тенӗ. Теприсем: «Вӑл ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», — тенӗ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен тата вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗрен ҫапла каланӑ. 19  Вара ӑна Ареопага илсе пынӑ та каланӑ: «Эсӗ мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ҫинчен калатӑн? Каласа параймастӑн-ши пире? 20  Эсӗ темле ӑнланмалла мар япаласем ҫинчен калаҫатӑн. Пирӗн вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлес килет». 21  (Афи́на ҫыннисем пурте тата унта пурӑнакан* ют ҫӗршыв ҫыннисем те пушӑ вӑхӑтра мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫма е итлеме юратнӑ.) 22  Вара Павел Ареопа́г варрине тухса тӑнӑ та каланӑ: «Афи́на ҫыннисем, ытти ҫынсемпе танлаштарсан, эсир турӑсенчен ытларах хӑратӑр курӑнать. 23  Сирӗн пуҫҫапмалли вырӑнсене пӑхса ҫӳренӗ чухне эпӗ парне кӳмелли пӗр вырӑна куртӑм, унта „Пӗлмен Турӑ валли“ тесе ҫырнӑччӗ. Эпӗ сире хӑвӑр пӗлмесӗрех пуҫҫапакан Турӑ ҫинчен пӗлтеретӗп те. 24  Тӗнчене тата унта мӗн пуррине тунӑ Турӑ, ҫӗрпе тӳпе Хуҫи пулнӑ май, ҫын аллипе тунӑ храмсенче пурӑнмасть. 25  Ӑна ҫын пулӑшса тӑни те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӑл хӑй пурне те пурнӑҫ та, сывлӑш та, ыттине те парса тӑрать. 26  Вӑл ҫынсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурӑнтармашкӑн пӗр ҫынран мӗнпур халӑха пултарнӑ, хӑҫан мӗн пулмаллине тата ҫынсен ӑҫта пурӑнмаллине палӑртса хунӑ. 27  Турӑ ҫавна ҫынсем хӑйне тӑрӑшса шыраччӑр, тупчӑр тесе тунӑ. Тӗрӗссипе вара, вӑл пирӗнтен кашнинчен инҫех те мар. 28  Ӑна пула эпир пур, пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр. Сирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫӑсем те: „Эпир пурте унӑн ачисем“, — теҫҫӗ. 29  Апла эпир Туррӑн ачисем пулсан, Турӑ вӑл ылтӑнран, кӗмӗлтен е чултан ӑсталаса тунӑ, ҫынсем хӑйсем шутласа кӑларнӑ япала евӗрлӗ тесе пирӗн шутламалла мар. 30  Ӗлӗк ҫынсем ҫаксене пӗлмесӗрех тунине Турӑ тӳссе тӑнӑ пулин те, халӗ вӑл пур ҫынна та, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, ӳкӗнмелли ҫинчен пӗлтерет. 31  Мӗншӗн тесен вӑл хӑй суйласа илнӗ ҫын урлӑ тӗнчене тӗрӗс суд тӑвас куна палӑртса хунӑ. Ҫав ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратнипе вӑл ҫав кун ҫитессине пур ҫынна та ҫирӗплетсе панӑ». 32  Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен илтсен, пӗрисем тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ, теприсем вара: «Ҫакӑн ҫинчен эпир сана тепӗр чухне те итлӗпӗр», — тенӗ. 33  Вара Павел вӗсем патӗнчен кайнӑ. 34  Ҫапах та хӑш-пӗр ҫынсем Павел майлӑ пулса тӑнӑ та ӗненме пуҫланӑ. Вӗсем хушшинче Ареопа́г судӗнчи ҫын Диони́сий, Дама́рь ятлӑ хӗрарӑм тата ыттисем те пулнӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пасар вырӑнӗнчен».
Е «императорӑн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пасар вырӑнӗнче».
Е «килсе каякан».