2 Коринф 8:1—24

  • Иудейӑри христиансем валли пуҫтарнӑ парне (1—15)

  • Тит Коринфа каять (16—24)

8  Тӑвансем, пирӗн сире Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне Македонири пухусене мӗнле кӑтартни ҫинчен каласа парас килет.  Питӗ йывӑр вӑхӑтра* инкек тӳснӗ чухне вӗсем савӑннӑ тата, хӑйсем тем пек чухӑн пулнӑ пулин те, питех те уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартнӑ.  Шантарсах калатӑп сире: вӗсем хӑйсем мӗн пама пултарнине ҫеҫ мар, унтан та ытларах пачӗҫ.  Сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хутшӑнас тесе вӗсем ырӑ кӑмӑлтан парас тенӗ парнене хӑйсенчен илме тархасласах ыйтрӗҫ.  Вӗсем эпир кӗтнинчен те ытларах турӗҫ. Чи малтан вӗсем Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн хӑйсене Ҫӳлхуҫашӑн тата пирӗншӗн ӗҫлеме пачӗҫ.  Ҫавна курса, эпир Тита хӑй сирӗн патра пуҫланӑ ӗҫе — эсир ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнене пуҫтарас ӗҫе — туса пӗтерме ыйтрӑмӑр.  Эсир пур енчен те пуян: ҫирӗп ӗненетӗр, сирӗн калаҫас пултарулӑх, пӗлӳ пур, эсир тӑрӑшуллӑ, тата эсир ыттисене эпир хӑвӑра юратнӑ пекех юрататӑр. Ырӑ кӑмӑлтан парас тӗлӗшрен те ҫавнашкалах пуян пулӑр.  Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Эпӗ сире ыттисем мӗнле тӑрӑшни ҫинчен каласа парасшӑн тата эсир чӑннипех юратнипе юратманнине пӗлесшӗн.  Эсир пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пӗлетӗр: вӑл пуян пулнӑ пулин те, сирӗншӗн чухӑн пулса тӑнӑ, ҫавна вӑл хӑйӗн чухӑнлӑхне пула сире пуянлатас тесе тунӑ. 10  Сире хамӑн шухӑша калам: эсир ҫак ӗҫе туса пӗтерсен, сирӗншӗн хӑвӑршӑнах лайӑх пулать, мӗншӗн тесен эсир ҫак ӗҫе ҫулталӑк каяллах пуҫланӑччӗ тата эсир ӑна питӗ тӑвасшӑнччӗ. 11  Ҫавӑнпа ӗнтӗ тума пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтерӗр, вара эсир, хӑвӑр мӗн чухлӗ пама пултарнине парса, ҫавна хаваспах тунине кӑтартӑр. 12  Кам та пулин хаваспах парать пулсан, ҫакӑ Турра кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫын хӑй пама пултарайманнине мар, пама пултарнине парасса кӗтет. 13  Эпӗ ыттисене ҫӑмӑл, сире вара йывӑр пултӑр теместӗп. 14  Эсир хӑвӑрӑн ытлашшине парса вӗсен ҫитменнине ҫитеретӗр, вӗсем хӑйсен ытлашшине парса сирӗн ҫитменнине ҫитерӗҫ, ҫапла вара пӗртанлӑх пулӗ. 15  Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Камӑн нумай пулнӑ, ҫавӑн ытла нумай пулман; камӑн сахал пулнӑ, ҫавӑн ытла сахал пулман». 16  Тит сирӗншӗн пирӗн пекех чун-чӗререн тӑрӑшнишӗн эпир Турра тав тӑватпӑр, 17  мӗншӗн тесен Тит эпир ыйтнине тума килӗшрӗ, анчах вӑл хӑй те сире питӗ пулӑшасшӑн, ҫавӑнпа вӑл сирӗн пата хӑйӗн ирӗкӗпе пырать. 18  Эпир унпа пӗрле тата тепӗр арҫын тӑвана яратпӑр. Вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн-мӗн тунишӗн ӑна пур пухура та мухтаҫҫӗ. 19  Унсӑр пуҫне, пухусем ӑна пирӗнпе пӗрле кайма суйласа илчӗҫ. Вӑл пире пуҫтарнӑ парнене илсе ҫитерме пулӑшӗ. Ҫак парнене эпир Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларас тесе тата ыттисене пулӑшма хатӗр пулнине кӑтартас тесе валеҫсе тухӑпӑр. 20  Ҫапла вара, эсир уҫӑ кӑмӑлпа панӑ парнене эпир мӗнле валеҫсе тухнишӗн пире никам та айӑплама пултараймӗ. 21  Мӗншӗн тесен «эпир Иегова* умӗнче кӑна мар, ҫынсем умӗнче те мӗнпур ӗҫе суймасӑр-улталамасӑр тума тӑрӑшатпӑр». 22  Эпир вӗсемпе пӗрле тепӗр арҫын тӑвана яратпӑр. Эпир ӑна пӗрре анчах мар тӗрӗслерӗмӗр, вӑл нумай ӗҫре тӑрӑшуллӑ пулнине куртӑмӑр. Ҫак ӗҫре вара вӑл тата ытларах тӑрӑшӗ, мӗншӗн тесен вӑл сире питӗ шанать. 23  Тит пирки ыйтусем пур пулсан, ҫакна калам: вӑл манпа пӗрле пӗр ӗҫех тӑвать тата, ман пекех, сирӗншӗн тӑрӑшать. Унпа пӗрле пыракан арҫын тӑвансем пирки калас пулсан вара, вӗсем — пухусен апостолӗсем, Христоса мухтав кӳрекенсем. 24  Ҫавӑнпа та эсир ҫак арҫын тӑвансене хӑйсене юратнине кӑтартӑр, пухусене те эпир сирӗнпе мӗншӗн мухтаннине кӑтартӑр.

Сноскӑсем

Е «пысӑк тӗрӗслев вӑхӑтӗнче».