11-мӗш ыйту
Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
«Вӑл сывлама чарӑнать те ҫӗре таврӑнать. Ҫав кунах унӑн шухӑшӗсем пӗтеҫҫӗ»
(Псалом 145:4).
«Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ... Хӑв мӗн тума пултарнине пурне те пӗтӗм вӑйна хурса ту, мӗншӗн тесен хӑв каяс виле шӑтӑкӗнче ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑслӑлӑх та ҫук»
(Екклесиаст 9:5, 10).
«[Иисус] каланӑ: „Пирӗн тус Лазарь ҫывӑрать, эпӗ ӑна вӑратма каятӑп“. Иисус ӗнтӗ Лазарь вилни ҫинчен каланӑ. Вӗсем вара вӑл ыйхӑ ҫинчен ҫеҫ калать пулӗ тесе шутланӑ. Вара Иисус вӗсене тӳррӗн каланӑ: „Лазарь вилнӗ“»