9-мӗш ыйту
Мӗншӗн ҫынсем асапланаҫҫӗ?
«Ӑмӑртса чупнӑ чухне хӑвӑрт чупакансем яланах ҫӗнтерӳҫӗсем пулмаҫҫӗ, ҫапӑҫура вӑйлисем яланах ҫӗнтермеҫҫӗ, ӑслисен апат-ҫимӗҫ, тӑнлисен пурлӑх яланах пулмасть, пӗлӳ илнисем яланах ӑнӑҫлӑ пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен пурин те ӑнсӑртран кӗтмен япала сиксе тухма пултарать»
(Екклесиаст 9:11).
«Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑх урлӑ — вилӗм. Ҫапла вара вилӗм пур ҫын ҫине те куҫнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ»
(Рим 5:12).
«Турӑ Ывӑлӗ... Шуйттан ӗҫӗсене тӗп тума килнӗ»
(1 Иоанн 3:8).
«Пӗтӗм тӗнче... Шуйттан аллинче»
(1 Иоанн 5:19).