6-мӗш ыйту
Библире Мессия ҫинчен малтанах мӗн каласа хунӑ пулнӑ?
ПРОРОКЛА КАЛАНИ
«Вифлеем-Ефрафа... кама эпӗ Израилӗн пуҫлӑхӗ пулма лартӑп, санран ҫавӑ тухӗ»
(Михей 5:2).
ПУРНӐҪЛАННИ
«Иисус Иудейӑри Вифлее́м хулинче ҫуралнӑ, ҫав вӑхӑтра патшара И́род ларнӑ. Пӗр вӑхӑт иртсен, хӗвелтухӑҫ енчен Иерусалима астрологсем пынӑ»
(Матфей 2:1).
ПРОРОКЛА КАЛАНИ
«Вӗсем манӑн тумтире хӑйсем хушшинче пайлаҫҫӗ, манӑн тумтиршӗн шӑпа яраҫҫӗ»
(Псалом 21:19).
ПУРНӐҪЛАННИ
«Салтаксем, Иисуса юпа ҫине пӑталасан, унӑн ҫиелти тумтирне илсе тӑватӑ пая пайланӑ... Кӗпи вара ҫӗлесе тунӑскер пулман, ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: „Ӑна ҫурар мар, вӑл кама лекессине пӗлес тесе шӑпа ярар“»
ПРОРОКЛА КАЛАНИ
«Вӑл унӑн пур шӑммине те сыхӑ усрать, вӗсенчен пӗри те хуҫӑлман»
(Псалом 33:21).
ПУРНӐҪЛАННИ
«Вӗсем Иисус патне пырсан, вӑл вилнине курса, унӑн урисене ҫапса ватман»
(Иоанн 19:33).
ПРОРОКЛА КАЛАНИ
«Ӑна пирӗн ҫылӑхсемшӗн сӑнӑпа чикнӗ»
(Исаия 53:5).
ПУРНӐҪЛАННИ
«Салтаксенчен пӗри ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтан тӳрех юнпа шыв юхса тухнӑ»
(Иоанн 19:34).
ПРОРОКЛА КАЛАНИ
«Вӗсем мана 30 шекель кӗмӗл тӳлерӗҫ»
(Захария 11:12, 13).
ПУРНӐҪЛАННИ
«Унтан вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искарио́т ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ та каланӑ: „Ӑна сире сутсан, эсир мана мӗн паратӑр?“ Лешӗсем ӑна 30 кӗмӗл укҫа пама сӑмах панӑ»