17-мӗш ыйту
Библи сирӗн ҫемьене мӗнле пулӑшма пултарать?
УПӐШКАСЕМ/АШШӖСЕМ
«Ҫавнашкалах упӑшкасен те хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен кӗлеткисене юратнӑ пек юратмалла. Кам хӑйӗн арӑмне юратать, ҫавӑ хӑйне те юратать. Пӗр ҫын та хӑйӗн кӗлеткине кураймасӑр тӑмасть, вӑл ӑна тӑрантарать тата ҫепӗҫҫӗн пӑхса усрать. ...Сирӗнтен кашни хӑйӗн арӑмне хӑйне хӑй юратнӑ пек юраттӑр»
(Эфес 5:28, 29, 33).
«Ашшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене ан тарӑхтарӑр, вӗсене Иегова каланӑ пек тӳрлетсе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр»
(Эфес 6:4).
АРӐМСЕМ
«Арӑмӗ... хӑйӗн упӑшкине чунтан хисеплетӗр»
(Эфес 5:33).
«Арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене пӑхӑнса тӑрӑр, сирӗнтен ҫакна Ҫӳлхуҫа кӗтет»
(Колоссӑ 3:18).
АЧАСЕМ
«Ачасем, аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫа каланӑ пек итлесе тӑрӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ тӗрӗс. „Аҫупа аннӳне хисепле“ текен заповедь — Турӑ сӑмах парса каланӑ пӗрремӗш заповедь. Ӑна панӑ чухне ҫапла шантарса каланӑ: „Вара сана лайӑх пулӗ тата ҫӗр ҫинче эсӗ нумай пурӑнӑн“»
(Эфес 6:1—3).
«Ачасем, аҫӑр-аннӗре яланах итлӗр, мӗншӗн тесен ку Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ»
(Колоссӑ 3:20).