7-мӗш ыйту
Библире эпир пурӑнакан вӑхӑт пирки малтанах мӗн каласа хунӑ пулнӑ?
«Халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ... ...Ҫаксем пурте — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна»
«Нумай суя пророк килӗ, вӗсем чылайӑшне улталӗҫ. Усал ӗҫсем хушӑнса пынине пула ҫынсем ытларахӑшӗ ыттисене юратма пӑрахӗҫ»
«Эсир тӗрлӗ вырӑнта вӑрҫӑсем пыни ҫинчен илтсен, хӑраса ан ӳкӗр. Ҫаксем пурте пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха»
(Марк 13:7).
«Питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем тата тӗрлӗ вырӑнта выҫлӑх, эпидемисем пулӗҫ. Ҫынсем хӑрушӑ пулӑмсене тата тӳпере аслӑ паллӑсене курӗҫ»
(Лука 21:11).
«Юлашки кунсенче питӗ йывӑр вӑхӑтсем ҫитӗҫ. Ҫынсем хӑйсене ҫеҫ юратакан, укҫана юратакан, мухтанчӑк, хӑйсене мӑнна хуракан пулӗҫ, хурласа калаҫӗҫ, ашшӗ-амӑшне итлемӗҫ, пархатарсӑр, шанчӑксӑр пулӗҫ, ыттисене юратмӗҫ, ыттисемпе калаҫса татӑласшӑн пулмӗҫ, элекҫӗ пулӗҫ, хӑйсене чарма пӗлмӗҫ, хаяр, ырра юратми, сутӑнчӑк, кутӑн, мӑнкӑмӑллӑ пулӗҫ, Турра юратас вырӑнне савӑнса-киленсе пурӑнма юратӗҫ, вӗсем хӑйсене Турра парӑнса пурӑнакан ҫынсем пек кӑтартма тӑрӑшӗҫ, вӗсен ӗҫӗсем вара пачах урӑххине кӑтартӗҫ»