2 Коринф 9:1—15
9 Сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫ пирки калас пулсан, манӑн сирӗн пата ҫакӑн ҫинчен ҫырма кирлех те мар,
2 мӗншӗн тесен эсир пулӑшасшӑн пулни ҫинчен эпӗ пӗлетӗп. Ҫакӑнпа эпӗ Македонири тӑвансем умӗнче мухтанатӑп, Ахайӑри тӑвансем пӗлтӗртенпех пулӑшма хатӗр тетӗп. Эсир хастарлӑ пулни вӗсенчен чылайӑшне хавхалантарсах ячӗ.
3 Эпир сире уҫӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн мухтани ахаль ан пултӑр тесе тата, эпир сирӗн пирки каланӑ пекех, сирӗн чӑнах та пулӑшма хатӗр пулмалла пултӑр тесе эпӗ сирӗн пата арҫын тӑвансене яратӑп.
4 Унсӑрӑн Македонири арҫын тӑвансем манпа пӗрле пырсан эсир хатӗр пулманнине курӗҫ те, эпир сире шаннӑшӑн пире намӑс пулӗ. Хӑвӑра намӑс пуласси пирки эпӗ шарламастӑп та.
5 Ҫавӑнпа та эпӗ арҫын тӑвансене вӗсем сирӗн пата маларах пыччӑр тесе тата эсир уҫӑ кӑмӑлпа парас тенӗ парнене, хӑвӑр пама шантарнӑскере, хатӗрлесе хума пулӑшчӑр тесе хавхалантартӑм. Ҫапла вара эсир ҫак парнене ирӗксӗр мар, уҫӑ кӑмӑлпа пани курӑнӗ.
6 Ҫакна асра тытӑр: сахал акакан сахал вырса илӗ, нумай акакан нумай вырса илӗ.
7 Кашнийӗ хӑй чӗринче шухӑшласа хунӑ пек тутӑр, кӑмӑлсӑр е ирӗксӗр ан тутӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать.
8 Унтан та ытла, сирӗн веҫех ҫителӗклӗ пултӑр тесе тата кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та мӗн кирли пурте пултӑр тесе, Турӑ сире хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне туллин кӑтартма пултарать.
9 (Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Вӑл уҫӑ кӑмӑлпа валеҫсе парать; чухӑнсене пулӑшать. Унӑн тӳрӗлӗхӗ — ӗмӗрлӗхе».
10 Турӑ акаҫӑна вӑрлӑх тата ҫимешкӗн ҫынсене ҫӑкӑр ытлӑ-ҫитлӗ парать, вӑл сире те акмашкӑн нумай вӑрлӑх парӗ тата сирӗн тӳрӗлӗхӗн ҫимӗҫне нумайлатӗ.)
11 Сирӗн пур тӗлӗшпе те уҫӑ кӑмӑллӑ пулмашкӑн Турӑ сире пур енчен те пиллет. Эсир уҫӑ кӑмӑллӑ пулни вара, эпир пулӑшнине пула, ыттисене Турра тав тума хавхалантарӗ.
12 Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ сӑваплӑ ҫынсене мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн ҫеҫ мар, нумайӑшне Турра тав тума хавхалантармашкӑн та кирлӗ.
13 Вӗсем Турра мухтӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак пулӑшу парас ӗҫ эсир Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара, хӑвӑр пур ҫӗрте те пӗлтерекен хыпара, пӑхӑннине ҫирӗплетсе парать. Вӗсем эсир хӑйсемпе те, ыттисемпе пуринпе те уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн та Турра мухтӗҫ.
14 Турӑ сире хӑйӗн нимпе танлашайми виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнӑран вӗсем сирӗншӗн хӗрӳллӗн кӗлтӑвӗҫ тата сире юратӗҫ.
15 Калама ҫук чаплӑ парне панӑшӑн тавах Турра!