Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ӑ1

Библин тӗп теми

Иегова Туррӑн ертсе пыма право пур. Вӑл пуринчен те лайӑхрах ертсе пырать. Вӑл ҫӗр пирки тата ҫынсем пирки палӑртса хунӑ тӗллевне пурнӑҫлатех.

П. эрӑч. 4026 ҫ. хыҫҫӑн

Ҫӗлен, урӑхла каласан, Шуйттан, Иеговӑн ертсе пыма право пурри пирки тата вӑл мӗнле ертсе пыни пирки иккӗлентерекен ыйту кӑларса тӑратать. Иегова тӑхӑм, е «вӑрлӑх», тухать тесе, юлашкинчен вара вӑл ҫӗлене пӗтерет тесе сӑмах парать (Пултарни 3:1—5, 15). Ҫапах та Иегова пӗр-пӗр вӑхӑт хушши ҫынсене хӑйсем тӗллӗн ертсе пыма тата Шуйттана вӗсем ҫине витӗм кӳме ирӗк парать.

П. эрӑч. 1943 ҫ.

Иегова Авраама пулас тӑхӑм унран тухӗ тесе калать (Пултарни 22:18).

П. эрӑч. 1070 ҫ. хыҫҫӑн

Иегова Давид патшана, каярахпа вара унӑн ывӑлне, Соломона, пулас тӑхӑм вӗсен йӑхӗнчен тухӗ тесе пӗлтерет (2 Патшасен 7:12, 16; 3 Патшасен 9:3—5; Исаия 9:6, 7).

П. эр. 29 ҫ.

Иегова пулас тӑхӑм, Давид престолӗ ҫине лараканни, Иисус пулать тесе уҫса парать (Галати 3:16; Лука 1:31—33; 3:21, 22).

П. эр. 33 ҫ.

Ҫӗлен, е Шуйттан, сӑнарлӑ каласан, пулас тӑхӑма ура тупанӗнчен сӑхать, урӑхла каласан, Иисуса вӗлермелле тӑвать. Иегова Иисуса тӳпере пурӑнмашкӑн вилӗмрен чӗртсе тӑратать тата унӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне тӳлесе илмелли парне пек йышӑнать. Ҫавна пула Турӑ Адамран пулса кайнӑ ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарма тата вӗсене пуласлӑхра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултарать (Пултарни 3:15; Апостолсен ӗҫӗсем 2:32—36; 1 Коринф 15:21, 22).

П. эр. 1914 ҫ.

Иисус «дракона», «авалхи ҫӗлене», ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарать. Шуйттанӑн сахал вӑхӑт юлать (Ӳлӗмхи 12:7—9, 12).

Пуласлӑх

Иисус Шуйттана 1 000 ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна хупса лартать. Унтан, сӑнарлӑ каласан, унӑн пуҫне ҫапса ҫӗмӗрет, урӑхла каласан, ӑна тӗп тӑвать. Иегова ҫӗр пирки тата этемлӗх пирки чи малтан мӗн шухӑшласа хуни пурнӑҫланчӗ, унӑн ячӗ хурланинчен тасалчӗ, тата вӑл мӗнле ертсе пыни чи лайӑххи пулни пуриншӗн те паллӑ пулчӗ (Ӳлӗмхи 20:1—3, 10; 21:3, 4).