1-МӖШ ЫЙТУ
Турӑ кам вӑл?
«Ҫынсем санӑн яту Иегова пулнине, пӗр эсӗ анчах пӗтӗм ҫӗре тытса тӑракан Ҫӳлти Турӑ пулнине пӗлччӗр»
(Псалом 82:19).
«Иегова вӑл Турӑ иккенне пӗлӗр. Вӑл пире тунӑ, эпир — унӑн»
(Псалом 99:3).
«Эпӗ Иегова. Ку манӑн ят. Эпӗ хамӑн чапа урӑххине, хам тивӗҫлӗ мухтава йӗрӗхсене памастӑп»
(Исаия 42:8).
«Иеговӑна ятран чӗнсе ыйтакан кашнийӗ ҫӑлӑнӗ»
(Рим 10:13).
«Кирек хӑш ҫурта та кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ»
(Еврейсем 3:4).
«Пуҫӑра ҫӗклесе тӳпенелле пӑхӑр-ха. Ҫакна пурне те кам тунӑ? Ҫӑлтӑрсене ҫара ертсе пынӑ пек ертсе пыракан, вӗсене шутласа тухакан Турӑ. Вӑл вӗсене пурне те ятран чӗнет. Вӑл питех те хӑватлӑ, тӗлӗнмелле вӑйлӑ пулнӑран вӗсем пурте хӑйсен вырӑнӗнче»
(Исаия 40:26).