Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-мӗш ыйту

Библин тӗп теми мӗнле?

«Эпӗ сана тата хӗрарӑма, санӑн тӑхӑмна тата унӑн тӑхӑмне тӑшманлӑ тӑвӑп. Эсӗ ӑна ура тупанӗнчен сӑхӑн, вӑл вара санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ»

(Пултарни 3:15).

«Эсӗ мана итленине пула ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх санӑн тӑхӑму урлӑ пиллӗх илӗ»

(Пултарни 22:18).

«Санӑн Патшалӑху килтӗр. Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те тӳпери пекех пурнӑҫлантӑр»

(Матфей 6:10).

«Мир паракан Турӑ вара кӗҫех Шуйттана сирӗн урӑр айне туса ӑна тӗп тӑвӗ»

(Рим 16:20).

«Турӑ пурне те ӑна пӑхӑнтарсан, Ывӑлӗ хӑй те пурне те хӑйне пӑхӑнтарнӑ Турра пӑхӑнӗ, вара Турӑ пурин пуҫӗ пулса тӑрӗ»

(1 Коринф 15:28).

«Турӑ Авраама тата унӑн тӑхӑмне сӑмах панӑ... вӑл ӗнтӗ Христос. Эсир Христосӑн пулсан, апла Авраа́мӑн тӑхӑмӗ пулатӑр»

(Галати 3:16, 29).

«Халӗ тӗнчене пирӗн Ҫӳлхуҫан тата унӑн Христосӗн Патшалӑхӗ ертсе пырать. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех патша пулӗ»

(Ӳлӗмхи 11:15).

«Дьявол тата Шуйттан текен аслӑ дракона — авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене улталаканскере — ангелӗсемпе пӗрле ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарчӗҫ»

(Ӳлӗмхи 12:9).

«Вӑл дракона, авалхи ҫӗлене, урӑхла каласан, Дьявола, Шуйттана, тытрӗ те ӑна 1 000 ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартрӗ»

(Ӳлӗмхи 20:2).