Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Умсӑмах

Библие Турӑ хавхалантарнипе авалхи еврей, арамей тата авалхи грек чӗлхисемпе ҫырнӑ. Турӑ Сӑмахӗ «пур халӑха та» усӑ патӑр тесен ӑна нумай чӗлхе ҫине куҫармалла (Матфей 24:14). Матфей ҫырнӑ Евангелипе пуҫланакан тата Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекепе вӗҫленекен 27 кӗнекене Христианла Грек Ҫырӑвӗсем теҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Турӑ хавхалантарнипе пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансем грек чӗлхипе ҫырнӑ.

Христианла Грек Ҫырӑвӗсен «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗ пӗрремӗш хут 1950 ҫулта акӑлчанла тухнӑ. Ӑна Весткотпа Хортӑн текстне — авалхи грек алҫырӑвӗсемпе нумайӑшӗпе килӗшсе тӑракан грек текстне — тӗпе хурса хатӗрленӗ. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура грек текстӗнче мӗн ҫырнине май килнӗ таран тӗрӗс куҫарма тӑрӑшнӑ. Чӑваш чӗлхипе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑва 2013 ҫулта тухнӑ акӑлчанла кӑларӑма тӗпе хурса тунӑ, ӑна та май килнӗ таран тӗрӗс куҫарма тӑрӑшнӑ.

Туррӑн ячӗ, Иегова, Христианла Грек Ҫырӑвӗсен «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗн тӗп текстӗнче 237 хут тӗл пулать. Туррӑн ятне сӑваплӑ тумалла пулнӑран тата ҫӑлӑнас тесен кашнин ӑна ятран чӗнсе ыйтмалла пулнӑран, ҫак куҫарура Иегова ята Библире вӑл ӑҫта пулмалла, ҫавӑнта каялла тавӑрнӑ (Матфей 6:9; Рим 10:13).

Ҫак куҫарӑвӑн ячӗ — «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару тени — Турӑ ҫынсем валли ҫӗнӗ тӗнче туса парассипе ҫыхӑннӑ (2 Пётр 3:13). Куҫаракансем Библин Авторне, Турра, юратаҫҫӗ, пысӑк яваплӑх туйнӑран унӑн шухӑшӗсене тата вӑл мӗн каланине май килнӗ таран тӗрӗсрех куҫармаллине ӑнланаҫҫӗ. Ҫак куҫару тӳрӗ кӑмӑллӑ вулакансене, чӑнлӑха пӗлме тӑрӑшакансене, нумай усӑ патӑр тесе эпир кӗлтӑватпӑр (1 Тимофей 2:4).