Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

А7-Д

Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи паллӑ событисем. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Иордан юханшывӗн хӗвелтухӑҫ енче малалла туса тӑни

ВӐХӐТ

ВЫРӐН

СОБЫТИ

МАТФЕЙ

МАРК

ЛУКА

ИОАНН

П. эр. 32 ҫ., храма халалланӑ ятпа ирттерекен уяв хыҫҫӑн

Иордан леш енчи Вифани

Иисус Иоанн шыва кӗртнӗ ҫӗре каять; нумайӑшӗ Иисуса ӗненет

     

10:40—42

Перея

Иерусалималла кайнӑ чухне хуласемпе ялсенче вӗрентет

   

13:22

 

Тӑвӑр алӑкран кӗме хавхалантарать; Иерусалим пирки хуйхӑрать

   

13:23—35

 

Перея пулмалла

Кӗҫӗне хума вӗрентет; чи чаплӑ вырӑнсем йышӑнасси ҫинчен тата килес мар тесе сӑлтавсем тупнӑ хӑнасем ҫинчен тӗслӗхсем каласа парать

   

14:1—24

 

Иисусӑн вӗренекенӗ пулас тесен малтан ҫакӑ мӗн хака ларассине шутласа пӑхмалла

   

14:25—35

 

Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен, ҫухалнӑ вак укҫа ҫинчен, ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхсем

   

15:1—32

 

Тӳрӗ мар тарҫӑ ҫинчен, пуян ҫын тата Лазарь ҫинчен калакан тӗслӗхсем

   

16:1—31

 

Ҫылӑх тума хӗтӗртекенсем ҫинчен калать, каҫармалли ҫинчен тата ӗненӳ ҫинчен вӗрентет

   

17:1—10

 

Вифани

Лазарь вилни тата чӗрӗлсе тӑни

     

11:1—46

Иерусалим; Ефрем

Иисуса вӗлерме калаҫса татӑлаҫҫӗ; вӑл каять

     

11:47—54

Самари; Галилея

Тилҫе чирӗпе чирлекен 10 ҫынна сыватать; Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле килесси пирки калать

   

17:11—37

 

Самари е Галилея

Ҫине тӑракан тӑлӑх арӑм ҫинчен тата фарисейпа налог пуҫтаракан ҫинчен калакан тӗслӗхсем

   

18:1—14

 

Перея

Мӑшӑрланни ҫинчен тата уйрӑлни ҫинчен вӗрентет

19:1—12

10:1—12

   

Ачасене пиллет

19:13—15

10:13—16

18:15—17

 

Пуян ҫын ыйту парать; виноград пахчинче ӗҫлекенсем ҫинчен тата вӗсене пӗр тан тӳлени ҫинчен калакан тӗслӗх

19:16–20:16

10:17—31

18:18—30

 

Перея пулмалла

Хӑй вилесси ҫинчен виҫҫӗмӗш хут калать

20:17—19

10:32—34

18:31—34

 

Иаковпа Иоанӑн амӑшӗ вӗсене Турӑ Патшалӑхӗнче ятарлӑ вырӑн пама ыйтать

20:20—28

10:35—45

   

Иерихон

Икӗ суккӑр ҫынна куракан тӑвать; Закхей патӗнче хӑнара; 10 мина ҫинчен калакан тӗслӗх

20:29—34

10:46—52

18:35–19:28