2 Коринф 12:1—21

  • Павел курнӑ курӑнусем (1—7а)

  • Павелӑн кӗлеткинчи сӑнӑ (7ӑ—10)

  • Павел «пит чаплӑ» апостолсенчен нимпе те кая мар (11—13)

  • Павел Коринфри тӑвансемшӗн пӑшӑрханать (14—21)

12  Манӑн мухтанма тиветех. Ҫакӑ усӑллӑ мар пулин те, Ҫӳлхуҫа хама кӑтартнӑ курӑнусем ҫинчен тата хама мӗн уҫса пани ҫинчен каласа парам.  Эпӗ Христоспа пӗрлӗхре тӑракан пӗр ҫынна пӗлетӗп. Ӑна 14 ҫул каялла — те кӗлеткипе, те кӗлеткисӗр, эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет — виҫҫӗмӗш тӳпене илсе кайнӑ.  Чӑнах, эпӗ ҫавӑн пек ҫынна пӗлетӗп. Ӑна — те кӗлеткипе, те кӗлеткисӗр, эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет —  рая илсе кайнӑ. Унта вӑл каласа пама хушман, ҫыннӑн калама юраман сӑмахсене илтнӗ.  Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанӑп, хампа вара, хамӑн халсӑрлӑхпа мухтанассисӗр пуҫне, мухтанмӑп.  Мухтанас тесен те, ӑссӑр ҫын пек пулмӑп, мӗншӗн тесен чӑннине калӑп. Ҫапах та эпӗ мухтанмӑп, мӗншӗн тесен мана хамӑн сӑмахсемпе ӗҫсене кура хак паччӑр тетӗп,  хама тӗлӗнмелле япаласене уҫса панишӗнех мана асла ан хуччӑр тетӗп. Мӑнкӑмӑлланса каясран тата хам пирки ытлашши шухӑшласран ман кӗлеткене сӑнӑ кӗртнӗ. Ҫав сӑнӑ, Шуйттан ангелӗ пек, мана асаплантарса* тӑрать.  Мана унран хӑтартӑрччӗ тесе эпӗ Ҫӳлхуҫана виҫӗ хутчен тархасларӑм.  Анчах вӑл мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана кӑтартнӑ виҫесӗр ырӑлӑх саншӑн ҫителӗклӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн хӑват эсӗ халсӑр пулнӑ чухне туллин палӑрса тӑрать». Ҫавӑнпа та мана Христосӑн хӑвачӗ чатӑр пек хупласа тӑтӑр тесе эпӗ хамӑн халсӑрлӑхпа савӑнсах мухтанӑп. 10  Эпӗ Христосшӑн халсӑр пулма, хама хурласа каланине илтме, нуша курма, хӗсӗрленине тата йывӑрлӑхсене тӳсме хавас, мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ вӑйлӑ. 11  Сире пула эпӗ ӑссӑр ҫын пек пулса тӑтӑм. Сирӗн ман пирки ырласа калаҫмаллаччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ, ниме тӑмастӑп пулсан та, сирӗн «пит чаплӑ» апостолсенчен нимпе те кая мар. 12  Эпӗ апостол пулнине чӑтӑмлӑ пулнипе, паллӑсем кӑтартнипе, тӗлӗнмелле тата хӑватлӑ ӗҫсем тунипе кӑтартса патӑм, ҫаксене эсир хӑвӑрах куртӑр. 13  Ытти пухусемпе танлаштарсан, сирӗн ҫитменни мӗн пулчӗ? Эпӗ сире чӑрмав кӳменни ҫеҫ. Ҫак айӑпшӑн каҫарсамӑр мана. 14  Эпӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыма та хатӗр ӗнтӗ. Пырсассӑн сире чӑрмав кӳмӗп. Мана сирӗнни кирлӗ мар, эсир хӑвӑр кирлӗ. Мӗншӗн тесен ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли пурлӑх пухмалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пухмалла. 15  Эпӗ сирӗншӗн хамӑн мӗн пуррине, хама та хаваспах парӑп. Эпӗ сире ҫав тери хытӑ юрататӑп пулсан, сирӗн те мана ҫавӑн пекех юратмалла мар-и? 16  Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ сире чӑрмав кӳмерӗм. Ҫав-ҫавах эсир ман пирки «чеескер», «вӑл пире улталарӗ» тетӗр. 17  Хам сирӗн пата янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ сире улталаса мӗн те пулин илтӗм-и вара? 18  Эпӗ Тита сирӗн пата кайма ӳкӗте кӗртрӗм тата унпа пӗрле тепӗр арҫын тӑвана ятӑм. Тит сире улталаса мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑшлӑ пулмарӑмӑр-и вара? Эпир пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳремерӗмӗр-и? 19  Эпир хамӑра сирӗн умра тӳрре кӑларма тӑрӑшатпӑр тесе шутлатӑр-и эсир? Эпир Христоспа пӗрлӗхре пулнӑ май Турӑ умӗнче чӑннине калатпӑр. Юратнӑ тӑвансем, эпир хамӑр мӗн тунине йӑлтах сире ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр. 20  Эпӗ акӑ мӗнрен хӑратӑп: эпӗ сирӗн пата пырсан, эсир эпӗ кӗтнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир кӗтнӗ пек пулмӑп. Ун вырӑнне сирӗн хушшӑрта харкашасси, ӑмсанасси, тарӑхасси, хирӗҫесси, хӑртасси, сӑмах сарасси, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пулӗ тесе хӑратӑп. 21  Эпӗ сирӗн пата тепре пырсан, Турӑ мана сирӗн умра, тен, намӑслантарӗ те; вара камсем унччен ҫылӑх туса пурӑннӑ, анчах хӑйсен тасамарлӑхӗшӗн, аскӑнланса пурӑннӑшӑн* тата намӑссӑрла хӑтланнӑшӑн* ӳкӗнмен, ҫавсенчен нумайӑшӗшӗн манӑн хуйхӑрма тивӗ.

Сноскӑсем

Е «ҫапса».
Е «чӑрсӑррӑн хӑтланнӑшӑн». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.