Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ ЫЙТУ

Мӗнле майпа Турӑ ҫинчен ытларах пӗлме пулать?

«Ҫак закон кӗнекинчи сӑмахсем сан чӗлхӳ вӗҫӗнчен ан кайччӑр. Унта ҫырнине пурне те тӗп-тӗрӗс тытса тӑмашкӑн ӑна кунӗн-ҫӗрӗн ҫурма сасӑпа вула. Вара эсӗ пур ӗҫре те ӑнӑҫлӑ пулӑн, пурне те ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвӑн»

(Иисус Навин 1:8).

«Вӗсем кӗнекене, чӑн Туррӑн законне, сасӑпа вуларӗҫ, унта мӗн ҫырнине ӑнлантарса пычӗҫ тата пӗлтерӗшне уҫса пачӗҫ. Ҫапла вӗсем мӗн вуланине халӑха ӑнланма пулӑшрӗҫ»

(Неемия 8:8).

«Усал ҫынсем сӗннӗ пек туман ҫын... телейлӗ. Вӑл Иеговӑн законне юратать, унӑн законне кунӗн-ҫӗрӗн ҫурма сасӑпа вулать. [...] Вӑл хӑй тӑвакан пур ӗҫре те ӑнӑҫлӑ пулӗ»

(Псалом 1:1—3).

«Филипп урапа патне чупса ҫитнӗ те, Эфиопи ҫынни Иса́ия пророк кӗнекине вуланине илтсен, унран: „Хӑв мӗн вуланине ӑнланатӑн-и?“ — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: „Никам та ӑнлантарса памасан, манӑн мӗнле ӑнланас?“ — тенӗ»

(Апостолсен ӗҫӗсем 8:30, 31).

«Туррӑн куҫа курӑнман лайӑх енӗсем тӗнчене тунӑранпах уҫӑмлӑн курӑнса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир вӗсене вӑл тунӑ япаласене тӗпчесе пӗлме пултаратпӑр. Ҫав япаласем унӑн ӗмӗрхи хӑватне уҫса параҫҫӗ тата вӑл Турӑ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Камсем ҫавна асӑрхасшӑн мар, ҫавсем хӑйсене тӳрре кӑлараймаҫҫӗ»

(Рим 1:20).

«Ҫавӑн ҫинчен шухӑшла, ҫавӑн ӑшне пуҫупах пут, санӑн ҫитӗнӗвӳсем пуриншӗн те паллӑ пулччӑр»

(1 Тимофей 4:15).

«Юратма тата ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарас тесе айтӑр пӗр-пӗринпе тимлӗ пулар... Хамӑр тӗлпулусене сиктерер мар»

(Еврейсем 10:24, 25).

«Сирӗнтен кама та пулин ӑслӑлӑх ҫитеймест пулсан, уҫӑ кӑмӑлпа тата пӗр ӳпкелешмесӗр паракан Турӑран ыйттӑр, вара илӗ»

(Иаков 1:5).