Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсӗ пурне те Христос пек тума тӑрӑшатӑн-и?

Эсӗ пурне те Христос пек тума тӑрӑшатӑн-и?

Эсӗ пурне те Христос пек тума тӑрӑшатӑн-и?

«Сире Турра епле юраса пурӑнма вӗрентнӗ, эсир ҫапла пурӑнатӑр... ӳлӗмрен те ҫапла пурӑнӑр, лайӑхран лайӑх пурӑнма тӑрӑшӑр» (1 Фес. 4:1).

1, 2. а) Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсем мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем курнӑ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн вӑхӑт та пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

 ИИСУС ҫӗр ҫинче пулнӑ вӑхӑтра пурӑннӑ пулсан, мӗнле лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе эсӗ хӑҫан та пулсан шухӑшласа пӑхнӑ-и? Ҫакӑн пирки ӗмӗтленсе шухӑшлама сӑлтавсем сахал мар, паллах. Тен, санӑн Иисуса чир-чӗртен хӑвна сываттарас килет пулӗ. Е санӑн Турӑ Ывӑлӗнчен вӗренес е вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле тунине курас тесе Ӑна курас та илтес те килет пулӗ (Марк 4:1, 2; Лука 5:3—9; 9:11). Иисус ҫак ӗҫсене тунӑ чухне унпа юнашар пулни мӗн тери пысӑк чыс пулнӑ пулӗччӗ! (Лука 19:37). Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсене унтанпа нихӑҫан та пӗр ӑру та курман тата Иисус «Хӑйне парнене кӳрсе» ҫӗр ҫинче мӗн туни текех урӑх пулас ҫук (Евр. 9:26; Иоан. 14:19).

2 Анчах пирӗн вӑхӑт та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн? Эпир пурӑнакан тапхӑр пирки Турӑ Сӑмахӗ «пӗтес вӑхӑт» тата «юлашки кунсем» тесе калать (Дан. 12:1—4, 9, ҪТ; 2 Тим. 3:1, ҪТ). Ҫав вӑхӑтра Сатанана пӗлӗтрен хӑваласа антарса янӑ. Кӗҫех ӑна тимӗрлесе «тӗпсӗр вырӑна» пӑрахӗҫ (Апок. 12:7—9, 12; 20:1—3). Ҫавӑн пекех паян пире текех нихӑҫан та пулас ҫук пысӑк ӗҫе хутшӑнма — ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пурри ҫинчен ҫынсене каласа «Турӑ патшалӑхӗн... Евангелине» пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма — чыс тунӑ (Матф. 24:14).

3. Пӗлӗте ҫӗкленес умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн каланӑ тата ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ?

3 Пӗлӗте ҫӗкленес умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эсир... Иерусалимре, пӗтӗм Иудеяра, Самарияра, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех Ман ҫинчен каласа кӑтартакансем пулӑр»,— тесе каланӑ (Апост. ӗҫ. 1:8). Ҫак ӗҫ шутне пӗтӗм тӗнчипе ҫынсене вӗрентес ӗҫ кӗмелле пулнӑ. Мӗнле тӗллевпе? Пӗтес вӑхӑт ҫитиччен вӗсен Христосӑн ытти вӗренекенӗсене хатӗрлемелле пулнӑ (Матф. 28:19, 20). Христос хушнӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлас тесен пирӗн мӗн тумалла?

4. а) 2 Петр 3:11, 12-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Петр чӗнсе каланӑ сӑмахӗсем тӑрӑх пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Хӑш енчен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла?

4 Петр апостол чӗнсе каланине асӑрхаса пӑхӑр-ха: «Сирӗн, Турӑ килес куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн, Турра хисеплесе мӗн тери таса пурӑнас пулать?» (2 Пет. 3:11, 12). Петрӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫак юлашки кунсенче пирӗн ӗҫсем эпир Турра хисеплесе е чунтан-вартан парӑнса пурӑннине кӑтартаҫҫӗ-⁠и, ҫавна пирӗн тӗрӗслесе тӑмалла. Ырӑ хыпар сарса ҫӳрени те эпир Турра чунтан-вартан парӑннине кӑтартать. Ҫавӑнпа та Христос хушнӑ ӗҫе пирӗн христиан-тӑвансем пӗтӗм тӗнчипех хастарлӑн туса тӑнине курма мӗн тери савӑнӑҫлӑ! Ҫав вӑхӑтрах Сатанан усал тӗнчи кашни кун хӗсӗрленине пула тата хамӑрӑн ҫылӑхлӑ туртӑмсене пула, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чухне хастарлӑха ҫухатасран пирӗн асӑрхануллӑ пулмаллине эпир ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та, Христос пекех пурне те туса тӑратпӑр-и, ҫавна мӗнле тӗрӗслесе пӑхмаллине, айтӑр, пӑхса тухар.

Турӑ панӑ тивӗҫлӗхсене хатӗр пулсах пурнӑҫласа тӑр

5, 6. а) Иерусалимри христиансене Павел мӗншӗн мухтанӑ тата вӑл вӗсене мӗн пирки асӑрхаттарса каланӑ? ӑ) Турӑ панӑ тивӗҫлӗхсене туса тӑрассинчен пирӗн мӗншӗн пӑрӑнмалла мар?

5 Иерусалимри христиансем патне янӑ ҫырура Павел апостол вӗсене унччен те, хытӑ хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӳсӗмлӗ тата Турра шанчӑклӑ пулнӑшӑн мухтанӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Хӑвӑрӑн малтанхи кунӑрсене астуса илӗр-ха: эсир ун чух, хӑвӑр тасалнӑ хыҫҫӑн, пит йывӑр асап куртӑр». Иегова вӗсем шанчӑклӑ пулнине асра тытнӑ (Евр. 6:10; 10:32—34). Павел ӑшӑ сӑмахсемпе мухтаса калани еврей халӑхӗнчи христиансене питӗ ҫирӗплетнӗ пулӗ. Анчах та ҫав ҫырурах Павел ҫыннӑн пӗр туртӑмӗ пирки асӑрхаттарса каланӑ, ҫак туртӑм, ӑна асӑрхаса тӑмасан, Турӑшӑн хастаррӑн ӗҫлессине хавшатма пултарнӑ. Турӑ хушнине пӑхӑнмасӑр тӑрасран тата итлес мар тесе сӑлтавсем шырасран вӗсен асӑрханса тӑмалла тенӗ вӑл (Евр. 12:25).

6 Турӑ панӑ тивӗҫлӗхсене пурнӑҫлас мар тесе сӑлтавсем шырас туртӑм пурри пирки асӑрхаттарса калани пирӗн вӑхӑтри христиансене те пырса тивет. Христианинӑн хӑйӗн тивӗҫлӗхӗсене пурнӑҫламасӑр тӑмалла маррине тата Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чухне хастарлӑха пӗтме памалла маррине эпир лайӑх ӑнланатпӑр (Евр. 10:39). Эпир пуласлӑхра пурӑнӑпӑр е ҫук, ҫакӑ сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнинчен килет (1 Тим. 4:16).

7, 8. а) Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чухне хастарлӑх ан пӗттӗр тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Хастарлӑх сӳнме пуҫланине куратпӑр пулсан, пирӗн Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн аса илмелле?

7 Турӑ панӑ тивӗҫлӗхсене туса тӑрас мар тесе сӑлтавсем шырасран сыхланма пире мӗн пулӑшса тӑма пултарать? Ҫак туртӑмпа кӗрешмелли пӗрремӗш меслет вӑл — хамӑра Турра халаллани мӗне пӗлтерни ҫинчен яланах шухӑшлани. Тӗрӗссипе каласан, Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑрасси пирӗн пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑнса тӑрӗ тесе эпир Ӑна сӑмах патӑмӑр, ҫак сӑмаха пирӗн тытас килет (Матф. 16:24). Ҫавӑнпа та пирӗн вӑхӑтран вӑхӑта хамӑртан ыйтмалла: «Манӑн халӗ те, шыва кӗнӗ чухнехи пекех, хама Турра халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма ҫирӗп шухӑш пур-и? Е унтанпа, ҫулсем иртсе пынӑҫемӗн, манӑн хастарлӑх сӳнме пуҫланӑ?»

8 Хамӑра пӗр ултавсӑр тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн эпир алӑсем усӑннине куртӑмӑр пулсан, Софония пророкӑн хавхалантарса каланӑ сӑмахӗсене аса илни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Санӑн аллусем ан вӑйсӑрланччӑр... Санӑн Турру сан хушшунта, Вӑл сана ҫӑлма хӑватлӑ; саншӑн хавасланса савӑнӗ, Хӑйӗн юратӑвӗпе ырӑлӑхлӑ пулӗ, саншӑн хӗпӗртенипе савӑнса тӑрӗ» (Соф. 3:16, 17). Чи малтанах, ҫак шантарса каланӑ сӑмахсем Вавилон тыткӑнӗнчен Иерусалима таврӑнакан авалхи Израиль халӑхӗ валли пулнӑ. Анчах та ҫак сӑмахсем хальхи вӑхӑтра та Турӑ халӑхне шанчӑк параҫҫӗ. Эпир туса тӑракан ӗҫ Иеговӑн ӗҫӗ пулнӑран пирӗн ҫакна асра тытмалла: Турӑ панӑ тивӗҫлӗхсене пурне те пурнӑҫласа тӑма Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пире пулӑшаҫҫӗ тата ҫирӗплетеҫҫӗ (Пс. 120:1, 2; Матф. 28:20). Турӑ ӗҫне хастарлӑн тума тӑрӑшатпӑр пулсан пире Вӑл пиллет тата малашне те сӑваплӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума пулӑшать.

Хастаррӑн «малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр»

9, 10. Иисус каҫхи пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ пирки тӗслӗх илсе панипе мӗн каласшӑн пулнӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Иисус, фарисейсен пӗр пуҫлӑхӗн килӗнче апатланнӑ чухне, каҫхи пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫинчен кӑтартуллӑ тӗслӗх илсе панӑ. Ҫав тӗслӗхре вӑл пӗрремӗш ӗмӗрте тӗрлӗ ҫынсен Турӑ Патшалӑхне кӗме май пулнине кӑтартса панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «сӑлтав тупа пуҫлани» мӗне пӗлтерни ҫинчен ӑнлантарнӑ. (Лука 14:1, 16—20 вуласа пар.) Иисус илсе панӑ тӗслӗхре чӗннӗ хӑнасем ӗҫкӗ-ҫикӗне мӗншӗн килейменни пирки каланӑ. Пӗри, тин кӑна ҫӗр илнӗскер, манӑн ҫавна пӑхма каймалла, тенӗ. Тепри, темиҫе вӑкӑр илнӗскер, манӑн вӗсене ҫӳретсе пӑхас килет, тенӗ. Виҫҫӗмӗшӗ вара: «Эпӗ авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп»,— тенӗ. Ҫак сӑлтавсем витӗмлӗ пулман. Ҫын хӑй илес тенӗ ҫӗре е выльӑха ялан тенӗ пекех малтанах пӑхса хурать, ҫавӑнпа та илнӗ хыҫҫӑнах тӗрӗслени кирлӗ те мар. Тата тин ҫеҫ авланни ҫак кирлӗ чӗнӗве йышӑнма ҫынна мӗнле чӑрмантарма пултарнӑ-ши? Ҫак тӗслӗхри кил хуҫи тарӑхса кайнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар!

10 Иисус ытарлӑн каланӑ ҫак тӗслӗхрен Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракансем пурте вӗренме пултараҫҫӗ. Мӗне? Пирӗн нихӑҫан та хамӑрӑн ӗҫсене — Иисус каланӑ евӗрлисене — мала хурса Турӑ ӗҫне кая тӑратса хӑвармалла мар. Харпӑр-хӑй ӗҫне пӗрремӗш вырӑна хурасран христианин хӑйне асӑрхаса тӑмасассӑн, унӑн сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑхӗ майӗпен сӳнсе пырать. (Лука 8:14 вуласа пар.) Ҫакӑн пек пулса ан тухтӑр тесе эпир Иисус каланӑ ҫак чӗнӳпе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр: «Малтан Турӑ Патшалӑхӗпе Унӑн тӗрӗслӗхне шырӑр» (Матф. 6:33). Туррӑн ӗҫлекенӗсем — ҫамрӑккисем те, ваттисем те — ҫак питӗ кирлӗ канаша пурнӑҫра тытса пынине курса тӑма питӗ кӑмӑллӑ! Чӑннипех те, нумайӑшӗсем сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнас тесе хӑйсен пурнӑҫне ансатрах тума нумай вӑй хунӑ. «Малтан Турӑ Патшалӑхне» хастаррӑн шырани чӑн-чӑн телей тата тулли кӑмӑл панине вӗсем хӑйсем ҫинче туйса илнӗ.

11. Турӑшӑн хастарлӑн тата чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни кирлине Библири мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

11 Турӑшӑн хастарлӑн ӗҫлесе тӑни питӗ кирлине Израиль патши Иоас пурнӑҫӗнчи пӗр событи кӑтартса парать. Израиль халӑхне Сири халӑхӗ ҫӗнтерме пултарасси питӗ пӑшӑрхантарнӑран Иоас Елисей патне йӗрсе пырать. Сири халӑхне ҫӗнтересси Иеговӑран пулнине кӑтартас тесе, пророк ӑна чӳречерен Сири еннелле ухӑран пеме хушать. Ҫакӑ, паллах, патшана тӗреклетнӗ. Ун хыҫҫӑн Елисей Иоаса юлашки ухӑ йӗпписене илсе вӗсемпе ҫӗре ҫапма хушать. Анчах та вӗсемпе ҫине-ҫинех ҫапас вырӑнне Иоас виҫӗ хутчен кӑна ҫапать. Елисей ун ҫине тарӑхса каять, мӗншӗн тесен Иоас вӗсемпе ытларах ҫапнӑ пулсассӑн «Сири ҫыннисене... тӗппипех аркатса тӑкнӑ пулӗччӗ». Халӗ патша виҫӗ хут кӑна ҫӗнтерме пултарнӑ, анчах та виҫҫӗшӗнче те тӗппипех аркатса тӑкайман. Иоасӑн хастарлӑхӗ ҫителӗксӗр пулнӑран унӑн ӑнӑҫӑвӗ те сахал пулнӑ (2 Патш. 13:14—19, ҪТ). Ҫак пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иегова тума хушнӑ ӗҫе хастарлӑн тата чун-чӗререн туса тӑрсан кӑна Вӑл пире нумай пиллӗхсем парать.

12. а) Пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе кӗрешнӗ чухне хастарлӑха сыхласа хӑварма мӗн пулӑшать? ӑ) Сӑваплӑ ӗҫе яланах туса тӑни сире мӗнле усӑ пани ҫинчен каласа парӑр.

12 Турӑ ӗҫне хастарлӑн тата чунтан-вартан парӑнса туса тӑма пурнӑҫри йывӑрлӑхсем чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Нумай христиан-тӑвансем экономикӑри лару-тӑрусене пула сахал мар йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Теприсен, йывӑр чирленине пула, Иеговӑшӑн нумай ӗҫлейменнишӗн кӑмӑлӗсем пусарӑннӑ. Апла пулин те, пирӗнтен кашни хастарлӑха сыхласа хӑварас тата пурне те Христос пек тума тӑрӑшас тесе кирлӗ утӑмсем тума пултарать. «Пурне те Христос пек туса тӑма сана мӗн пулӑшӗ?» рамкӑра илсе панӑ канашсене тата сӑвӑ йӗркисене, тархасшӑн, тимлӗн пӑхса тух. Эсӗ вӗсемпе мӗнле майпа туллин усӑ курма пултаратӑн, ҫавӑн пирки шухӑшласа пӑх. Ҫапла тусан эсӗ чӑн-чӑн пиллӗхсем вырса илӗн. Сӑваплӑ ӗҫе яланах туса тӑни пире пысӑк усӑ парать, пирӗн пурнӑҫа пуянлатать тата ытларах канӑҫлӑхпа телей кӳрет (1 Кор. 15:58). Унсӑр пуҫне, Турӑшӑн пӗтӗм чунтан ӗҫлесе тӑни «Турӑ килес куна» яланах асра тытма пулӑшать (2 Пет. 3:11, 12).

Хӑвна-хӑв тӗрӗсле

13. Сӑваплӑ ӗҫе пӗтӗм чунтан туса тӑни кашниншӗн мӗне пӗлтернине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

13 Ҫакна асра тытни лайӑх: ҫын Турӑшӑн пӗтӗм чунтан ӗҫленине вӑл ҫак ӗҫе туса тӑма мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрни кӑтартса памасть. Кашнин тӗрлӗрен лару-тӑру. Ҫын ырӑ хыпара кашни уйӑхра пӗр е икӗ сехет хушши сарсассӑн та — ҫакӑнтан ытла вӑл хӑйӗн сывлӑхне пула тӑваймасть пулсассӑн — вӑл Иеговӑна питӗ савӑнтарма пултарать. (Марк 12:41—44 танлаштарса пӑх.) Ҫавӑнпа та, Турӑшӑн пӗтӗм чунтан ӗҫлесе тӑни пирӗншӗн кашниншӗн мӗне пӗлтернине пӗлес тесен хамӑр мӗн тума пултарнине тата хамӑрӑн лару-тӑрӑва лайӑх тӗрӗслемелле. Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май, эпир те, сӑваплӑ ӗҫ ҫине Христос пек пӑхма вӗренсе ҫитесшӗн. (1 Коринф 2:16 вуласа пар.) Иисусӑн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш вырӑнта мӗн пулнӑ? Капернаум хулинчи нумай ҫынна вӑл каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳремелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:43; Иоан. 18:37). Сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма май пуррине пӗлмешкӗн, Иисус ҫак ӗҫе хастарлӑн туса тӑнине асра тытса, хӑвӑн лару-тӑруна тӗрӗслесе пӑх (1 Кор. 11:1).

14. Мӗнле майпа эпир сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма пултаратпӑр?

14 Хамӑрӑн лару-тӑрӑва тимлӗн пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пирӗн ытларах вӑхӑт уйӑрма май пуррине курма пултаратпӑр (Матф. 9:37, 38). Сӑмахран, нумаях пулмасть шкул пӗтернӗ, пиншер ҫамрӑк хыпарҫӑ сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма пуҫланӑ та халӗ пионер пулса хастарлӑн ӗҫленипе савӑнӑҫ илеҫҫӗ. Санӑн та ҫавӑн пек савӑнӑҫа хӑв ҫинче туяс килет-и? Хӑш-пӗр христиан-тӑвансем хӑйсен лару-тӑрӑвӗсене пӑхса тухнӑ та хыпарҫӑсем ҫителӗксӗр вырӑна — е хӑйсен ҫӗршывӗнчех урӑх вырӑна, е ют ҫӗршыва — куҫса кайма шут тытнӑ. Теприсем, урӑх ҫӗршывран килнӗ ҫынсене пулӑшас тесе ют чӗлхе вӗреннӗ. Сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнас тесе улшӑнусем тума ҫӑмӑлах мар пулин те, ҫакӑ нумай пиллӗхсем парать тата эпир нумай ҫынсене «чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитерме» пулӑшма пултаратпӑр (1 Тим. 2:3, 4; 2 Кор. 9:6).

Библири лайӑх тӗслӗхсем

15, 16. Христос пек хастар пулмашкӑн эпир камран тӗслӗх илме пултаратпӑр?

15 Хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма Иисус чӗнсессӗн, апостолсем пулса тӑнисенчен хӑшӗ-пӗрисем мӗн тунӑ? Матфей пирки Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Лешӗ тӑнӑ та, пурне те хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ» (Лука 5:27, 28). Пулӑ тытакан Петрпа Андрей пирки эпир вулатпӑр: «Вӗсем вара, ҫавӑнтах тетелӗсене хӑварса, Ун хыҫӗнчен кайнӑ». Унтан Иисус Иаковпа Иоана хӑйсен ашшӗпе тетелӗсене тӳрлетсе тӑнине курнӑ. Иисус чӗннине вӗсем мӗнле йышӑннӑ? «Вӗсем те вара, ашшӗпе киммине хӑварса, ҫавӑнтах Ун хыҫӗнчен кайнӑ» (Матф. 4:18—22).

16 Тепӗр лайӑх тӗслӗх вара Савл кӑтартнӑ, каярахпа вӑл Павел апостол пулса тӑнӑ. Христос хыҫҫӑн пыракансене хаяррӑн хӑваланӑ пулин те вӑл улшӑннӑ та Христос ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме «суйласа илнӗ савӑт» пулса тӑнӑ. Павел тӳрех «синагогӑсенче Иисус ҫинчен: Вӑл Турӑ Ывӑлӗ, тесе вӗренте пуҫланӑ» (Апост. ӗҫ. 9:3—22). Павелӑн сахал мар йывӑрлӑх, хӑваланисене чӑтса ирттерме тивнӗ пулин те вӑл нихӑҫан та хастарлӑха ҫухатман (2 Кор. 11:23—29; 12:15).

17. а) Пур тӗлӗшпе те Христос пек пулас тесе эсӗ мӗн тӑвасшӑн? ӑ) Иеговӑн ирӗкне чун-чӗререн тата пӗтӗм вӑйран туса тӑнӑшӑн эпир мӗнле пиллӗхсем илетпӗр?

17 Паллах ӗнтӗ, эпир ҫак вӗренекенсенчен тӗслӗх илсе Христос пек пулма чӗннине хатӗр пулсах йышӑнасшӑн (Евр. 6:11, 12). Ҫакна хастарлӑн тата пӗтӗм вӑйпа туса тӑма тӑрӑшни пире мӗнле пиллӗхсем парать? Турӑ ирӗкне туса тӑни пире чӑн-чӑн савӑнӑҫ парать тата сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнсассӑн, пухура тата ытти тивӗҫлӗхсене илсессӗн хамӑрӑн кӑмӑла тултаратпӑр (Пс. 39:9; 1 Фессалоника 4:1 вуласа пар). Ҫапла, пурне те Христос пек туса тӑрсан эпир нихӑҫан пӗтми, нумай пиллӗхсем илетпӗр: чунри лӑпкӑлӑх, тулли кӑмӑл, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк тата Турӑ ырлани (1 Тим. 4:10).

Эсир астӑватӑр-и?

• Пире мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ хушнӑ тата ҫак ӗҫ ҫине пирӗн мӗнле пӑх- малла?

• Ҫыннӑн мӗнле туртӑмӗнчен пирӗн сыхланас пулать тата мӗншӗн?

• Пирӗн хамӑра хӑш енчен пӗр лайӑх тӗрӗслемелле?

• Пурне те Христос пек туса тӑма сана мӗн пулӑшма пултарать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[31-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Пурне те Христос пек туса тӑма сана мӗн пулӑшӗ?

▪ Турӑ Сӑмахне кашни кун вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани (Пс. 1:1—3; 1 Тим. 4:15).

▪ Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пытӑр тата пулӑшса тӑтӑр тесе яланах кӗлӗ туса ыйтни (Зах. 4:6; Лука 11:9, 13).

▪ Сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑн, чун-чӗререн туса тӑракансемпе хутшӑнни (Ытар. 13:21; Евр. 10:24, 25).

▪ Пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра пурӑннине ӑнланни (Еф. 5:15, 16).

▪ Сӑлтавсем шырани мӗн япӑххи патне илсе ҫитернине ӑнланса илни (Лука 9:59—62).

▪ Хӑвна Турра халаллани ҫинчен тата Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни, Иисус йӗрӗпе пыни нумай пиллӗхсем пани ҫинчен пӗрмаях шухӑшлани (Пс. 115:3—5; 132:3; Ытар. 10:22).