Ӳлӗмхи 20:1—15
20 Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм. Унӑн аллинче тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫипе пысӑк сӑнчӑр пурччӗ.
2 Вӑл дракона, авалхи ҫӗлене, урӑхла каласан, Дьявола, Шуйттана, тытрӗ те ӑна 1 000 ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартрӗ.
3 Вӑл ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ, 1 000 ҫул иртиччен вӑл ҫынсене ан улталатӑр тесе ӑна питӗрсе хучӗ те ҫиелтен пичет лартрӗ. Ҫав вӑхӑт иртсен, ӑна кӗске вӑхӑтлӑха ирӗке кӑларӗҫ.
4 Эпӗ престолсене куртӑм, вӗсем ҫинче ларакансене ыттисене суд тума власть панӑ. Тата Иисус ҫинчен каласа пӗлтернӗшӗн, Турӑ ҫинчен калаҫнӑшӑн вӗлернисен* чунӗсене* куртӑм. Вӗсем тискер чӗрчуна тата унӑн сӑнне пуҫҫапмарӗҫ, хӑйсен ҫамки ҫине тата алли ҫине паллӑ ларттармарӗҫ. Вӗсем чӗрӗлчӗҫ те Христоспа пӗрле 1 000 ҫул хушши патшара ларчӗҫ.
5 Вӗсем — вилӗмрен малтан чӗрӗлсе тӑнисем. (Ытти вилнӗ ҫынсем 1 000 ҫул иртмесӗр чӗрӗлмерӗҫ.)
6 Малтан чӗрӗлсе тӑнисем телейлӗ тата сӑваплӑ, иккӗмӗш вилӗм вӗсемпе пуҫ пулаймӗ. Вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ тата Христоспа пӗрле 1 000 ҫул патшара ларӗҫ.
7 Пин ҫул иртсен Шуйттана тӗрмерен кӑларӗҫ.
8 Вӑл ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гога тата Магога, улталама тата вӗсене вӑрҫа пуҫтарма тухӗ. Вӗсен шучӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ.
9 Вӗсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлчӗҫ, сӑваплисен тапӑрне тата Турӑ юратакан хулана ҫавӑрса илчӗҫ. Анчах тӳперен вут-ҫулӑм анчӗ те вӗсене ҫунтарса ячӗ.
10 Вӗсене улталанӑ Шуйттана* кӳкӗртлӗ те вутлӑ кӳлле тискер чӗрчунпа суя пророк патне пӑрахрӗҫ. Вӗсем унта кунӗн-ҫӗрӗн ӗмӗр-ӗмӗрех асапланӗҫ.
11 Эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче ларакана куртӑм. Ун патӗнчен ҫӗр те, тӳпе те тарчӗ, вӗсем валли вырӑн тупӑнмарӗ.
12 Вара эпӗ престол умӗнче тӑракан вилнисене, аслисемпе кӗҫӗннисене, куртӑм. Чӗркемсене уҫса хунӑччӗ. Тата тепӗр чӗркеме — пурнӑҫ чӗркемне — уҫса хунӑччӗ. Вилнисене хӑйсен ӗҫӗсене кура чӗркемре ҫырни тӑрӑх суд турӗҫ.
13 Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнисене кӑларса пачӗ, вилӗмпе виле шӑтӑкӗ* те вилнисене кӑларса пачӗҫ. Вӗсенчен кашнине ӗҫӗсем тӑрӑх суд турӗҫ.
14 Вара вилӗмпе виле шӑтӑкне вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Вутлӑ кӳлӗ иккӗмӗш вилӗме пӗлтерет.
15 Камӑн ятне пурнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавна та вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуртӑпа касса вӗлернисен».
^ Ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче тӑкӑннӑ вӗсен юнне — вӗсен пурнӑҫне сӑнласа паракан юна — пӗлтерет пулмалла. Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявола».