Лука 4:1—44

  • Шуйттан Иисуса илӗртет (1—13)

  • Иисус Галилейӑра ырӑ хыпар калама пуҫлать (14, 15)

  • Иисуса Назаретра йышӑнмаҫҫӗ (16—30)

  • Капернаумри синагогӑра (31—37)

  • Симонӑн хунямӑшне тата ытти ҫынсене сыватни (38—41)

  • Ҫынсем Иисуса ҫын ҫук ҫӗрте шыраса тупаҫҫӗ (42—44)

4  Иисус Иорда́н хӗрринчен кайнӑ. Турӑ ӑна святой сывлӑш панӑ, ҫав сывлӑш ӑна пушхирте илсе ҫӳренӗ.  Иисус унта 40 кун пулнӑ, ҫав кунсенче вӑл нимӗн те ҫимен. Юлашкинчен вӑл выҫса ҫитнӗ, вара Шуйттан* ӑна илӗртме пуҫланӑ.  Шуйттан Иисуса: «Эсӗ Турӑ ывӑлӗ пулсан, ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш», — тенӗ.  Иисус ӑна хуравланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫӑкӑртан анчах килмест“».  Унтан Шуйттан ӑна ҫӳллӗ вырӑна илсе кайнӑ та пӗр самантрах тӗнчери мӗнпур патшалӑха кӑтартнӑ,  вара ӑна каланӑ: «Ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсен чапне-мухтавне те сана парӑп, мӗншӗн тесен ҫак патшалӑхсене мана панӑ, эпӗ вӗсене кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.  Ҫапла вара, эсӗ мана пуҫҫапсан, ҫакӑ пурте санӑн пулӗ».  Иисус ӑна каланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна*, пуҫҫап, пӗр уншӑн кӑна ӗҫлесе тӑр*“».  Унтан Шуйттан Иисуса Иерусалима илсе кайнӑ та храмӑн чи ҫӳллӗ вырӑнне тӑратса ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик. 10  Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: „Вӑл хӑйӗн ангелӗсене сана хӳтӗлеме хушӗ“, 11  вара „санӑн уру чулран ан такӑнтӑр тесе вӗсем сана алӑ ҫинче йӑтса кайӗҫ“». 12  Иисус ӑна каланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „ Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна*, ан тӗрӗсле“». 13  Вара Шуйттан ӑна илӗртме пӑрахнӑ та майлӑ вӑхӑт ҫитиччен ун патӗнчен кайнӑ. 14  Ҫавӑн хыҫҫӑн святой сывлӑшпа хӑватлӑланса Иисус Галилейӑна таврӑннӑ. Унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗре те хыпар сарӑлнӑ. 15  Унта вӑл синагогӑсенче вӗрентнӗ, пурте ун пирки мухтаса калаҫнӑ. 16  Иисус хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑматкун вӑл, яланхи пекех, синагогӑна кӗнӗ. Вӑл вулама тӑрсан, 17  ӑна Иса́ия пророкӑн чӗркемне панӑ. Вӑл ҫав чӗркеме уҫса пӗр вырӑн шыраса тупнӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 18  «Ман ҫинче Иеговӑн* сывлӑшӗ. Вӑл мана чухӑннисене ырӑ хыпар пӗлтерме суйласа илнӗ. Вӑл мана тыткӑнрисене — вӗсене ирӗке кӑларасси ҫинчен, суккӑррисене — вӗсем куракан пуласси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, пусмӑртисене ирӗке кӑларма тата 19  Иегова* хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартас вӑхӑт ҫитнине пӗлтерме ячӗ». 20  Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл чӗркеме каялла чӗркесе хурса унта ӗҫлекене панӑ та ларнӑ. Синагогӑра пурте ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ. 21  Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир халӗ илтнӗ Ҫырури ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ». 22  Пурте ун ҫинчен ырласа калаҫма пуҫланӑ. Унӑн ырӑ сӑмахӗсенчен тӗлӗнсе вӗсем пӗр-пӗрне: «Ку Иосиф ывӑлӗ мар-и вара?» — тенӗ. 23  Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах ӗнтӗ, эсир мана „Тухтӑр, хӑвна ху сыват“ текен каларӑша аса илтерсе ҫапла калӑр: „Эсӗ Капернаумра мӗн тунине илтрӗмӗр эпир, кунта та, хӑвӑн тӑван ҫӗрӳнте, ҫавнах туса кӑтарт“». 24  Унтан вӑл каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче пӗр пророка та хапӑл тумаҫҫӗ. 25  Чӑннине калатӑп сире: Илия́ пурӑннӑ вӑхӑтра виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши ҫумӑр пулман чухне, пӗтӗм ҫӗр ҫинче хаяр выҫлӑх пулнӑ чухне, Израильте тӑлӑх арӑмсем нумай пулнӑ. 26  Ҫапах Илияна вӗсем патне пӗрин патне те яман, ӑна Сидо́н ҫӗрӗнчи Саре́пта хулинчи пӗр тӑлӑх арӑм патне кӑна янӑ. 27  Елисей пророк пурӑннӑ вӑхӑтра та Израильте тилҫеллӗ ҫынсем нумай пулнӑ. Ҫапах вӗсенчен пӗрне те сыватман, Сири ҫыннине Неемана кӑна сыватнӑ». 28  Ҫакна илтсен синагогӑрисем пурте тарӑхсах кайнӑ. 29  Вара вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларса хӑйсен хули ларакан ту ҫине илсе кайнӑ, вӗсем ӑна ҫавӑнтан аялалла пӑрахасшӑн пулнӑ. 30  Анчах вӑл вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ. 31  Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Галилейӑри Капернау́м хулине пынӑ, унта шӑматкунсенче вӑл ҫынсене вӗрентнӗ. 32  Вӑл мӗнле вӗрентнинчен вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен вӑл власть пур ҫын пек калаҫнӑ. 33  Синагогӑра усал сывлӑш, урӑхла каласан, демон, ярса илнӗ ҫын пулнӑ. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: 34  «Назаре́т Иисусӗ, сана пирӗнтен мӗн кирлӗ? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ-и? Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ — Туррӑн Святойӗ». 35  Анчах Иисус ӑна: «Чарӑн, тух ун ӑшӗнчен», — тесе хушнӑ. Вара демон пурин умӗнче ҫав ҫынна урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ. 36  Пурте хытӑ тӗлӗнсе пӗр-пӗрне ҫапла калама пуҫланӑ: «Курӑр-ха, мӗнлерех вӑл калаҫать! Унӑн сӑмахӗсенче хӑват пур, вӑл усал сывлӑшсене хушать те — лешсем тухаҫҫӗ!» 37  Вара ун ҫинчен таврари пӗтӗм ҫӗре хыпар сарӑлнӑ. 38  Синагогӑран тухсан Иисус Си́мон килне кайнӑ. Си́монӑн хунямӑшӗ хытӑ вӗрилентернипе асапланнӑ, Иисуса ӑна пулӑшма ыйтнӑ. 39  Иисус ун патне пырса ӑна сыватнӑ, вара ӑна вӗрилентерме пӑрахнӑ. Хӗрарӑм ҫав самантрах тӑнӑ та вӗсене хӑналама пуҫланӑ. 40  Хӗвел аннӑ чухне Иисус патне тӗрлӗ чирпе асапланакансене илсе пынӑ. Вӑл, кашнийӗ ҫине аллине хурса, вӗсене сыватнӑ. 41  Ҫавӑн пекех вӑл нумай ҫын ӑшӗнчен демонсене хӑваласа кӑларнӑ. Тухнӑ чухне вӗсем: «Эсӗ Туррӑн Ывӑлӗ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах Иисус демонсене хӑй ҫинчен калама чарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем вӑл Христос иккенне пӗлнӗ. 42  Тул ҫутӑлсан, Иисус унтан тухса ҫын ҫук ҫӗре кайнӑ. Анчах ҫынсем ӑна шырама пуҫланӑ, тупсан вара ӑна хӑйсем патӗнчен ярас мар тесе чарса тӑнӑ. 43  Вӑл вӗсене каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара манӑн ытти хуласенче те пӗлтермелле. Мана ҫавӑншӑн янӑ та». 44  Вара вӑл ырӑ хыпар пӗлтерме Иудейӑри синагогӑсене кайнӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
Е «сӑваплӑ ӗҫ туса тӑр».