Матфей 16:1—28
16 Унта Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та ӑна тӗрӗслес тесе тӳперен паллӑ кӑтартма ыйтнӑ.
2 Иисус вӗсене каланӑ: «Каҫ пулсан эсир: „Тӳпе хӗрелет, апла ыран уяр пулать“, — тетӗр.
3 Ирхине вара эсир: „Тӳпе хӗрелет, анчах пӗлӗтлӗ, апла паян ҫанталӑк япӑх пулать, ҫумӑр ҫӑвать“, — тетӗр. Эсир тӳпене пӑхса ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлме пултаратӑр, анчах хальхи вӑхӑтра пулса иртекен ӗҫсен* пӗлтерӗшне ӑнланмастӑр.
4 Усал та Турра шанчӑксӑр* ӑру хӑйне паллӑ кӑтартма ыйтсах тӑрать. Анчах ӑна Ио́на пророк паллисӗр пуҫне урӑх нимӗнле паллӑ та кӑтартмӗҫ». Вара вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ.
5 Унӑн вӗренекенӗсем ҫыранӑн тепӗр енне каҫнӑ, анчах хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме манса кайнӑ.
6 Иисус вӗсене каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсемпе саддукейсен кӑвас чустинчен сыхланӑр».
7 Вӗсем хӑйсем хушшинче: «Эпир ҫӑкӑр илме манса кайнӑран вӑл ҫавӑн пек калать пулас», — тесе шухӑшлама пуҫланӑ.
8 Ҫавна пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: «Ӗненӳ ҫитсех кайманскерсем, мӗншӗн эсир хӑвӑр хушшӑрта ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр?
9 Эсир халӗ те ӑнланмастӑр-и? Пилӗк ҫӑкӑрпа 5 000 ҫынна тӑрантарнине тата юлнӑ ҫӑкӑра миҫе карҫинкка пуҫтарнине астумастӑр-им?
10 Ҫичӗ ҫӑкӑрпа 4 000 ҫынна тӑрантарнине, юлнӑ ҫӑкӑра миҫе карҫинкка пуҫтарнине те астумастӑр-и?
11 Эпӗ сирӗнпе ҫӑкӑр ҫинчен калаҫманнине мӗнле-ха ӑнланмастӑр? Сирӗн фарисейсемпе саддукейсен кӑвас чустинчен сыхланмалла».
12 Вара вӗренекенӗсем вӑл вӗсене ҫӑкӑр пӗҫермелли кӑвас чустинчен мар, фарисейсемпе саддукейсен вӗрентӗвӗнчен сыхланмалли ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.
13 Филипп Кесарийӗ таврашне ҫитсен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫынсем Этем Ывӑлӗ пирки мӗн калаҫҫӗ? Ӑна кам вырӑнне хураҫҫӗ?»
14 Вӗсем каланӑ: «Пӗрисем вӑл Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ, теприсем — Илия́, тата теприсем Иереми́я е пророксенчен пӗри теҫҫӗ».
15 Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр ман пирки мӗн шутлатӑр?»
16 Си́мон Пётр хуравланӑ: «Эсӗ — Христос, чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ».
17 Иисус вара ӑна каланӑ: «Телейлӗ эсӗ, Ио́на ывӑлӗ Си́мон, мӗншӗн тесен ҫакна сана ҫынсем* мар, манӑн ҫӳлти Атте уҫса пачӗ.
18 Эпӗ сана калатӑп: эсӗ — Пётр, ҫак чул хысакӗ ҫинче эпӗ хамӑн пухӑва туса лартӑп, виле шӑтӑкӗн* хапхи ӑна ҫӗнтереймӗ.
19 Эпӗ сана ҫӳлти Патшалӑхӑн уҫҫисене парӑп. Тӳпере мӗн ҫыхнине эсӗ ҫӗр ҫинче ҫыхӑн, тӳпере мӗн салтнине эсӗ ҫӗр ҫинче салтӑн».
20 Унтан вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй Христос пулни ҫинчен никама та калама хушман.
21 Иисус ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗренекенӗсене хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта старейшинӑсенчен, аслӑ священниксенчен тата закон вӗрентӳҫисенчен нумай асап курасси ҫинчен, хӑйне вӗлересси ҫинчен тата виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ӑнлантарса пама пуҫланӑ.
22 Вара Пётр Иисуса айккинелле илсе кайса ӑна хирӗҫлеме* пуҫланӑ: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫа. Санпа ун пекки нихӑҫан та пулмӗ».
23 Иисус ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑрса Пётра каланӑ: «Кай ман патран*, Шуйттан! Эсӗ маншӑн такӑнтаракан чул, мӗншӗн тесен эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, ҫынсене юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».
24 Унтан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма* пӑрахтӑр та хӑйӗн асап юпине* илсе ман хыҫҫӑн пытӑр.
25 Кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварасшӑн, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам хӑйӗн пурнӑҫне маншӑн ҫухатать, ҫавӑ каллех пурӑнӗ.
26 Чӑнах та, ҫын пӗтӗм тӗнчене туянсан, анчах хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатсан, ӑна мӗн усси пулӗ? Е хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ҫын мӗн пама пултараять?
27 Этем Ывӑлӗ Ашшӗн мухтавӗпе, хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те кашнине ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
28 Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Этем Ывӑлӗ Патша пек* килнине курмасӑр вилмӗҫ».
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «анчах вӑхӑтсен паллисен».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аскӑн».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳтпе юн».
^ Е «ӳпкелеме».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман хыҫа кайса тӑр».
^ Е «хӑйӗн ирӗкне».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн Патшалӑхӗнче».