Лука 19:1—48
19 Унтан Иисус Иерихо́н хулине кӗрсе ун витӗр иртсе пынӑ.
2 Ҫав хулара Закхе́й ятлӑ пуян ҫын пурӑннӑ, вӑл налог пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ пулнӑ.
3 Унӑн Иисуса питӗ курас килнӗ, анчах хӑй лутра пулнӑран вӑл ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман.
4 Вара вӑл маларах чупса кайнӑ та, иртсе каякан Иисуса курас тесе, сикомо́р йывӑҫӗ ҫине хӑпарса ларнӑ.
5 Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ӑна каланӑ: «Закхе́й, ан часрах, мӗншӗн тесен паян эпӗ сан килӳнте хӑна пулӑп».
6 Лешӗ васкасах йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑйӗн килӗнче савӑнсах хӑна тунӑ.
7 Ҫакна курсан пурте: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне хӑнана килчӗ», — тесе ӳпкелешме пуҫланӑ.
8 Анчах Закхе́й тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине эпӗ чухӑнсене валеҫсе парӑп, камран эпӗ укҫа сӑптӑрса илнӗ*, ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп».
9 Вара Иисус каланӑ: «Паян Турӑ ҫак ҫынна тата унӑн кил-йышне ҫӑлчӗ, мӗншӗн тесен вӑл та Авраа́мӑн ывӑлӗ.
10 Вӗт Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ».
11 Иисус хӑйне итлекенсене тата тепӗр тӗслӗх каласа панӑ, мӗншӗн тесен вӗренекенӗсем, Иисус Иерусалима ҫывхарса пынӑран, Турӑ Патшалӑхӗ часах уҫҫӑн курӑнӗ тесе шутланӑ.
12 Вӑл каланӑ: «Пӗр чаплӑ йӑхран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк* илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва тухса кайнӑ.
13 Вӑл хӑйӗн 10 чурине чӗнсе илсе вӗсене 10 ми́на* панӑ та каланӑ: „Эпӗ таврӑниччен ҫак минӑсене ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“.
14 Анчах хӑйӗн ҫӗршывӗнче пурӑнакан ҫынсем ӑна курайман пирки: „Вӑл пирӗн патша ан пултӑр“, — тесе калама ун хыҫӗнчен хӑйсен ҫыннисене янӑ.
15 Патшана ларма ирӗк* илсен вӑл таврӑннӑ та укҫа парса хӑварнӑ чурисене хӑй патне чӗннӗ. Вӑл кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине ыйтса пӗлме пуҫланӑ.
16 Чурисенчен пӗри пынӑ та каланӑ: „Хуҫа, эсӗ парса хӑварнӑ ми́на 10 ми́на тупӑш пачӗ“.
17 Хуҫи ӑна каланӑ: „Маттур, эсӗ лайӑх чура! Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпӗ сана 10 хула пуҫлӑхӗ тӑвӑп“.
18 Унтан тепӗр чури пынӑ та каланӑ: „Хуҫа, эсӗ парса хӑварнӑ ми́на 5 ми́на тупӑш пачӗ“.
19 Ҫак чурана вӑл: „Эсӗ 5 хула пуҫлӑхӗ пулӑн“, — тенӗ.
20 Кайран тата тепри пынӑ та каланӑ: „Хуҫа, акӑ эсӗ парса хӑварнӑ ми́на. Эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм.
21 Эпӗ санран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен эсӗ хаяр ҫын. Эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн“.
22 Хуҫи ӑна каланӑ: „Усал чура, эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплӑп. Эпӗ хаяр ҫын пулнине, хумасӑрах илнине тата акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ.
23 Апла мӗншӗн-ха эсӗ манӑн укҫана* усламҫӑсене кайса памарӑн*? Вара таврӑнсан эпӗ ӑна процентсемпе илнӗ пулӑттӑм“.
24 Вара вӑл юнашар тӑракансене: „Минӑна унран туртса илсе 10 минӑллӑ чурана парӑр“, — тесе хушнӑ.
25 Анчах вӗсем ӑна: „Хуҫа, унӑн ахаль те 10 ми́на пур“, — тенӗ.
26 Вӑл вӗсене хуравланӑ: „Калатӑп сире: камӑн пур, ӑна тата парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пуррине те туртса илӗҫ.
27 Мана хӑйсен патши тӑвасшӑн пулман тӑшмансене илсе килӗр кунта, вӗсене ман умрах вӗлерӗр“».
28 Ҫакна каласан, вӑл малалла Иерусалималла кайнӑ.
29 Олива тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ Виффагипе Вифа́ни патне ҫитсен, вӑл хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ:
30 «Хӑвӑр умӑрти яла кайӑр. Эсир унта кӗрсен, кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланса ҫӳремен ашак тихине куратӑр. Ӑна вӗҫертсе кунта ҫавӑтса килӗр.
31 Кам та пулин сирӗнтен: „Эсир ӑна мӗншӗн вӗҫертетӗр?“ — тесе ыйтсан, эсир: „Вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ“, — тейӗр».
32 Вара икӗ вӗренекенӗ кайнӑ та, хӑйсене Иисус каланӑ пек, ашак тихине тупнӑ.
33 Вӗсем ашак тихине вӗҫертнӗ чухне унӑн хуҫисем вӗсенчен: «Ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр?» — тесе ыйтнӑ.
34 Вӗсем: «Вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ», — тенӗ.
35 Вӗсем ашак тихине Иисус патне ҫавӑтса пынӑ. Унтан ун ҫине хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене хунӑ та Иисуса ун ҫине утлантарнӑ.
36 Вӑл ашак тихи ҫинче ларса пынӑ чухне ҫынсем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене ҫул ҫине сара-сара хунӑ.
37 Иисус Олива тӑвӗ ҫинчен анакан ҫул патне ҫитсен, унӑн темӗн чухлӗ вӗренекенӗ савӑнма тата хӑйсем курнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсемшӗн пуриншӗн те Турра мухтама пуҫланӑ.
38 Вӗсем каланӑ: «Иеговӑн* ячӗпе килекен Патша пиллӗхлӗ пултӑр! Тӳпере мир тата ҫӳлти Турра мухтав пултӑр!»
39 Анчах хӑш-пӗр фарисейсем халӑх хушшинчен ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, хӑвӑн вӗренекенӳсене шӑпланма хуш».
40 Вӑл вӗсене каланӑ: «Калатӑп сире: вӗсем шӑплансан, чулсем кӑшкӑрма пуҫлӗҫ».
41 Хула патне ҫывхарсан Иисус ун ҫине пӑхнӑ та макӑрса янӑ,
42 вара каланӑ: «Мӗн мир кӳнине эсӗ пӗлес пулсанччӗ... Анчах халӗ эсӗ ҫакна ӑнланаймастӑн.
43 Ҫакӑн пек кунсем ҫитӗҫ: ун чухне санӑн тӑшманусем шӗвӗртнӗ пӗренесенчен сан тавра хӳме туса лартӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, пур енчен те хӗстерӗҫ.
44 Вӗсем сана та, хулара пурӑнакан ҫыннусене* те тӗп тӑвӗҫ. Ҫак вырӑнта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Турӑ хӑвна суд тума килнине ӑнланмарӑн».
45 Иисус храма кӗнӗ те унта сутакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ.
46 Вӑл вӗсене каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“ тесе ҫырнӑ. Анчах эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хутӑр!»
47 Иисус кашни кун храмра вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, закон вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ,
48 анчах ҫавна мӗнле тумаллине пӗлмен, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх ун ҫумӗнчен каймасӑр вӑл мӗне вӗрентнине итленӗ.
Сноскӑсем
^ Е «суйса айӑпласа туртса илнӗ».
^ Е «патшалӑх».
^ Грек мини 340 г тайнӑ, 100 драхмӑпа танлашнӑ. Пӗр ми́на ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн виҫӗ уйӑха яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «патшалӑх».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗле».
^ Е «банка кайса хумарӑн».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ачусене».