1 Коринф 2:1—16
2 Тӑвансем, эпӗ сирӗн пата Туррӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен пӗлтерме пырсан, хам мӗнле калаҫнипе е хамӑн ӑслӑлӑхпа тӗлӗнтерме тӑрӑшмарӑм.
2 Эпӗ сирӗнпе Иисус Христос пирки тата ӑна юпа ҫине пӑталани пирки ҫеҫ калаҫма шут тытрӑм.
3 Сирӗн пата пырсан эпӗ вӑйсӑрччӗ, хӑраттӑмччӗ тата хытӑ пӑлханаттӑмччӗ.
4 Эпӗ калаҫнӑ чухне тата ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ӑслӑ ҫынсем усӑ куракан ӗнентерӳллӗ сӑмахсемпе калаҫмарӑм. Манӑн сӑмахсенче Туррӑн сывлӑшӗпе вӑйӗ курӑнса тӑчӗ.
5 Ҫавна эпӗ сирӗн ӗненӗвӗр ҫынсен ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Туррӑн вӑйӗ ҫинче никӗсленсе тӑтӑр тесе турӑм.
6 Эпир ӑслӑлӑх ҫинчен ӗненӳре ҫирӗп тӑракансемпе калаҫатпӑр*, анчах вӑл — ҫак тӗнчен ӑслӑлӑхӗ мар тата унӑн пӗтес пуҫлӑхӗсен ӑслӑлӑхӗ те мар.
7 Эпир сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхра пытарӑнса тӑракан Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен калаҫатпӑр. Пире мухтава кӑлармашкӑн Турӑ ҫак ӑслӑлӑха уҫса пама ку тӗнче* пуҫланса кайичченех шутласа хунӑ.
8 Ҫак ӑслӑлӑха ку тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлсе ҫитеймен, пӗлсе ҫитнӗ пулсан вӗсем мухтавлӑ Ҫӳлхуҫана пӑталаман пулӗччӗҫ.
9 Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ хӑйне юратакансем валли мӗн хатӗрлесе хунине куҫ та курман, хӑлха та илтмен, ӑспа та никам та ӑнланса илеймен».
10 Пире вара Турӑ ҫавна хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ уҫса пачӗ, мӗншӗн тесен сывлӑш пурне те, Турӑ ӑслӑлӑхӗн тарӑнӑшне* те, тӗпчет.
11 Ҫын шухӑшне хӑйсӗр пуҫне урӑх кам пӗлтӗр? Ӑна ҫын хӑй* кӑна пӗлет. Ҫавнашкалах Туррӑн шухӑшне те Туррӑн сывлӑшӗсӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмест.
12 Эпир вара Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхӗпе хамӑра мӗн панине пӗлмешкӗн ҫак тӗнчен сывлӑшне мар, Турӑ паракан сывлӑша илтӗмӗр.
13 Ҫакӑн ҫинчен эпир ӑслӑ ҫынсенчен вӗреннӗ сӑмахсемпе мар, ҫав сывлӑш вӗрентекен сӑмахсемпе калаҫатпӑр. Ҫапла вара Турӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫав сывлӑш вӗрентекен сӑмахсемпе ӑнлантарса паратпӑр.
14 Анчах та хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякан ҫын Туррӑн сывлӑшӗнчен килекеннине йышӑнмасть, мӗншӗн тесен ҫакӑ уншӑн ӑссӑрлӑх. Сывлӑшран килекеннине вӑл ӑнланса илеймест, мӗншӗн тесен ӑна хак памашкӑн Туррӑн сывлӑшӗ кирлӗ.
15 Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пурӑнакан ҫын вара пур япалана та хак пама пултарать, анчах та ӑна хӑйне ҫынсенчен нихӑшӗ те хак параймасть.
16 «Иеговӑна* вӗрентмешкӗн унӑн ӑсне кам пӗлсе ҫитнӗ?» Пирӗнте вара — Христосӑн ӑсӗ.
Сноскӑсем
^ Е «эпир ӑслӑлӑх ҫинчен ҫитӗнсе ҫитнисемпе калаҫатпӑр».
^ Е «ӗмӗрсем». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Туррӑн тарӑнӑшӗсене».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫав ҫыннӑн сывлӑшӗ».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.