Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Сирӗн ҫуттӑр... ҫынсен умӗнче» ҫутатса Иеговӑна мухтава кӑлартӑр

«Сирӗн ҫуттӑр... ҫынсен умӗнче» ҫутатса Иеговӑна мухтава кӑлартӑр

«Сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем... Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр» (МАТФ. 5:16).

ЮРӐСЕМ: 77, 59

1. Савӑнма пирӗн мӗнле сӑлтав пур?

ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсен ҫути ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех ҫутатса тӑнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр. Пӗлтӗр эпир 10 миллион ытла ҫынпа Библи вӗрентӗмӗр. Унсӑр пуҫне, миллион-миллион ҫын Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне килсе Турӑ ҫынсене хытӑ юратнӑран тӳлесе илмелли парне пани ҫинчен пӗлнӗ (1 Иоанн 4:9).

2, 3. а) «Ҫутӑсем пек» пулма пире мӗн чӑрмантарма пултараймасть? ӑ) Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Туррӑн ӗҫлекенӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пире ҫӳлти Аттемӗре Иеговӑна пӗр пулса чыс-мухтав кӳрсе тӑма чӑрмантармасть (Ӳлӗм. 7:9). Кирек мӗнле чӗлхепе калаҫсан та, кирек ӑҫта пурӑнсан та эпир «тӗнчене ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек» пулма пултаратпӑр (Флп. 2:15, 16).

3 Ырӑ хыпар сарас ӗҫ, пирӗн хушӑри пӗрлӗх тата эпир сыхӑ тӑни — ҫакӑ пурте Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрать. Хамӑрӑн ҫутта ҫынсем умӗнче ҫутатма парас тесен пирӗнтен кашни ҫак виҫӗ енчен мӗн тума пултарать? Айтӑр пӑхса тухар. (Матфей 5:14—16 вуласа пар.)

ЫТТИСЕНЕ ИЕГОВӐН ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ПУЛСА ТӐМА ПУЛӐШӐР

4, 5. а) Пирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр тесен эпир ырӑ хыпар сарнисӗр пуҫне тата мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Эпир ырӑ кӑмӑллӑ пулни ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Хамӑрӑн ҫутӑ ҫутаттӑр тесен пирӗн ырӑ хыпар сармалла тата вӗренекенсем хатӗрлемелле (Матф. 28:19, 20). 1925 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Тӗттӗмлӗхре ҫутатакан ҫутӑ» статьяра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Хамӑрӑн ҫутта ҫутатма памасӑр... ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче Ҫӳлхуҫана шанчӑклӑ тӑрса юлма май ҫук. Ҫав ҫутӑ ҫутаттӑр тесен пирӗн ҫӗр ҫинчи халӑхсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳремелле тата Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнмалла». Унсӑр пуҫне, хамӑра мӗнле тытнипе те Иеговӑна мухтава кӑларма пултаратпӑр. Эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсем пире сӑнаҫҫӗ. Ҫынсене ӑшшӑн йӑл кулса саламласан, вӗсем пирӗн ҫинчен те, пирӗн Турӑ ҫинчен те лайӑх шутлӗҫ.

5 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: „канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле“ тейӗр»,— тесе каланӑ (Матф. 10:12). Иисус тата унӑн апостолӗсем ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ вырӑнта палламан ҫынна пӳрте кӗме сӗнесси йӑлара пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара нумай ҫӗрте ун пек йӑла ҫук. Хӑйсем патне палламан ҫын килсен ҫынсем хумханса кайма е тарӑхма та пултараҫҫӗ. Анчах та эпир хамӑр мӗншӗн килнине ырӑ кӑмӑлпа ӑнлантарса парсан кил хуҫисем хӑйсене лӑпкӑрах туйӗҫ. Ӑшшӑн йӑл кулни — калаҫӑва пуҫлама пулӑшакан чи лайӑх май. Ҫавна халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче стендпа ырӑ хыпар саракан тӑвансем те асӑрханӑ. Ҫынсене йӑл кулса ӑшшӑн саламласан вӗсене пирӗн пата пырса публикацисем илме ҫӑмӑлтарах. Эпир ырӑ кӑмӑллӑ пулни вӗсене пирӗнпе калаҫу тапратма та хавхалантарма пултарать.

6. Пӗр ватӑ мӑшӑра ырӑ хыпара малалла та хастарлӑн сарма мӗн пулӑшнӑ?

6 Англире пурӑнакан пӗр ватӑ мӑшӑра сывлӑхӗ питӗ начар пулнӑран килрен киле ҫӳресе ырӑ хыпар сарма йывӑр. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен килӗ умӗнче ырӑ хыпар сарма шут тытнӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене илме ҫывӑхри шкула кайса килнӗ вӑхӑтра вӗсем сӗтел ҫине публикацисем кӑларса хураҫҫӗ. Нумайӑшне «Ответы на твои вопросы» кӗнеке тата хӑш-пӗр брошюрӑсем интереслентернӗ. Ҫав ватӑ тӑвансене пулӑшас тесе пӗр пионерка вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Ҫав хӗрарӑм тӑван ырӑ кӑмӑллӑ пулнине тата ҫав ватӑ мӑшӑр ыттисене пулӑшас тесе чун-чӗререн тӑрӑшнине ашшӗ-амӑшӗсем асӑрханӑ. Ашшӗсенчен пӗри вара Библи вӗренме те килӗшнӗ.

7. Ют ҫӗртен килнӗ ҫынсене эсир мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

7 Юлашки ҫулсенче нумай ҫӗршывра беженецсен йышӗ ӳссе кайнӑ. Вӗсене Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн тума сӑмах пани ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Малтанлӑха вӗсене хӑйсен чӗлхипе саламлама вӗренме пулать. Ҫак тӗлӗшрен пире ют чӗлхесене вӗренмелли приложени пулӑшать. Унсӑр пуҫне, эпир темиҫе сӑмах ҫаврӑнӑшне вӗренме пултаратпӑр, ҫавна пула, тен, ҫынсен пирӗнпе калаҫас килсе кайӗ. Вара вӗсене интернетра хӑйсен чӗлхипе тухнӑ публикацисене тата видеороликсене мӗнле тупмаллине кӑтартма май пулӗ (Сак. аст. 10:19).

8, 9. а) Эрне варринчи тӗлпулу мӗнле усӑ парать? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене комментарисем пама мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

8 «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗшӗн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Ҫак тӗлпулӑвӑн тӗллевӗ — ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑсталӑха ӳстересси. Эпир ҫав тӗлпулура усӑллӑ канашсем илетпӗр. Вӗсем пире ҫынсем патне тепӗр хут кайнӑ чухне тата Библи вӗренӗвӗсем ирттернӗ чухне хӑюллӑрах пулма пулӑшаҫҫӗ.

9 Пирӗн тӗлпулусене пӗрремӗш хут килнӗ ҫынсем унта ачасем те комментарисем панине асӑрхаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене хӑйсен сӑмахӗсемпе хуравлама вӗрентӗр, вара вӗсен ҫути те ҫынсен умӗнче ҫутатса тӑрӗ. Ачасем чун-чӗререн каланӑ сӑмахсене илтсе хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑха тупнине ӑнланса илнӗ (1 Кор. 14:25).

ПӖРЛӖХЕ ҪИРӖПЛЕТӖР

10. Ҫемьери пӗрлӗхе ҫирӗплетес тесе мӗн тумалла?

10 Хамӑр ҫемьери тата пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетнипе те эпир хамӑрӑн ҫутта ҫутатма паратпӑр. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсен кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме вӑхӑт уйӑрмалла. Нумайӑшне пирӗн телекуравра кашни уйӑхра тухса тӑракан программӑна пӑхма килӗшет. Пӑхнӑ хыҫҫӑн мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине мӗншӗн-ха сӳтсе явас мар? Ан манӑр: пӗчӗк ачасене те, пысӑкрах ачасене те вӗрентнӗ чухне вӗсене кашнине мӗн кирлине шута илмелле. Ҫавӑнпа ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни пуриншӗн те усӑллӑ пултӑр тесе вӗренмелли материала тӗплӗн суйласа илмелле (Пс. 148:12, 13).

Ватӑ тӑвансемпе хутшӑнни пире хавхалантарма пултарать (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11—13. Пухури пӗрлӗхе эпир мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?

11 Ҫамрӑксем, эсир те пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетме тата ыттисене вӗсен ҫути малалла та ҫутаттӑр тесе пулӑшма пултаратӑр. Тӗслӗхрен, ватӑ тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашма тӗллев лартӑр. Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма вӗсене мӗн пулӑшни ҫинчен ыйтса пӗлӗр. Вӗсем мӗн каласа пани сире тӗреклетӗ паллах тата хӑвӑра та, ҫав тӑвансене те малалла та чӑнлӑх ҫутипе ҫутатса тӑма хавхалантарӗ. Унсӑр пуҫне, эпир пурсӑмӑр та тӗлпулусене килекенсене, уйрӑмах пӗрремӗш хут килнӗ ҫынсене, саламлама пултаратпӑр. Вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илӗр, вырӑн тупма пулӑшӑр тата ытти тӑвансемпе паллаштарӑр. Вӗсем хӑйсене килти пекех туйма пултарччӑр тесе тӑрӑшӑр.

12 Сире ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ирттерме хушнӑ пулсан, сирӗн ватӑ тӑвансене ырӑ хыпар сарма нумай енчен пулӑшма май пур. Сӑмахран, эсир вӗсене юрӑхлӑ участок уйӑрса пама пултаратӑр. Хӑш-пӗр чухне ватӑ тӑванпа пӗрле ырӑ хыпар сарма ҫамрӑк тӑвана ярсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ватӑ тӑвансем тата камӑн сывлӑхӗ начар, ҫавсем унчченхи пекех нумай ырӑ хыпар сарма пултарайманнишӗн кулянма пултараҫҫӗ. Вӗсен ыттисем хӑйсемшӗн тӑрӑшнине тата вӗсен лару-тӑрӑвне шута илнине туйса тӑмалла. Ҫакӑ вӗсене вӑй парса тӑрӗ. Тӑвансем кирек миҫере пулсан та тата кирек миҫе ҫул хушши ырӑ хыпар сараҫҫӗ пулсан та, эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулни вӗсене малалла та сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑн хутшӑнма хавхалантарса тӑрӗ (Лев. 19:32).

13 Израильтянсем пӗрле пухӑнса Иеговӑна пуҫҫапма питӗ хавас пулнӑ. Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Тӑванпа тӑван пӗрле пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ!» (Псалом 132:1, 2 вуласа пар.) Вӑл пӗрлӗхе пуҫа сӗрмелли ҫупа танлаштарнӑ, ҫав ҫу тутлӑ шӑршӑллӑ пулнӑ тата ӳт-тире уҫӑлтарса янӑ. Ҫавнашкалах эпир пухури тӑвансемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулни вӗсен чунне уҫӑлтарма пултарать тата пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетет. Мӗншӗн-ха тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашас мар? (2 Кор. 6:11—13.) Ҫапла тӑватӑр пулсан эсир мухтава тивӗҫлӗ.

14. Чӑнлӑх ҫутине курма кӳршӗсене мӗнле пулӑшма пулать?

14 Чӑнлӑх ҫутине курма кӳршӗсене мӗнле пулӑшма пулать? Хамӑрӑн ырӑ сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Кӳршӗсем ман ҫинчен мӗн шутлаҫҫӗ? Килте те, кил таврашӗнче те таса та тирпейлӗ пултӑр тесе тӑрӑшатӑп-и? Эпӗ кӳршӗсене пулӑшу сӗнетӗп-и?» Пухури тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне ҫакӑн ҫинчен ыйтса пӗлӗр: вӗсен ырӑ ӗҫӗсем хурӑнташӗсем, кӳршисем, пӗрле ӗҫлекенӗсем е вӗренекенӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Тӑвансем сире нумай интереслӗ тӗслӗх каласа пама пултарӗҫ (Эф. 5:9).

СЫХӐ ТӐРӐР

15. Мӗншӗн пирӗн сыхӑ тӑмалла?

15 Пирӗн ҫутӑ малалла та ҫутаттӑр тетпӗр пулсан, хамӑр мӗнле вӑхӑтра пурӑннине асра тытмалла. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗрре анчах мар: «Сыхӑ тӑрӑр»,— тесе асӑрхаттарса каланӑ (Матф. 24:42; 25:13; 26:41). Эпир «хӑрушла асап вӑхӑт» ҫывӑх мар тесе, вӑл пирӗн вӑхӑтра пулас ҫук тесе шутлатпӑр пулсан, ырӑ хыпара пӗтӗм вӑя хурса сараймастпӑр (Матф. 24:21). Вара пирӗн ҫутӑ тӗксӗмленме пуҫлӗ тата, тен, сӳнсе те ларӗ.

16, 17. Сыхӑ тӑма пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

16 Тӗнчери лару-тӑру япӑхлансах пырать, ҫавӑнпа пирӗн сыхӑ тӑмалла. Иеговӑн кунӗ шӑп палӑртнӑ вӑхӑтра килӗ. Ҫакӑн пирки иккӗленмелли те ҫук (Матф. 24:42—44). Ҫав вӑхӑт ҫитиччен вара тӳсӗмлӗ пулӑр тата пулас событисем ҫинчен шухӑшлӑр. Кашни кун Турӑ Сӑмахне вулӑр тата «кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр» (1 Петр 4:7). Нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑнӑ шанчӑклӑ христиансенчен тӗслӗх илӗр. Вӗсенчен пӗрин ҫинчен «Туррӑн аллине эсир хӑвӑр пурнӑҫра куратӑр-и?» брошюрӑри «Ҫамрӑк чухне тунӑ йышӑну пирки вӑл пӗртте ӳкӗнмен» статьяра (14—17 страницӑсем) вуласа пӗлме пулать.

17 Малалла та Иеговӑшӑн хастарлӑн ӗҫлесе тӑрӑр. Ыттисене пулӑшӑр тата пухури тӑвансемпе хутшӑнӑр. Ҫакӑ сире нумай савӑнӑҫ кӳрӗ, вӑхӑт та сисмесӗрех иртсе кайӗ (Эф. 5:16). Иеговӑн халӑхӗ ҫӗр ҫул хушши хастар ӗҫлесе тӑнӑ май нумай ҫитӗнӳсем тунӑ. Хальхи вӑхӑтра вара Иегова пулӑшнипе эпир тата ытларах ӗҫсем тӑватпӑр. Пирӗн ҫутӑ хамӑр кӗтнинчен те вӑйлӑрах ҫутатать!

Старейшинӑсем пире Туррӑн ӑслӑлӑхне илме пулӑшаҫҫӗ (18, 19 абзацсене пӑхӑр.)

18, 19. Старейшинӑсем пире Иеговӑшӑн хастарлӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

18 Эпир час-часах йӑнӑшсем тӑватпӑр пулин те, Иеговӑна ҫав-ҫавах савӑнтарма пултаратпӑр. Ҫавна пӗлни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет. Пире пулӑшас тесе Иегова старейшинӑсене парне пек панӑ. (Эфес 4:11, 12 вуласа пар.) Вӗсем сирӗн пата тепрехинче килсен, вӗсен ӑслӑ канашӗсене тимлӗ итлӗр, ҫакӑ сире нумай усӑ парӗ.

19 Акӑ Англире пурӑнакан пӗр мӑшӑрӑн тӗслӗхӗ. Хӑйсен ҫемйинче йывӑрлӑхсем пулнӑран вӗсем икӗ старейшинӑран пулӑшу ыйтнӑ. Арӑмне упӑшки ҫемьене Турӑшӑн ӗҫлеме кирлӗ таран пулӑшса тӑманни пӑшӑрхантарнӑ. Упӑшки вара ман пирки лайӑх вӗрентекен тесе калаймӑн, ҫемьепе пӗрле Библи вӗренӗвне те кашни эрнере ирттерместӗп тенӗ. Старейшинӑсем вӗсене Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫине тимлеттернӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн тӑрӑшнӑ тата вӗсене мӗн кирлине шута илнӗ. Арҫын тӑвансем упӑшкине Иисусран тӗслӗх илме, арӑмне вара тӳсӗмлӗ пулма хавхалантарнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫав мӑшӑра ҫемьепе пӗрле Библи вӗренӗвне ирттернӗ чухне хӑйсен икӗ ачине мӗнле вӗрентмелли пирки усӑллӑ канашсем панӑ (Эф. 5:21—29). Каярахпа старейшинӑсем упӑшкине вӑй хунӑшӑн мухтаса илнӗ. Вӗсем ӑна лайӑх ҫемье пуҫӗ пулма малалла та вӑй хума тата святой сывлӑш пулӑшасса шанса тӑма хавхалантарнӑ. Старейшинӑсем юратнине кӑтартни тата ырӑ кӑмӑллӑ пулни ҫав ҫемьене хӑйсен ҫутине малалла та ҫутатма пулӑшнӑ.

20. Пирӗн ҫутӑ ҫынсем умӗнче ҫутатса тӑрсан, ҫакӑ мӗнле усӑ парӗ?

20 «Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын, Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрекен ҫын кирек кам та телейлӗ!» — тесе ҫырнӑ псалом юрлакан (Пс. 127:1). Сирӗн ҫуттӑр ҫынсем умӗнче ҫутатать пулсан эсир телейлӗ пулатӑр. Ҫавӑнпа ыттисене Иегова ҫинчен каласа парӑр, хӑвӑр ҫемьере тата пухура пӗрлӗх пултӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑр тата малалла та сыхӑ тӑрӑр. Сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса ытти ҫынсем те пирӗн ҫӳлти Аттемӗре мухтама пуҫлӗҫ (Матф. 5:16).