Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

77-МӖШ ЮРӐ

Тӗттӗм тӗнчере ҫутатакан ҫутӑ

Тӗттӗм тӗнчере ҫутатакан ҫутӑ

(2 Коринф 4:6)

  1. 1. Ҫак усал, тӗттӗм кунсенче

    Ҫутӑ ак палӑрать.

    Шурӑмпуҫ ҫутӑлса килет —

    Ҫӗнӗ кун ҫывхарать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫӑлӑнӑҫ хыпарӗ

    Тӗттӗмлӗхре ҫутатать,

    Чӑн-чӑн телей кӳрет.

    Тул ҫутӑлнӑ евӗр

    Ҫӗнӗ тӗнче ҫывхарать,

    Сӗм каҫ иртет.

  2. 2. Вӑхӑт халь юлманпа пӗрех,

    Ҫынсене вӑратар.

    Шанчӑкпа йӑпату парса

    Сӗмлӗхрен кӑларар.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫӑлӑнӑҫ хыпарӗ

    Тӗттӗмлӗхре ҫутатать,

    Чӑн-чӑн телей кӳрет.

    Тул ҫутӑлнӑ евӗр

    Ҫӗнӗ тӗнче ҫывхарать,

    Сӗм каҫ иртет.

(Ҫавӑн пекех Иоанн 3:19; 8:12; 1 Петр 2:9; Рим 13:11, 12 пӑхӑр.)