Иоанн 3:1—36

  • Иисус тата Никодим (1—21)

    • Ҫӗнӗрен ҫурални (3—8)

    • Турӑ тӗнчене юратать (16)

  • Иоанн юлашки хут Иисус ҫинчен каласа пӗлтерет (22—30)

  • «Ҫӳлтен килекенни» (31—36)

3  Фарисейсем хушшинче Никоди́м ятлӑ иудейсен пӗр пуҫлӑхӗ пулнӑ.  Пӗррехинче ҫӗрле вӑл Иисус патне пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен*, эсӗ Турӑ янӑ вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен Турӑпа пӗрле пулмасан, никам та эсӗ тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсене тума* пултараймасть».  Иисус вара ӑна каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сана: кам ҫӗнӗрен* ҫуралмасть, ҫавӑ Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».  Никоди́м унран ыйтнӑ: «Ватӑлнӑ ҫын епле тата ҫуралма пултартӑр? Вӑл тепӗр хут амӑшӗн варне кӗрсе ҫуралма пултарайӗ-и вара?»  Иисус хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сана: кам шывран тата сывлӑшран ҫуралмасть, ҫавӑ Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ.  Ӳтрен ҫурални — ӳт, сывлӑшран ҫурални — сывлӑш.  Эпӗ сана сирӗн ҫӗнӗрен ҫуралмалла тесе каланинчен ан тӗлӗн.  Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет, унӑн сассине те илтетӗн, анчах вӑл ӑҫтан килнине, ӑҫталла кайнине пӗлместӗн. Сывлӑшран ҫуралакан кирек хӑш ҫынпа та ҫапла пулать».  Вара Никоди́м унран ыйтнӑ: «Ку мӗнле пулма пултарать-ха?» 10  Иисус ӑна хуравланӑ: «Эсӗ, Израиль халӑхне вӗрентекен, ҫавна та пӗлместӗн-и? 11  Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эпир мӗн пӗлнине калатпӑр тата мӗн курнине каласа пӗлтеретпӗр. Анчах та эпир каласа пӗлтернине эсир йышӑнмастӑр. 12  Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи япаласем пирки каланине ӗненместӗр пулсан, тӳпери япаласем пирки каласан эсир епле ӗненӗр? 13  Тӳперен аннӑ Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне тӳпене никам та хӑпарман. 14  Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пекех, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле, 15  ҫавна пула ӑна ӗненекенсем пурте ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултарӗҫ. 16  Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ, ҫапла вара ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр тенӗ. 17  Турӑ хӑйӗн Ывӑлне ҫак тӗнчене суд тума яман, ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ. 18  Кам ӑна ӗненет, ҫавна суд тумӗҫ. Кам ӑна ӗненмест, ҫавна суд тунӑ та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне* ӗненмен. 19  Акӑ мӗншӗн вӗсене суд тӑвӗҫ: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем, вӗсен ӗҫӗсем усал пулнӑран, ҫутӑран ытла тӗттӗме юратрӗҫ. 20  Мӗншӗн тесен йӗркесӗр ӗҫсем тӑвакан ҫутта кураймасть* тата хӑйӗн ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине ан кӑларччӑр* тесе ҫутӑ патне пымасть. 21  Тӗрӗссине тӑвакан вара, хӑйӗн ӗҫӗсем Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пулни курӑнтӑр тесе, ҫутӑ патне пырать». 22  Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудейӑри ялсене кайнӑ. Унта вӑл пӗр вӑхӑт хушши вӗсемпе пӗрле пурӑннӑ тата ҫынсене шыва кӗртнӗ. 23  Иоанн та Сали́м ҫывӑхӗнчи Энонра шыва кӗртнӗ, мӗншӗн тесен унта шыв нумай пулнӑ. Ҫынсем ун патне пынӑ, вӑл вара вӗсене шыва кӗртнӗ. 24  Вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха. 25  Ҫавӑн чухне Иоанӑн вӗренекенӗсемпе пӗр иудей хушшинче мӗнле тасалмалли пирки тавлашу тухнӑ. 26  Вара вӗренекенӗсем Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Вӗрентекен*, пӑх-ха, кам санпа пӗрле Иорда́н леш енче пулнӑ, кам ҫинчен эсӗ каласа пӗлтернӗ, ҫавӑ шыва кӗртет, пурте ун патне пыраҫҫӗ». 27  Иоанн каланӑ: «Ҫӳлтен памасан ҫын нимӗн те илме пултараймасть. 28  Эпӗ сире: „Эпӗ Христос мар, мана ун умӗнчен янӑ“, — тенӗччӗ. Ҫакна эсир хӑвӑрах ҫирӗплетсе пама пултаратӑр. 29  Ҫураҫнӑ хӗр — кӗрӳ каччӑн, анчах та кӗрӳ каччӑн сассине илтнӗ чухне унӑн тусӗ савӑнса-хӗпӗртесе тӑрать. Ҫавӑн пекех манӑн чӗре те савӑнӑҫпа тулчӗ. 30  Христосӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла». 31  Ҫӳлтен килекенни пуринчен те аслӑ. Кам ҫӗр ҫинчен, вӑл ҫӗр ҫинчиех, вӑл ҫӗр ҫинчи япаласем ҫинчен калаҫать. Тӳперен килекенни пуринчен те аслӑ. 32  Вӑл хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пӗлтерет, анчах та вӑл каласа пӗлтернине никам та йышӑнмасть. 33  Вӑл каласа пӗлтернине йышӑнакан вара Турӑ калани чӑн пулнине ҫирӗплетсе парать*. 34  Вӗт кама Турӑ янӑ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗсене калать, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн сывлӑшне пӗр хӗрхенсе тӑмасӑр парать*. 35  Ашшӗ Ывӑлне юратать, вӑл пурне те ун аллине панӑ. 36  Кам Ывӑлне ӗненет, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илет. Кам Ывӑлне итлемест, ҫавӑ пурнӑҫ кураяс ҫук, вӑл Турӑ ҫиллинчен нихӑҫан та хӑтӑлаймӗ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».
Е «эсӗ кӑтартакан паллӑсене кӑтартма».
Е, тен, «ҫӳлтен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ывӑлӗн ятне».
Е «юратмасть».
Е «ан питлеччӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн пичетне лартать».
Е «виҫе-виҫе памасть».