1 Коринф 14:1—40

  • Пророкла калаҫас пултарулӑх тата урӑх чӗлхесемпе калаҫас пултарулӑх (1—25)

  • Христиансен тӗлпулӑвӗсенче йӗрке пулмалла (26—40)

    • Хӗрарӑм пухура мӗнле вырӑн йышӑнать? (34, 35)

14  Пӗр-пӗрне юратсах тӑрӑр, святой сывлӑш паракан пултарулӑхсене, уйрӑмах пророкла калаҫас пултарулӑха, илме тӑрӑшӑр*.  Камӑн урӑх чӗлхепе калаҫас пултарулӑх пур, ҫавӑ ҫынсемпе мар, Турӑпа калаҫать. Вӑл сывлӑш хӑвачӗпе сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхсене калать пулин те, ӑна никам та ӑнланмасть.  Анчах кам пророкла калаҫать, ҫавӑ хӑйӗн сӑмахӗсемпе ыттисене ҫирӗплетет, хавхалантарать тата йӑпатать.  Урӑх чӗлхепе калаҫакан хӑйне ҫирӗплетет, пророкла калаҫакан вара пухӑва ҫирӗплетет.  Манӑн сире пурне те урӑх чӗлхесемпе калаҫтарас килет, анчах эсир пророкла калаҫсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Енчен те урӑх чӗлхесемпе калаҫакан пухӑва ҫирӗплетес тесе хӑй мӗн каланине куҫарса памасть пулсан, вӑл пророкла калаҫсан лайӑхрах пулать.  Тӑвансем, эпӗ сирӗн пата пырса урӑх чӗлхесемпе калаҫсан, сире ҫакӑнтан мӗн усси пулӗ? Сире пулӑшас тесен манӑн Турӑ уҫса панине пӗлтермелле, пӗлӳ памалла, пророкла калаҫмалла е вӗрентмелле.  Тӗслӗхшӗн сасӑ кӑларакан чӗрӗ мар япаласене, сӑмахран, флейтӑна е арфӑна, илер. Вӗсем кӑларакан сасӑсене уйӑрса илме ҫук пулсан, арфӑпа е флейтӑпа мӗн каланине мӗнле ӑнланса илмелле?  Труба уҫӑмлӑ сасӑ кӑлармасан, ҫапӑҫӑва кам хатӗрленӗ?  Ҫавнашкалах эсир те ӑнланма йывӑр сӑмахсене калатӑр пулсан, эсир мӗн каланине кам ӑнланӗ? Эсир калани усӑсӑр пулӗ. 10  Тӗнчере темӗн тӗрлӗ чӗлхе те пур, вӗсене пурне те ӑнланма пулать. 11  Енчен те эпӗ калаҫаканӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланмастӑп пулсан, эпӗ уншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп, вӑл та маншӑн ют халӑх ҫынни пулать. 12  Ҫавӑн пекех эсир те, сывлӑш паракан тӗрлӗ пултарулӑх илес текенсем, пухӑва ҫирӗплетекен пултарулӑхсем нумайрах илме тӑрӑшӑр. 13  Ҫавӑнпа та урӑх чӗлхепе калаҫаканни хӑй мӗн каланине куҫарма пултарасчӗ тесе кӗлтутӑр. 14  Урӑх чӗлхепе кӗлтунӑ чухне эпӗ хам мар, сывлӑш панӑ пултарулӑх кӗлтӑвать, ман ӑс вара ун чухне ӗҫлемест. 15  Апла мӗн тӑвам-ха? Эпӗ сывлӑш паракан пултарулӑхпа кӗлтӑвӑп, ӑспа та кӗлтӑвӑп. Эпӗ сывлӑш паракан пултарулӑхпа Турра мухтаса юрлӑп, ӑспа та Турра мухтаса юрлӑп. 16  Эсӗ сывлӑш паракан пултарулӑхпа Турра мухтатӑн пулсан, сирӗн хушшӑрти ахаль ҫын эсӗ Турра тав туса кӗлтунӑ чухне «аминь» тесе калаймӗ, мӗншӗн тесен вӑл эсӗ мӗн каланине ӑнланмасть. 17  Паллах, эсӗ лайӑх кӗлтӑватӑн, анчах ҫакӑ тепӗр ҫынна ҫирӗплетмест. 18  Тавах Турра, эпӗ сирӗнтен пуринчен те нумайрах чӗлхепе калаҫатӑп. 19  Ҫапах та пухура урӑх чӗлхепе вунӑ пин сӑмах каличчен эпӗ ыттисене вӗрентмешкӗн ӑнланмалла пилӗк сӑмах калӑп*. 20  Тӑвансем, ӑспа пӗчӗк ачасем пек ан пулӑр. Усалли тӗлӗшӗнчен пӗчӗк ачасем пек пулӑр, шухӑшлас тӗлӗшрен вара ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр. 21  Законра ҫапла ҫырнӑ: «„Ҫак халӑхпа урӑх чӗлхесемпе, ют халӑх ҫыннисен сӑмахӗсемпе калаҫӑп, ун чухне те вӗсем мана итлесшӗн пулмӗҫ“, — тет Иегова*». 22  Апла пулсан, чӗлхесем — ӗненекенсемшӗн мар, ӗненменнисемшӗн панӑ паллӑ, пророкла калаҫни вара — ӗненменнисемшӗн мар, ӗненекенсемшӗн панӑ паллӑ. 23  Пухура пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫланӑ чухне сирӗн пата ахаль ҫынсем е ӗненменнисем кӗрсен, сирӗн пирки ухмаха тухнӑ тесе каламӗҫ-и? 24  Анчах эсир пурте пророкла калаҫнӑ чухне сирӗн пата ахаль е ӗненмен ҫын кӗрсен, сирӗн сӑмахсем ӑна питлӗҫ тата хӑйне тӗрӗслеме хавхалантарӗҫ. 25  Вара вӑл хӑйӗн чӗрин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлӗ. Вӑл ҫӗре ӳксе Турра пуҫҫапӗ те: «Чӑнах та, сирӗн хушшӑрта Турӑ!» — тейӗ. 26  Эппин, тӑвансем, мӗн калӑпӑр? Эсир пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне хӑшӗ псалом юрлать, хӑшӗ вӗрентет, хӑшӗ Турӑ уҫса панине калать, хӑшӗ урӑх чӗлхепе калаҫать, хӑшӗ куҫарса парать. Ҫаксене пурне те пӗр-пӗрне ҫирӗплетмешкӗн тӑвӑр. 27  Кам та пулин урӑх чӗлхепе калаҫать пулсан, иккӗн, е чи нумаййи виҫҫӗн, калаҫчӑр, калаҫасса та черетпе калаҫчӑр, кам та пулин куҫарса патӑр. 28  Анчах та куҫарса паракан ҫук пулсассӑн, вӗсем пухура чӗнмесӗр тӑччӑр, хӑйсен ӑшӗнче Турӑпа калаҫчӑр. 29  Пророксем пур пулсан, иккӗн е виҫҫӗн калаҫчӑр, ыттисем вара мӗн каланине ӑнланса илме тӑрӑшчӑр. 30  Ларакансенчен пӗрне Турӑ мӗн те пулин уҫса парсассӑн, ҫав вӑхӑтра калаҫаканӗ калаҫма чарӑнтӑр. 31  Пурте вӗренме, хавхаланма пултарччӑр тесе эсир черетпе пророкла калаҫма пултаратӑр. 32  Хӑйсене сывлӑш панӑ пултарулӑхпа мӗнле усӑ курнине пророксен тӗрӗслесех тӑмалла. 33  Мӗншӗн тесен Турӑ — йӗркесӗрлӗх Турри мар, мир Турри. Сӑваплӑ ҫынсен мӗнпур пухӑвӗнчи пекех, 34  хӗрарӑмсем пухура чӗнмесӗр тӑччӑр, мӗншӗн тесен вӗсене калаҫма ирӗк паман. Вӗсем пӑхӑнса тӑччӑр, закон та ҫавнах калать. 35  Вӗсем мӗн те пулин ӑнланасшӑн пулсан, упӑшкисенчен килте ыйтчӑр, мӗншӗн тесен хӗрарӑм пухура калаҫни килӗшӳллӗ мар. 36  Турӑ сӑмахӗ сирӗнтен тухнӑ-им? Е ӑна сире кӑна панӑ-и? 37  Кам хӑйне пророк тесе шутлать е хӑйӗн сывлӑш панӑ пултарулӑх пур тет, унӑн ҫакна йышӑнмалла: эпӗ сирӗн пата мӗн ҫырни — Ҫӳлхуҫан заповечӗ. 38  Кам вара ҫакна сирсе ярать, ҫавна хӑйне те сирсе ярӗҫ.* 39  Эппин, тӑванӑмсем, пророкла калаҫас пултарулӑха илме тӑрӑшӑр, урӑх чӗлхесемпе калаҫма та ан чарӑр. 40  Анчах пурте килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ пултӑр.

Сноскӑсем

Е «тӑрӑшса шырӑр».
Е «хамӑн ӑспа пилӗк сӑмах калӑп».
Е, тен, «Кам ҫакна ӑнланасшӑн мар, ҫавӑ ӑнланмасӑрах юлӗ».