Матфей 10:1—42

  • 12 апостол (1—4)

  • Иисус сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентет (5—15)

  • Вӗренекенсене хӗсӗрлӗҫ (16—25)

  • Ҫынсенчен мар, Турӑран хӑрӑр (26—31)

  • Мир мар, хӗҫ (32—39)

  • Кам Иисусӑн вӗренекенӗсене йышӑнать, ҫавӑ награда илет (40—42)

10  Иисус 12 вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма власть панӑ тата ҫынсене чир-чӗртен сыватма хӑват панӑ.  Вуникӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: Пётр теекен Си́мон тата унӑн шӑллӗ Андрей; Зеведе́й ывӑлӗсем — Иаков тата унӑн шӑллӗ Иоанн;  Филипп тата Варфоломе́й; Фома́ тата налог пуҫтаракан Матфей; Алфе́й ывӑлӗ Иаков; Фадде́й;  Си́мон Канани́т* тата каярахпа Иисуса сутнӑ Иуда Искарио́т.  Ҫак вуниккӗшне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Урӑх халӑх ҫыннисем патне ан кайӑр, Сама́ри хулисене пӗрне те ан кӗрӗр.  Ун вырӑнне Израилӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр.  Ҫӳренӗ чухне: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, — тесе ырӑ хыпар пӗлтерӗр.  Чирлисене сыватӑр, вилнисене чӗртсе тӑратӑр, тилҫеллисене тасатӑр, демонсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр.  Пиҫиххийӗр ӑшне ылтӑн та, кӗмӗл те, пӑхӑр та ан чикӗр. 10  Ҫул ҫине хутаҫ та, улӑштармалли тумтир* те, сандали те, туя та ан илӗр, мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев* илме тивӗҫлӗ. 11  Кирек мӗнле хулана е яла кӗрсен, унта сирӗн хыпара итлеме тивӗҫлӗ ҫынсене шырӑр, вара хӑвӑр кайиччен унтах юлӑр. 12  Пӳрте кӗрсен унти ҫынсене саламлӑр*. 13  Килӗ тивӗҫлӗ пулсан, ӑна эсир сунакан мир* ҫиттӗр, тивӗҫсӗр пулсан, эсир сунакан мир хӑвӑрах таврӑнтӑр. 14  Кам та пулсан сире йышӑнмасан е сирӗн сӑмаха итлемесен, ҫав ҫуртран е хуларан тухнӑ чухне хӑвӑрӑн ура ҫинчи тусана силлесе хӑварӑр. 15  Чӑн калатӑп сире: Суд кунӗнче Содомпа Гоморрӑна ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ. 16  Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсем хушшине янӑ пек яратӑп, ҫавӑнпа ҫӗлен пек асӑрхануллӑ пулӑр, кӑвакарчӑн пек чеелӗхсӗр* пулӑр. 17  Ҫынсенчен сыхланӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сире суда тытса парӗҫ, хӑйсен синагогисенче чӗн пушӑпа хӗнӗҫ. 18  Сире ман пирки пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Ҫапла вӗсем те, урӑх халӑх ҫыннисем те ман ҫинчен пӗлӗҫ. 19  Сире влаҫри ҫынсен аллине тытса парсан, мӗн каласси, мӗнле каласси пирки ан пӑшӑрханӑр, мӗн каламалли ҫав самантра тупӑнӗ, 20  мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр калаҫмӑр, сире Аҫӑр сывлӑшӗ мӗн каламаллине пӗлтерӗ. 21  Пӗртӑванӗ пӗртӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ, ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вӗлерттерӗҫ. 22  Ман ятшӑн сире пурте курайми пулӗҫ, анчах вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ. 23  Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен, эсир теприне тарӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израилӗн хулисене ҫӳресе тухма та ӗлкӗреймӗр, Этем Ывӑлӗ килӗ. 24  Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑрах мар, чура та хуҫинчен аслӑрах мар. 25  Вӗренекене хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулса тӑни ҫителӗклӗ, чурана та хӑйӗн хуҫи пек пулса тӑни ҫителӗклӗ. Кил хуҫине Веельзеву́л* терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ ҫинчен те ҫаплах каламӗҫ-и вара? 26  Вӗсенчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесен пытарса хӑварни те ҫиеле тухӗ, вӑрттӑнни те паллӑ пулӗ. 27  Эпӗ сире тӗттӗмре каланине ҫутӑра калӑр, шӑппӑн каланине ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗр. 28  Кӗлеткене вӗлерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна вӗлереймӗҫ*. Ун вырӑнне чуна та, кӗлеткене те гееннӑра* пӗтерме пултараканран хӑрӑр. 29  Икӗ ҫерҫие* пӗр вак укҫапа* сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те ҫӳлти Аҫӑр асӑрхамасӑр ҫӗре ӳкмест. 30  Сирӗн пирки калас пулсан вара, вӑл сирӗн пуҫ ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулнине те пӗлет. 31  Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр, эсир темӗн чухлӗ ҫерҫирен те хаклӑрах. 32  Кам ҫынсем умӗнче хӑйӗн пирки манӑн вӗренекен пулни ҫинчен калать, эпӗ те Аттем умӗнче вӑл манӑн вӗренекен пулни ҫинчен калӑп. 33  Кам вара ҫынсем умӗнче манран тунать, унран эпӗ те ҫӳлти Аттем умӗнче тунӑп. 34  Эпӗ ҫӗр ҫине мир кӳме килнӗ тесе ан шутлӑр. Эпӗ мир мар, хӗҫ кӳме килнӗ. 35  Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килнӗ. 36  Ҫыншӑн хӑйӗн килӗнчисемех тӑшмансем пулӗҫ. 37  Кам хӑйӗн ашшӗне е амӑшне манран ытларах юратать, ҫавӑ манӑн вӗренекен пулма тивӗҫлӗ мар. Кам ывӑлне е хӗрне манран ытларах юратать, ҫавӑ та манӑн вӗренекен пулма тивӗҫлӗ мар. 38  Ҫавӑн пекех кам хӑйӗн асап юпине* йӑтса ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ манӑн вӗренекен пулма тивӗҫлӗ мар. 39  Кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшать, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам вара маншӑн хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатать, ҫавӑ каллех пурӑнӗ. 40  Кам сире йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать. Кам вара мана йышӑнать, ҫавӑ мана яракана та йышӑнать. 41  Кам пророка вӑл пророк пулнӑран йышӑнать, ҫавӑ пророк илекен наградӑнах илӗ. Кам тӳрӗ ҫынна вӑл тӳрӗ ҫын пулнӑран йышӑнать, ҫавӑ тӳрӗ ҫын илекен наградӑнах илӗ. 42  Кам та пулин ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗрне вӑл манӑн вӗренекен пулнине кура ӑна пӗр курка та пулин сивӗ шыв парать пулсан, чӑн калатӑп сире: ҫавӑ хӑйӗн наградине илетех».

Сноскӑсем

Е «хастарлӑскер».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ тумтир».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «апат».
Еврейсем пӗр-пӗрне саламланӑ чухне «Мир пултӑр сире» тесе каланӑ.
Е «канӑҫлӑх».
Е «айӑпсӑр».
Урӑхла каласан, Шуйттан — демонсен кнеҫӗ, е пуҫлӑхӗ.
Е «пурнӑҫа пӗтереймӗҫ». Урӑхла каласан, каллех пурӑнас мая туртса илеймӗҫ.
Словаре пӑхӑр.
Е «салакайӑка».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр ассарипе». Ҫакӑ пӗр кунра ӗҫлесе илекен укҫан 1/16 пайӗ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».