Филиппӑ 2:1—30
2 Эсир Христоспа пӗрлӗхре пулса пӗр-пӗрне хавхалантаратӑр пулсан, юратса лӑплантаратӑр, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшатӑр, ӑшӑ туйӑмсем кӑтартатӑр тата хӗрхенетӗр пулсан,
2 малалла та ҫаплах тӑвӑр. Пӗрлӗхре тӑрӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр. Вара эпӗ тата ытларах савӑнӑп.
3 Ниме те пӗр-пӗринпе тупӑшнӑран е чапшӑн ҫуннӑран ан тӑвӑр, хӑвӑра кӗҫӗне хурса ыттисене хӑвӑртан асла хурӑр.
4 Хӑвӑршӑн кӑна мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшӑр.
5 Сирӗн шухӑш-кӑмӑл Христос Иисусӑнни пекех пултӑр.
6 Вӑл, Турӑ евӗрлӗ пулнӑ пулин те, унӑн вырӑнне йышӑнасси пирки, унпа тан пуласси пирки шухӑшламан та.
7 Пачах урӑхла, вӑл пӗтӗмпех хӑварнӑ та чура пек пулса тӑнӑ, вӑл ҫын* пулса тӑнӑ.
8 Унтан та ытла, ҫын пулса тӑрсан вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса мӗн виличченех — асап юпи* ҫинче виличченех — Турра пӑхӑнса тӑнӑ.
9 Ҫавӑнпа Турӑ ӑна асла кӑларнӑ, ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ.
10 Ҫакна Иисусӑн ятне пурте — тӳперисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те — хисеплеччӗр* тесе
11 тата Атте Турӑ мухтавӗшӗн пурте* Иисус Христос Ҫӳлхуҫа пулнине уҫҫӑн йышӑнччӑр тесе тунӑ.
12 Юратнӑ тӑванӑмсем, эпӗ сирӗнпе пулнӑ чухне эсир яланах итлесе пурӑннӑ, халӗ вара, эпӗ сирӗнпе пулман чухне, эсир тата ытларах итлеме хатӗр. Ҫӑлӑнас тесе малалла та вӑй хурӑр, ҫакна тӑвасса та Турӑран хӑраса тата ӑна чунтан хисеплесе* тӑвӑр.
13 Мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн кӑмӑлӗпе килӗшӳллӗн сире ҫирӗплетсе тӑрать, хӑйне юрӑхлине тума сире кӑмӑл та, вӑй та парать.
14 Пурне те пӗр ӳпкелешмесӗр, тавлашмасӑр тӑвӑр.
15 Ҫапла вара эсир Туррӑн таса та айӑпсӑр ачисем пулатӑр, пӑсӑк та аскӑн ҫынсем* хушшинче таса тӑрса юлнипе эсир ҫак тӗнчере ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек пулатӑр.
16 Пурнӑҫ сӑмахне ҫирӗп тытса тӑрӑр. Вара хам вӑй хуни* тата тӑрӑшса ӗҫлени ахалех пулманнине пӗлсе эпӗ Христос кунӗнче савӑнма пултарӑп.
17 Эпӗ, эсир ӗненнӗрен паракан парне ҫине тата ӗненнӗрен тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ ҫине парнене кӳрекен хӗрлӗ эрех пек юхса пӗтетӗп пулин те, савӑнатӑп, сирӗнпе пӗрле хӗпӗртетӗп.
18 Эсир те савӑнӑр, манпа пӗрле хӗпӗртӗр.
19 Эпӗ кӗҫех, Иисус Ҫӳлхуҫан ирӗкӗ пулсан, сирӗн пата Тимофея ярасса шанатӑп, вара сирӗн ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен пӗлсен эпӗ хавхаланӑп.
20 Сирӗншӗн ун пек чунтан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук.
21 Ыттисем Иисус Христоса мӗн кирли ҫинчен мар, хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.
22 Тимофей хӑйне лайӑх енчен кӑтартнине эсир пӗлетӗр: ырӑ хыпар сарас тесе вӑл манпа пӗрле, ачи ашшӗпе ӗҫленӗ пек, тӑрӑшса ӗҫлерӗ.
23 Ҫавӑнпа та хампа мӗн пулассине пӗлсенех эпӗ шӑп ӑна сирӗн пата ярасса шанатӑп.
24 Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ пулсан кӗҫех эпӗ хам та сирӗн пата пырасса шанса тӑратӑп.
25 Халӗ вара эпӗ эсир мана пулӑшма янӑ Эпафродита — хамӑн тӑвана, хампа пӗр ӗҫ тӑвакана тата хам пекех Христосӑн салтакне — сирӗн пата ямалла тесе шутлатӑп.
26 Вӑл сире пурне те питӗ курасшӑн, хӑй чирлесе ӳкни ҫинчен эсир илтнине пӗлсен вӑл кулянсах кайрӗ.
27 Чӑнах та, вӑл чирлесе ӳксе вилес патнех ҫитнӗччӗ, анчах та Турӑ ӑна хӗрхенчӗ, чӑннипе каласан, ӑна ҫеҫ мар, мана та хӗрхенчӗ, ҫапла мана хуйхӑ ҫине хуйхӑ курасран хӑтарчӗ.
28 Ҫавӑнпа ӑна курса сирӗн каллех савӑнмалла пултӑр тесе, манӑн вара кулянмалли сахалтарах пултӑр тесе эпӗ ӑна сирӗн пата хӑвӑртрах ярас тетӗп.
29 Эсир ӑна, Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗсене йышӑннӑ пек, чун-чӗререн савӑнса йышӑнӑр тата ҫакӑн пек ҫынсене хаклӑр,
30 мӗншӗн тесен Христос ӗҫӗшӗн вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ, мана пулӑшмашкӑн эсир манпа юнашар пулайманран вӑл хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр маншӑн тӑрӑшрӗ.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫынсем евӗрлӗ».
^ Е «Иисусӑн ячӗ умӗнче пурте... чӗркуҫленсе ларччӑр».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кашни чӗлхе».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗтресе».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӑру».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чупни».