Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫак тӗнчери ҫынсем пек шухӑшласран пӑрӑнӑр

Ҫак тӗнчери ҫынсем пек шухӑшласран пӑрӑнӑр

«Асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах» (КОЛ. 2:8).

ЮРӐСЕМ: 38, 31

1. Колоссӑри христиансене Павел апостол мӗнле канаш панӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

КОЛОССӐРИ христиансем патне янӑ ҫырӑва Павел апостол Римра тӗрмере ларнӑ чухне, пирӗн эрӑри 60—61 ҫулсенче, ҫырнӑ пулнӑ. Унта вӑл «Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле» тесе каланӑ (Кол. 1:9). Малалла вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫакна эпӗ кам та пулин сире чее сӑмахпа улталасран калатӑп... ...Асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар» (Кол. 2:4, 8). Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ хӑш-пӗр шухӑшсем тӗрӗс маррине палӑртнӑ тата мӗншӗн вӗсем ҫынсене ҫав тери илӗртнине ӑнлантарса панӑ. Сӑмахран, Павел ҫынсем ҫав шухӑшсем хыҫҫӑн кайсан хӑйсене ыттисенчен ӑслӑрах та лайӑхрах тесе шутлама пултараҫҫӗ тенӗ. Колоссӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырури канашсен тӑвансене ку тӗнчери ҫынсен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене сирсе яма пулӑшмалла пулнӑ (Кол. 2:16, 17, 23).

2. Ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ хӑш-пӗр шухӑшсене пӑхса тухни мӗншӗн усӑллӑ пулӗ?

2 Ҫак тӗнчери ҫынсем Иеговӑн принципӗсене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулмасан, вӗсен шухӑшӗсем пирӗн ӗненӗве майӗпен хавшатса яма пултараҫҫӗ. Ку тӗнчери шухӑшсене телевидени тата интернет урлӑ сараҫҫӗ, вӗсене шкулта та, ӗҫре те илтме пулать. Хамӑр ӑс-тӑна ҫак япӑх витӗмрен мӗнле хӳтӗлемелле? Ҫак статьяра эпир ку тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ пилӗк шухӑша пӑхса тухӑпӑр тата вӗсен витӗмне лекес мар тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

ТУРРА ӖНЕНМЕСӖР ПУРӐНМА ҪУК-И ВАРА?

3. Турра ӗненесси пирки нумайӑшӗсем мӗн шутлаҫҫӗ тата мӗншӗн?

3 «Турра ӗненмесӗр те йӗркеллӗ ҫын пулма пулать». Нумай ҫӗршывра ҫынсем Турра ӗненместпӗр тата нимӗнле тӗне те тытса тӑмастпӑр тесе каланине час-часах илтме пулать. Тен, вӗсем Турӑ пурри ҫинчен нихӑҫан та тарӑн шухӑшламан, анчах та вӗсене хӑйсем мӗн тӑвас килнине тума юрать тени питӗ килӗшет. (Псалом 9:25 вуласа пар.) Теприсем вара, хӑйсен ӑслӑлӑхӗ ҫине шанса, ҫапла калаҫҫӗ: «Таса пурнӑҫпа пурӑнас тесе Турра ӗненмесен те юрать».

4. Тӗнчене Пултаракан ҫук тесе калакана мӗн хуравлама пулать?

4 Тӗнчене Пултаракан ҫук тесе калани тӗрӗс-и? Пурнӑҫ мӗнле пулса кайнӑ тесе ыйтсан, ученӑйсем уҫӑмлӑ хурав памаҫҫӗ. Чӑннипе вара хуравӗ питӗ ҫӑмӑл. Ҫурт хӑйне хӑй пулса лараймасть пулсан, чӗрӗ клеткӑсем мӗнле хӑйсемех пулса кайма пултарччӑр-ха?! Ҫӗр ҫинчи чи ансат клеткӑн тытӑмӗ те кирек мӗнле ҫуртран та чылай кӑткӑсрах. Клеткӑсем нимӗнле ҫурт та тума пултарайман япалана тума — ӗрчеме — пултараҫҫӗ. Апла пулсан, клеткӑсем ӗрчеме кирлӗ информацие упрама тата ӑна копи тума пултараҫҫӗ. Ҫакна пурне те кам шухӑшласа кӑларнӑ вара? Библире каланӑ: «Кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ» (Евр. 3:4).

5. Турра ӗненмесӗр те ырӑпа усала уйӑрса илме пултаратпӑр текен шухӑш пирки мӗн калама пулать?

5 Турра ӗненмесӗр те ырӑ ӗҫсем туса пурӑнма пулать текен шухӑш пирки вара мӗн калама пулать? Турра ӗненмен ҫынсем те тӗрӗс принципсемпе пурӑнма пултараҫҫӗ тесе Библире те каланӑ (Рим 2:14, 15). Тӗслӗхрен, вӗсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ. Анчах та мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑну тума Туррӑн право пуррине йышӑнмасан ҫын питӗ пысӑк йӑнӑшсем тума пултарать (Ис. 33:22). Шухӑшлакан ҫынсем нумайӑшӗсем тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пынине кура ҫакна ӑнланаҫҫӗ: Турӑ пулӑшмасӑр ҫынсем этемлӗх йывӑрлӑхӗсене ҫӗнтереймӗҫ. (Иеремия 10:23 вуласа пар.) Ҫавӑнпа Турра ӗненмесӗр тата унӑн нормисене тытса тӑмасӑр ырӑпа усала уйӑрса илме пултаратпӑр тесе нихӑҫан та шутламалла мар (Пс. 145:3).

ПИРЕ ТӖН КИРЛӖ-И?

6. Нумайӑшӗсем тӗн ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

6 «Телейлӗ пулма тӗн кирлӗ мар». Тӗнчере ҫакнашкал шухӑшлакансем нумай, мӗншӗн тесен вӗсем тӗнрен ним усси те ҫук тата вӑл кичем япала теҫҫӗ. Теприсене тӗн пуҫлӑхӗсем вутлӑ тамӑк ҫинчен вӗрентни, ҫынсенчен укҫа пуҫтарни тата политикӑна хутшӑнни Турӑран пӑрса ярать. Ҫавӑнпа нимӗнле тӗне тытса тӑмасӑр та телейлӗ пурӑнма пулать тесе ытларах та ытларах ҫын шутлать. Вӗсем ҫапла калама пултараҫҫӗ: «Манӑн Турӑ ҫинчен пӗлес килет, анчах та нимӗнле тӗнпе те ҫыхланас килмест».

7. Чӑн тӗн ҫынсене телейлӗ пулма мӗнле пулӑшать?

7 Нимле тӗне тытса пурӑнмасӑрах телейлӗ пулма пулать-и? Суя тӗне тытса тӑмасан, паллах, телейлӗ пулма пулать. Анчах та ҫыннӑн хӑйпе Иегова, «телейлӗ Турӑ», хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем ҫук пулсан, вӑл чӑн-чӑн телей тупаймасть (1 Тим. 1:11, ҪТ). Туррӑн мӗнпур ӗҫӗсем ыттисене усӑ кӳреҫҫӗ. Унӑн ӗҫлекенӗсем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пуринчен малтан ыттисене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Тӗслӗхрен, Иеговӑшӑн ӗҫлени ҫемьесене телейлӗ пулма мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне юратма тата хисеплеме вӗренеҫҫӗ, мӑшӑра тупа туса сӑмах пани ҫине тата пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пуласси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмаҫҫӗ, ачасене лайӑх пӑхса ӳстерме те вӗренеҫҫӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни унӑн халӑхне пӗрлештерет, ҫавӑнпа та пӗтӗм тӗнчипех пухури тӑвансем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ тата килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. (Исаия 65:13, 14 вуласа пар.)

8. «Телей мӗнрен килет?» текен ыйту ҫине Лука 11:28 мӗнле хуравлама пулӑшать?

8 Ҫын Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмасть пулсан вӑл чӑннипех те телейлӗ пулма пултарать-и? Ҫын телейлӗ пуласси мӗнрен килет-ши? Хӑшӗ-пӗрисем карьерӑна, спорта е хоббие пурнӑҫ тӗллевӗ туса хураҫҫӗ, теприсем вара — ҫемьене тата туссене. Паллах, ҫакӑ пурте пурнӑҫа савӑнӑҫлӑрах тӑвать, анчах та ҫыннӑн пурнӑҫӗнче тата пысӑкрах тӗллев пулмалла. Ҫакӑнтан чӑн-чӑн телей килет. Чӗрчунсемпе танлаштарас пулсан, эпир Пултаракан ҫинчен пӗлсе пыма тата ӑна пуҫҫапма пултаратпӑр. Ҫакӑ пире савӑнӑҫ кӳрсе тӑрать. Иегова пире пултарнӑ чухнех ҫапла пултарнӑ пулнӑ. (Лука 11:28 вуласа пар.) Тӗслӗхрен, Иеговӑна пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнсан эпир хамӑра телейлӗ туятпӑр тата хавхалану илетпӗр (Пс. 132:1). Эпир пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх пурришӗн, пире ҫав тери чаплӑ шанчӑк панишӗн тата таса пурнӑҫпа пурӑннишӗн питӗ савӑнатпӑр.

ПИРЕ НРАВСТВЕННОСТЬ НОРМИСЕМ КИРЛӖ-И?

9. а) Нумайӑшӗ арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн Турӑ Сӑмахӗ аскӑн ӗҫсене сивлет?

9 «Мӑшӑрланнӑ ҫынсен ҫеҫ арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑнма юрать-и вара?» Ҫынсем ҫапла калаҫҫӗ: «Пурнӑҫпа киленсе пурӑнма пӗлмелле. Апла пулсан мӗншӗн-ха мӑшӑрланмасӑр ар ҫыхӑнӑвне кӗме юрамасть?» Анчах та христиансен аскӑнланса пурӑнасси пирки темех мар тесе шутламалла мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗ аскӑн ӗҫсене сивлет *. (1 Фессалоника 4:3—8 вуласа пар.) Иеговӑн пире саккунсем пама право пур, мӗншӗн тесен вӑл Пурнӑҫ Паракан. Вӑл упӑшкипе арӑмне ҫеҫ ар хутшӑнӑвне кӗме ирӗк панӑ. Мӗншӗн Иегова пире саккунсене панӑ? Вӑл пире юратать тата унӑн саккунӗсене тытса пурӑнни нумай усӑ кӳрет. Туррӑн саккунӗсем тӑрӑх пурӑнакан ҫемьесем хӑйсене хӳтлӗхри пек туяҫҫӗ тата ҫавӑн пек ҫынсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ. Хӑйӗн саккунӗсене пӗлсе тӑрсах пӑсакансене вара Турӑ наказани памасӑр хӑвармасть (Евр. 13:4).

10. Аскӑн ӗҫсенчен пӑрӑнма христианина мӗн пулӑшӗ?

10 Турӑ Сӑмахӗ пире аскӑн ӗҫсенчен пӑрӑнма вӗрентет. Пирӗн хамӑрӑн куҫ ӑҫталла пӑхнине сӑнаса тӑмалла. Иисус каланӑ: «Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать. Сана сылтӑм куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах» (Матф. 5:28, 29). Ҫавӑнпа христиансен порнографи пӑхмалла мар тата киревсӗр юрӑсене итлемелле мар. Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха... пӗтерӗр» (Кол. 3:5). Унсӑр пуҫне, хамӑр мӗн ҫинчен шутланине тата мӗн ҫинчен калаҫнине те тӗрӗслесе тӑмалла (Эф. 5:3—5).

КАРЬЕРА ТӐВАССИШӖН ҪУНМАЛЛА-И ПИРӖН?

11. Мӗншӗн нумайӑшӗ лайӑх карьера тӑвассишӗн ҫунаҫҫӗ?

11 «Лайӑх карьера тунинчен телей килет». Нумайӑшӗ пире карьера тума хистесе тӑраҫҫӗ, вӑл ятлӑ-сумлӑ та пуян ҫын пулма май парать теҫҫӗ. Ҫакнашкал шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем ҫав тери нумай пулнӑран христиансем те карьера тӑвассишӗн ҫунма пуҫлама пултараҫҫӗ.

12. Лайӑх карьера тӑвассинчен телей килет-и?

12 Калӑпӑр, пӗр-пӗр ҫын лайӑх карьера тунӑ та ятлӑ-сумлӑ пулса тӑнӑ. Ун пирки чӑннипе телейлӗ теме пулать-и? Пачах ҫук. Сатанапа мӗн пулса тухнине аса илӗр-ха. Вӑл та влаҫшӑн тата чапшӑн ҫуннӑ. Ун пирки телейлӗ теме пулать-и? Ҫук, вӑл хаярлӑхпа тулнӑ (Матф. 4:8, 9; Ӳлӗм. 12:12). Халӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: ыттисене Турӑ ҫинчен тата вӑл пире мӗнле пурнӑҫ туса пама сӑмах пани ҫинчен каласа пани сире савӑнӑҫ памасть-и вара? Темле чаплӑ карьера та ҫавӑн чул савӑнӑҫ пама пултараймасть. Унсӑр пуҫне, карьера тӑвассишӗн ҫуннӑран час-часах ҫынсем ӑмсанакан, ыттисемпе тупӑшакан тата пӗр-пӗрне курайми пулса тӑраҫҫӗ. Библире вӗсем пирки ҫил хӑвалакансем тенӗ (Еккл. 4:4).

13. а) Хамӑрӑн ӗҫ ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? ӑ) Фессалоника ҫыннисем патне янӑ пӗрремӗш ҫыру тӑрӑх, Павела чӑн-чӑн телей мӗн кӳнӗ?

13 Паллах, пире пурӑнмалӑх укҫа кирлӗ. Хамӑрӑн ӗҫ пире килӗшнинче те ним япӑххи те ҫук. Анчах та вӑл пирӗн пурнӑҫра тӗп вырӑнта пулмалла мар. Иисус каланӑ: «Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр» (Матф. 6:24). Иеговӑшӑн ӗҫлессине тата ыттисене унӑн Сӑмахне вӗрентес ӗҫе мала хунӑ чухне пирӗн чӗре савӑнӑҫпа тулать. Павел апостолӑн та шӑп ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ. Христианин пулса тӑриччен вӑл карьера тӑвассишӗн ҫуннӑ. Анчах та ҫынсене Туррӑн Сӑмахне вӗрентме пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тата ҫакӑ вӗсен пурнӑҫне мӗнле улӑштарнине курнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ Павел чӑннипех телейлӗ пулса тӑнӑ. (1 Фессалоника 2:13, 19, 20 вуласа пар.) Нимле карьера та чуна ҫав тери нумай савӑнӑҫ кӳрес ҫук.

Ыттисене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ чухне эпир хамӑра чӑннипех телейлӗ туятпӑр (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

ЭТЕМЛӖХ ХӐЙӖН ЙЫВӐРЛӐХӖСЕНЕ ТАТСА ПАМА ПУЛТАРАЯТЬ-И?

14. Мӗншӗн нумайӑшӗ тӗнчери йывӑрлӑхсене ҫынсем хӑйсемех татса пама пултараҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ?

14 «Тӗнчери йывӑрлӑхсене ҫынсем хӑйсемех татса пама пултараҫҫӗ». Нумайӑшне ҫак шухӑш килӗшет, мӗншӗн тесен ҫапла пулнӑ пулсан, ҫынсене Турӑ ертсе пыни кирлӗ пулмӗччӗ тата вӗсем мӗн тӑвас килет, ҫавна тума пултарнӑ пулӗччӗҫ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем тӗнчере вӑрҫӑсем, преступленисем, чир-чӗрсем тата чухӑнлӑхра тертленекенсем сахалланса пыраҫҫӗ теҫҫӗ, ҫавна пула та ҫапла шутлани тӗрӗс пек туйӑнма пултарать. Пӗр статьяра ҫапла каланӑ пулнӑ: «Лару-тӑру майлашӑнса пырать, мӗншӗн тесен ҫынсем тӗнчене лайӑхлатма шут тытнӑ». Ҫакӑ тӗрӗсех-ши? Ҫынсем тӗнчери йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине чӑнах та ӑнланса илнӗ-ши? Хуравне пӗлес тесе айтӑр ҫак йывӑрлӑхсене тӗплӗнрех пӑхса тухар.

15. Этемлӗх йывӑрлӑхӗсем пирки фактсем мӗн калаҫҫӗ?

15 Вӑрҫӑсем. Пӗрремӗшпе Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫисем вӑхӑтӗнче сахалтан та 60 миллион ҫын ытла вилнӗ. Анчах та ҫынсем халь те вӑрҫӑ вӑрҫма пӑрахман. 2015 ҫул тӗлнелле вӑрҫӑ тухнине е хӗсӗрленине пула 65 миллиона яхӑн ҫын беженецсем пулса тӑнӑ. 2015 ҫулта кӑна 12,4 миллиона яхӑн ҫыннӑн тӑван ҫӗртен тарма тивнӗ. Преступлени тӑвасси. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче хӑш-пӗр преступленисен шучӗ чакнӑ пулин те, ҫынсем терроризма, килти пусмӑра тата интернет урлӑ преступлени тӑвассине ҫӗнтереймеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, нумайӑшне коррупци питӗ анлӑ сарӑлни пӑшӑрхантарать. Преступлени тӑвасси этем вӑй хунипе пӗтес ҫук. Чир-чӗр. Хӑш-пӗр чирсене сиплеме вӗреннӗ, анчах та 2013 ҫулта тухнӑ пӗр отчет тӑрӑх, чӗре чирӗсене, инсульта, рак чирне, пыр-карланкӑн чирӗсене тата диабета пула кашни ҫул 9 миллиона яхӑн ҫын 60 ҫула ҫитмесӗрех вилет. Чухӑнлӑх. Пӗтӗм тӗнчери банк пӗлтернӗ тӑрӑх, Африкӑра ҫеҫ чухӑнлӑхра тертленекенсен шучӗ 1990 ҫулта 280 миллион пулнӑ, 2012 ҫулта вара вӗсен шучӗ 330 миллиона ҫитнӗ.

16. а) Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ этемлӗх йывӑрлӑхӗсене ҫӗнтерме пултарать? ӑ) Исаия кӗнекинче тата 71-мӗш псаломра Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле пиллӗхсем илсе килесси ҫинчен каланӑ?

16 Политика тата экономика организацийӗсен ертӳҫисем ытларах чухне хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫынсем вӑрҫӑсене, преступлени тӑвассине, чирсене тата чухӑнлӑха пӗтерме пултарайманни тӗлӗнтермест. Ҫак йывӑрлӑхсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ ҫӗнтерӗ. Иегова этемлӗхшӗн мӗн тума шут тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр кӑна. Вӑрҫӑсем. Турӑ Патшалӑхӗ вӑрҫӑсем мӗне пула сиксе тухаҫҫӗ, ҫавсене пӗтӗмпех, сӑмахран, эгоизма, коррупцие, пӗр халӑха тепринчен мала хурассине, суя тӗне, Сатанана та, пӗтерӗ (Пс. 45:9, 10). Преступлени тӑвасси. Турӑ Патшалӑхӗ миллион-миллион ҫынна пӗр-пӗрне юратма тата шанма вӗрентнӗ. Ҫӗр ҫинчи правительствӑсем ҫавна тӑваймаҫҫӗ (Ис. 11:9). Чир-чӗр. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗр чирлемесӗр пурӑнмалла тӑвӗ (Ис. 35:5, 6). Чухӑнлӑх. Иегова чухӑнлӑха пӗтерӗ. Ҫынсем пурте телейлӗ пурӑнма пултарӗҫ тата вӗсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем питӗ ҫирӗп пулӗҫ. Ҫакӑ вара кирек мӗнле мулран та хаклӑрах (Пс. 71:12, 13).

ВЫРӐНЛӐ ХУРАВЛАМА ПӖЛӖР

17. Ҫак тӗнчери анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсем пирӗн ҫине витӗм кӳресрен мӗн пулӑшӗ?

17 Ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ пӗр-пӗр шухӑш эсир мӗне ӗненнине хирӗҫлет пулсан, ҫавӑн пирки Библире мӗн каланине тӗплӗн тӗпчӗр тата хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑванпа сӳтсе явӑр. Ҫав шухӑш хӑвӑра мӗншӗн килӗшсе кайни ҫинчен, ҫапла шутлани мӗншӗн тӗрӗс марри ҫинчен тата ҫавна мӗнпе ҫирӗплетсе памалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Колоссӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырура Павел ҫакӑн пек канаш панӑ: «Ӗненменнисемпе ӑслӑ пурӑнӑр... ...Кама мӗн калассине пӗлсе тӑрӑр» (Кол. 4:5, 6, ҪС). Ҫак канаша тытса тӑрсан эпир хамӑра ку тӗнчери тӗрӗс мар шухӑшсенчен сыхлӑпӑр.

^ 9 абз. Хӑшӗ-пӗрисем Иоанн 7:53—8:11 сӑвӑ йӗркисене вуланӑ май мӑшӑра улталанӑ ҫынна ҫылӑхсӑр ҫын ҫеҫ суд тума пултарать тесе тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Ҫак сӑвӑ йӗркисем Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсенче пур пулсан та, Библин пирвайхи текстӗнче вӗсем ҫук. Унсӑр пуҫне, Турӑ Израиль халӑхне панӑ Саккунра каланӑ: «Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа выртнине курсассӑн, вӗсене иккӗшне те... вӗлерме тытса памалла» (Сак. аст. 22:22).