Колоссӑ 4:1—18

  • Хуҫасене панӑ канаш (1)

  • «Яланах кӗлтӑвӑр» (2—4)

  • «Пухура маррисемпе пулнӑ чухне хӑвӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тытӑр» (5, 6)

  • Юлашкинчен каланӑ сӑмахсем (7—18)

4  Хуҫасем, хӑвӑрӑн та тӳпере Хуҫа пулнине пӗлсе, хӑвӑра чурӑрсемпе тӳрӗ те тӗрӗс тытӑр.  Яланах кӗлтӑвӑр, ҫавна тума манса ан кайӑр* тата кӗлтунӑ чухне Турра тав тӑвӑр.  Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ хӑйӗн сӑмахӗ валли алӑк уҫтӑр, ҫапла вара Христос ҫинчен калакан сӑваплӑ вӑрттӑнлӑха калама пирӗн май пултӑр. Ҫак сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхшӑн эпӗ тӗрмере ларатӑп та.  Манӑн ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен уҫӑмлӑн пӗлтермелле пултӑр тесе те кӗлтӑвӑр, манӑн ӑна ҫапла пӗлтермелле те.  Пухура маррисемпе* пулнӑ чухне хӑвӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тытӑр тата вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр*.  Сирӗн сӑмахсем, тӑвар ярса апата тутӑ кӗртнӗ пекех, яланах кӑмӑллӑ пулччӑр, вара эсир кашни ҫынна мӗнле хуравламаллине пӗлӗр.  Ти́хик — манӑн юратнӑ тӑван тата, пирӗн пекех, Ҫӳлхуҫашӑн чура пек шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан — сире ман ҫинчен веҫех каласа парӗ.  Вӑл пирӗн ӗҫсем мӗнле пынине каласа патӑр тесе тата сире йӑпаттӑр тесе эпӗ ӑна сирӗн пата яратӑп.  Унпа пӗрле сирӗннисенчен пӗри — манӑн шанчӑклӑ та юратнӑ тӑван Они́сим — пырӗ. Вӗсем сире кунта мӗн пулса иртни ҫинчен веҫех каласа парӗҫ. 10  Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Ариста́рх сире салам ярать тата Варна́вӑн пӗртӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (вӑл сирӗн пата пырас пулсан ӑна хапӑл туса йышӑнма сире хушнӑччӗ ӗнтӗ). 11  Иу́ст теекен Иисус та салам ярать. Вӗсем пурте — ӳт кастарнисем. Вӗсем кӑна манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ, мана питӗ йӑпатаҫҫӗ*. 12  Эпафра́с, Христос Иисусӑн чури, сирӗннисенчен пӗри, салам ярать. Вӑл, сирӗн ҫитӗннӗ ҫынсем пек ҫирӗп тӑмалла пултӑр тесе тата Турӑ ирӗкӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна пурне те хытӑ ӗненмелле пултӑр тесе, пӗрмаях тӑрӑшса кӗлтӑвать. 13  Вӑл сирӗншӗн те, Лаодикипе Иерапольти тӑвансемшӗн те питӗ хытӑ тӑрӑшнине эпӗ ҫирӗплетсе калама пултаратӑп. 14  Пирӗн юратнӑ Лука тухтӑр тата Дима́с сире салам яраҫҫӗ. 15  Лаодикири тӑвансене, ҫавӑн пекех Нимфӑна тата унӑн килӗнче пуҫтарӑнакан пухӑва манран салам калӑр. 16  Ҫак ҫырӑва вуласа тухсан ӑна Лаодикири пухӑва ярса парӑр, вӗсем те ӑна вуласа тухчӑр. Эсир те вӗсем патне янӑ ҫырӑва вуласа тухӑр. 17  Ҫавӑн пекех Архипа ҫакна калӑр: «Ҫӳлхуҫа хӑвна шанса панӑ ӗҫе туса ҫитермешкӗн пӗтӗм вӑйна хур». 18  Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асра тытӑр. Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.

Сноскӑсем

Е «кӗлтӑвас тӗлӗшрен сыхӑ тӑрӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тулашӗнчисемпе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑхӑта тӳлесе илӗр».
Е «пулӑшаҫҫӗ тата ҫирӗплетеҫҫӗ».