Еврейсем 13:1—25
13 Пӗр-пӗрне тӑванла юратма ан пӑрахӑр.
2 Хӑналама* ан манӑр, мӗншӗн тесен хӑналанине пула хӑшӗ-пӗрисем, хӑйсем ҫавна пӗлмесӗрех, хӑйсем патӗнче ангелсене йышӑннӑ.
3 Тӗрмере ларакансене, хӑвӑр та вӗсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ пекех, асра тытӑр тата кама хур тӑваҫҫӗ, ҫавсене те асра тытӑр, эсир те ҫынсемех вӗт*.
4 Пурте мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеччӗр, тата мӑшӑрсем пӗр-пӗрне шанчӑклӑ* пулччӑр, мӗншӗн тесен Турӑ аскӑн ӗҫ тӑвакансене* пурне те — мӑшӑрланнӑ-и вӗсем е мӑшӑрланман-и — суд тӑвӗ.
5 Сирӗн пурнӑҫра укҫана юратасси ан пултӑр, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана нихӑҫан та пӑрахмӑп тата сана нихӑҫан та хӑвармӑп».
6 Ҫавӑнпа та эпир пӗр иккӗленмесӗр ҫапла калатпӑр: «Иегова* — мана пулӑшакан, эпӗ хӑрамӑп. Ҫын мана мӗн тӑвайӗ?»
7 Сирӗн хушшӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене, сире Турӑ сӑмахне вӗрентекенсене, асра тытӑр. Вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине тата ҫакӑ мӗн панине сӑнаса вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр.
8 Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗрех — ҫавах.
9 Тӗрлӗ ют вӗрентӳсене хӑвӑра ҫул ҫинчен пӑрса яма ан парӑр. Чӗрене виҫесӗр ырӑлӑхпа ҫирӗплетни ӑна апат-ҫимӗҫ пирки панӑ хушусемпе ҫирӗплетнинчен лайӑхрах, ҫав хушусем вӗсене тытса тӑракансене нимӗнле усӑ та памаҫҫӗ.
10 Пирӗн парне вырӑнӗ пур, ун ҫинче кӳнӗ парнене чатӑрта ӗҫлекенсен ҫиме ирӗк ҫук.
11 Ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑхӑн юнне чи аслӑ священник сӑваплӑ вырӑна* илсе кӗрет, пуснӑ выльӑхӑн кӗлеткине вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ.
12 Ҫавӑнпа Иисус та халӑха хӑйӗн юнӗпе сӑваплӑ тумашкӑн хула* тулашӗнче асап курнӑ.
13 Эппин, вӑл тӳснӗ мӑшкӑла тӳссе ун патне тапӑр тулашне тухар,
14 мӗншӗн тесен кунта пирӗн ялан пурӑнмалли хула ҫук. Эпир пулас хулана чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.
15 Айтӑр Иисус урлӑ Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар, урӑхла каласан, чӗлхе-ҫӑвартан тухакан сӑмахсемпе ыттисене унӑн ячӗ ҫинчен каласа пӗлтерер.
16 Ҫавӑн пекех пӗр-пӗринпе ырӑ пулма, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ыттисене пулӑшма ан манӑр, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек парнесем Турра кӑмӑллӑ.
17 Хӑвӑр хушшӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сирӗншӗн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ тата вӗсен ҫак ӗҫшӗн явап тытас пулать. Эсир ҫапла тусан, вӗсем хӑйсен ӗҫне кулянса мар, савӑнса тума пултарӗҫ. Вӗсем кулянса ӗҫлени сире сиен кӳнӗ пулӗччӗ.
18 Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен эпир хамӑр совесть таса* пулнине пӗлетпӗр, вӗт эпир пур тӗлӗшрен те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнасшӑн.
19 Уйрӑмах эпӗ сире манӑн сирӗн пата часрах таврӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтума ыйтатӑп.
20 Мир* Турри — пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫана, ӗмӗрлӗх килӗшӗве юнпа ҫирӗплетнӗ аслӑ кӗтӳҫе, вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турӑ —
21 сире хӑйӗн ирӗкне тума мӗн кирлине пурне те патӑр. Вӑл пире Иисус Христос урлӑ хӑйне мӗн кӑмӑллӑ, ҫавна тума хавхалантартӑр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
22 Тӑвансем, ҫак хавхалантаракан сӑмахсене тӳсӗмлӗ пулса итлеме ыйтатӑп сире, мӗншӗн тесен ҫырасса та эпӗ сирӗн пата нумаях ҫырмарӑм.
23 Манӑн сире пирӗн Тимофей тӑвана ирӗке кӑларни ҫинчен пӗлтерес килет. Вӑл кӗҫех килес пулсан, эпир унпа пӗрле сире пырса курӑпӑр.
24 Хӑвӑр хушшӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене тата сӑваплисене пурне те салам калӑр. Сире Италири тӑвансем салам яраҫҫӗ.
25 Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр.
Сноскӑсем
^ Е «тараватлӑ пулма». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «палламан ҫынсене юратма».
^ Е, тен, «эсир те вӗсемпе пӗрле хур тӳснӗ пек». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эсир те кӗлеткере пулнӑ пек».
^ Е «мӑшӑрсен выртан вырӑнӗ ирсӗрленмелле мар».
^ Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗме».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хапха».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ырӑ».
^ Е «канӑҫлӑх».