1 Фессалоника 2:1—20
2 Тӑвансем, эпир сирӗн пата пыни усӑсӑр пулманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр.
2 Пире Филиппӑра асаплантарса, хур туса пӗтернине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Анчах та питӗ хытă хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Туррӑн ырӑ хыпарне пирӗн пӗлтермелле пултӑр тесе Турӑ пире хӑюлӑх пачӗ.
3 Пирӗн сӑмахра тӗрӗс марри те, усал шухӑш-кӑмӑл та, ултав та ҫук.
4 Пачах урӑхла, Турӑ пире ырӑ хыпар пӗлтерме юрӑхлӑ тесе ҫак ӗҫе хӑй шанса панӑ, ҫавӑнпа каласса та эпир ҫынсене юрас тесе мар, пирӗн чӗресене тӗрӗслекен Турра юрас тесе калатпӑр.
5 Хӑвӑр та пӗлетӗр: эпир сирӗнтен мӗн те пулин илес шухӑшпа сирӗнпе нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, сире улталаман. Ҫакна Турӑ та пӗлет!
6 Пире ҫынсем мухтани те кирлӗ мар: эсир мухтани те, кам та пулин урӑххи мухтани те кирлӗ мар. Ҫапах та эпир, Христосӑн апостолӗсем пулнӑ май, эсир пирӗн тӑкаксене саплаштарасса кӗтме пултарнӑ.
7 Анчах та эпир, ӗмӗртекен амӑшӗ хӑйӗн ачишӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнӑ пек, сирӗнпе ҫепӗҫ пултӑмӑр.
8 Пирӗн чӗрере ҫавӑн пек ҫепӗҫ туйӑм пулнӑран эпир сире Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерме ҫеҫ мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр, мӗншӗн тесен эпир сире питӗ хытӑ юратрӑмӑр.
9 Тӑвансем, эпир халран кайиччен ӗҫленине эсир хӑвӑр та астӑватӑр ӗнтӗ. Сирӗн патра Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтернӗ чухне, сирӗнтен никама та чӑрмав кӳрес мар тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлесе хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑтӑмӑр.
10 Сирӗнпе, ӗненекенсемпе, пӗрле пулнӑ чухне эпир чунтан парӑннине, тӳрӗ пулнине тата айӑпсӑр пулнине эсир хӑвӑр та курса тӑтӑр, Турӑ та ҫакна пӗлет.
11 Ашшӗ хӑйне ачисемпе мӗнле тытать, эпир те хамӑра сирӗнпе ҫапла тытнине эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлетӗр: эпир сирӗнтен кашнине хавхалантартӑмӑр, йӑпатрӑмӑр, ӳкӗтлерӗмӗр.
12 Эпир ҫакна сире хӑйӗн Патшалӑхне кӗме тата мухтава тухма чӗнекен Турра сирӗн юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑр тесе турӑмӑр.
13 Пирӗнтен Туррӑн сӑмахне илтсен, эсир ӑна ҫын сӑмахӗ вырӑнне хурса мар, Туррӑн сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑннӑшӑн эпир Турра яланах тав тӑватпӑр. Эсир йышӑннӑ сӑмах — чӑнах та Туррӑн сӑмахӗ, вӑл сирӗн ҫине, ӗненекенсем ҫине, витӗм кӳрсе тӑрать.
14 Тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан Иудейӑри Туррӑн пухӑвӗсем пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен хӗн курнӑ пек, эсир те хӑвӑр халӑх ҫыннисенчен хӗн куртӑр.
15 Иудейсем Иисус Ҫӳлхуҫана та, пророксене те вӗлернӗ, вӗсем пире те хӗсӗрлерӗҫ. Вӗсем Турра юрӑхлине тумаҫҫӗ, пурне те сиен кӳреҫҫӗ ҫеҫ:
16 эпир урӑх халӑх ҫыннисене вӗсен мӗнле ҫӑлӑнмалли ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтеретпӗр, иудейсем вара пире чарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла тунӑран вӗсен ҫылӑхӗсем хушӑнсах пыраҫҫӗ. Анчах вӗсене Туррӑн ҫилли ҫитетех.
17 Тӑвансем, пире сирӗнтен пӗр вӑхӑтлӑха уйӑрсан (эпир сирӗнпе пӗрле пулман пулсан та, эсир пирӗн чӗререччӗ), сирӗнпе тӗл пулас тесе эпир тем пекех тӑрӑшрӑмӑр, мӗншӗн тесен сире питӗ курас килетчӗ.
18 Эпир сирӗн пата пырасшӑнччӗ. Эпӗ, Павел, пӗрре анчах мар, икӗ хутчен те пыма тӑрӑшрӑм. Анчах та Шуйттан пирӗн ҫула пӳлсе тӑчӗ.
19 Пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫа килсен*, кам пирӗн шанчӑк, пирӗн савӑнӑҫ, пирӗн награда* пулӗ? Эсир мар-и вара?
20 Эсир — пирӗн мухтавӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр.