Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

109-МӖШ КАЛАВ

Петр Корнилий патне килет

Петр Корнилий патне килет

ҪАКӐНТА тӑракан ҫын вӑл — Петр апостол, ун хыҫӗнче тӑраканнисем вара — унӑн тусӗсем. Анчах та мӗншӗн пӗр ҫын Петр умне чӗркуҫленсе ларнӑ? Ун пек тума юрать-и вара? Ҫав ҫын кам пулнине пӗлетӗн-и?

Ҫак ҫын — Корни́лий. Вӑл Рим ҫарӗнчи ҫӗр ҫын пуҫлӑхӗ. Корни́лий Петра палламасть, ҫапах та ӑна хӑйӗн килне чӗнме хушнӑ. Ҫакӑ мӗнле пулса тухнине айта пӑхса тухар.

Иисусӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсем иудейсе́м пулнӑ, Корни́лий вара — иуде́й мар. Анчах та вӑл Турра юратать, ӑна кӗлтӑвать тата ҫынсемшӗн нумай ырӑ ӗҫсем тӑвать. Пӗррехинче кӑнтӑрла, ӑна ангел курӑнать те калать: «Эсӗ Турӑ умӗнче ырӑлӑх тупрӑн, ҫавӑнпа Вӑл эсӗ кӗлтуни ҫине хурав парасшӑн. Хӑвӑн ҫыннусене Петр ятлӑ ҫынна чӗнсе килме яр. Халӗ вӑл Иоппийӑра́, тинӗс хӗрринче пурӑнакан Си́мон килӗнче, чарӑнса тӑнӑ».

Корни́лий тӳрех Петра шырама ярать. Тепӗр кунне Корни́лий янӑ ҫынсем Иоппийӑна́ ҫитсен, Петр Си́монӑн пӳрчӗ тӑрринче пулнӑ. Турӑ Петра шухӑша ярать те пӗлӗтрен пысӑк сӗтел ҫитти евӗрлӗскер аннине курӑнмалла тӑвать. Унта тӗрлӗрен чӗрчунсем пулнӑ. Турӑ законӗ тӑрӑх ҫак чӗрчунсем ҫимешкӗн таса мар шутланса тӑнӑ пулин те, сасӑ хушать: «Петр тӑр. Пусса ҫи».

— Ҫук! — тесе хуравлать Петр.— Эпӗ нихӑҫан та таса маррине ҫимен.— Анчах та сасӑ Петра́ калать: «Турӑ халӗ таса тесе каланине таса мар тесе ан кала». Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулать. Петр ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен аптӑраса шухӑшланӑ вӑхӑтра Корни́лий янӑ ҫынсем пӳрт умне пырса тӑраҫҫӗ те Петр пирки ыйтаҫҫӗ.

Петр аяла анать те калать: «Эсир шыракан ҫын вӑл — эпӗ. Эсир мӗн ӗҫпе килтӗр?» Ангел Корнилие́ хӑйӗн килне Петра чӗнсе килме хушрӗ тесе ҫав ҫынсем ӑнлантарса парсан, Петр вӗсемпе пӗрле кайма килӗшет. Тепӗр кунне Петр хӑйӗн тусӗсемпе Корни́лий патне Кесарийӑна́ тухса каять.

Корни́лий вара хурӑнташӗсемпе ҫывӑх тусӗсене пӗрле пуҫтарнӑ. Корни́лий Петра кӗтсе илме тухать. Вӑл Петр ури умне ӳксе пуҫ тайнине ӳкерчӗкре курма пултаратӑн. Анчах та Петр калать: «Тӑр. Эпӗ те ҫынах». Ҫапла, Библи кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫын умне чӗркуҫленсе ларни тата ӑна пуҫҫапни тӗрӗс мар. Пирӗн Иеговӑна кӑна пуҫҫапмалла.

Халӗ Петр пуҫтарӑннисене ырӑ хыпар калать. «Халӗ ӗнтӗ чӑнахах куртӑм: Турӑ хӑйӗншӗн ӗҫлес текен пур халӑх ҫыннине те кӑмӑллать»,— тесе калать Петр. Вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшне ярать, вара ҫынсем урӑх чӗлхесемпе калаҫма пуҫлаҫҫӗ. Петрпа килнӗ Иудейӑри́ вӗренекенсем тӗлӗнсе каяҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ иудейсене кӑна кӑмӑллать тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа та ҫакӑнтан вӗсем Турӑ пӗр халӑха тепӗр халӑхран мала хуманнине ӑнланса илеҫҫӗ. Ҫакна яланах асра тытни пире те усӑллӑ мар-и?